Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -7.7 °C
Сердитый человек всегда полон яда.(Конфуций)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Хыпарта» Виталий Родионовӑн статьине мӗншӗн вырнаҫтарнӑ? Версисем

Аçтахар Плотников25.03.2015 09:5243206 views

Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).

1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.

2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.

3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…

4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.

Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (161)]

Comments:

Пасар // 4117.51.7078
2015.04.10 09:24
Тимĕр, эс мĕн, çармăссене чăвашлатнă Шашкар е Москакасси чăвашĕ кăна авалхи чăваш тесшĕн-и? Пăлхар-сăварсен ТĔП çĕрĕсем çинче пурăнакан Тутарстан е Самар, Чĕмпĕр чăвашĕсем, мĕн, Марс çинчен шуç чуманпа персе аннă-и? Çитет пуль тĕшĕсĕр çак "дискуссипе" йÿтеме. Пĕри (Хыпарти) йÿтени те ЧĂВАШ ПĔРЛĔХНЕ мĕн тери сиен кÿчĕ. Юрать-ха сайтра кăна "çапăçатпăр". Тавах интернета. Тата Куляна тав.
Agabazar // 3928.41.6687
2015.04.10 10:48
Agabazar
Сывă пултăр Валери Туркай!
Сывă пултăр Алексей Леонтьев!
Сывă пултăр Виталий Родионов!
Сывă пултăр Атнер Хусанкай!
Сывă пултăр "Хыпар" хаçат!
Пĕр хĕрарăм // 4131.5.1451
2015.04.10 15:18
Вирьял чĕлхинчен никам та кулмасть, вирьял чĕлхине пиччĕшĕ шăллĕне юратнă пек юрататпăр эпир ăна,кирлĕ пулсан кăшт тăрăхласа та илетпĕр, никам та ун пирки кирлĕ мар тесе каламасть..
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.10 19:34
Акапасарăн тата мĕн аллилуйи?
Пĕр хĕрарăм // 4131.5.1451
2015.04.10 22:19
Çамкине шăтарать-и ĕнтĕ?
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.11 17:08
Ан пӑшӑрханӑр, Пасарпа Пер Хӗрарӑм,Agabazar ку таранччен ним те шӑтарса курман пек туйнать. Форумра чӗнсе каланисене ҫырасси вӑл канав чавасси мар, йӑран чавасси те мар.
куля // 3167.38.9112
2015.04.11 19:25
Вирьял чӗлхи шӑллӗ мар пуль.Пичи вӑл сирӗншӗн,е маҫак
Agabazar // 3927.34.4864
2015.04.12 03:14
Agabazar
Миккуль // 4292.84.0894 2015-04-11 17:08: <<Agabazar ку таранччен ним те шӑтарса курман пек туйнать. Форумра чӗнсе каланисене ҫырасси вӑл канав чавасси мар, йӑран чавасси те мар.>>

Мĕншĕн ку чĕнĕве Акапасар патне адресленĕ тата???


Чĕнсе калăр Туркая канав чавма, йăран чавма. Кайтăр Хырай Ĕнелне, çитĕнтертĕр унта кишĕр, ĕрчеттĕр сысна...

Ăçта кайса кĕмелле? Пурте чăваша "хура ĕçпе" аппаланма хăвалаç! Калăн, чăваш текен çын влаç пусмин мĕнпур картлашкисене ярса илнĕ... Тĕрĕссипе чăваш картара пăх хырассипе, канав чавассипе тахçанах чемпион. Кирлĕ мар ăна вĕçĕмсĕр унталла хăвалама!
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.12 09:10
Agabazar текен чӑваш.Мӗн ухмаха перен?Чӑвашсем халлӗхе пур влаҫ картлашкинче те лараҫҫӗ,анчах та тилхепине тытма пӗлменни хурлантарать.Вӑрлама та этеме ӗретлӗн пӗлмеҫҫӗ ҫке.Судпа тӗрмерен хӑтӑлас тесе Влаҫра татах тытӑнса юласшӑн.Ҫапла мар и?.Аталану,чуна йӑпантаракан ҫитӗнӳпе ӳсӗмсем ҫукрах вӗт тӑванӑм.
Пĕр хĕрарăм // 2857.66.1527
2015.04.12 09:46
Чăваш вăл йывăр ĕсленине кăна ĕç тесе шутлать,кунта çыркаласа ларни, наука ĕçĕпе ĕçлени вĕсемшĕн ĕç мар, ача вăййи.

Pages: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, ... 16

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters