Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -3.7 °C
Если служащий всегда согласен с боссом, он бесполезен для бизнеса.(Э. Хаббард)
 

Ad

Софья Савнеш: Итали çинчен - кăсăкли

Софья Савнеш29.03.2015 21:283641 views

Италие çитсе килме ĕмĕтленекен нумаййи пирки иккĕленместĕп. Ара, илемлĕхĕпе хăйĕн патне кăчăк туртать-çке вăл. Мĕнпе уйрăлса тăрать вăл? Мĕнпе тĕлĕнтерет?

• Италире 20 регион. Кашнин – хăйĕн диалекчĕ, хăш чухне калаçăва кÿршĕ регионтисем те ăнланмаççĕ-мĕн.

• Регионсем вара коммунăсем çине пайланаççĕ. Вĕсем те пĕр-пĕрин калаçăвне ăнланмасан та пултараççĕ.

• Ку, ахăртнех, лайăх хыпар. Италире ача çурчĕсем çук.

• Çавăн пекех унта килсĕр-çуртсăр чĕрчунсем те çук.

• Тĕлĕнмелле те, çемьесенчен арçынсем арăмĕсенчен хăраççĕ.

• Кафере е хупахра кофе илсе килмешкĕн акăлчан чĕлхипе ыйтсан уншăн 2 хут нумайрах тÿлеме те тивет. Вырăнти халăх валли хаксем кăшт пĕчĕкрех-мĕн.

• Autostrada пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли шоссе ялан тенĕ пекех тÿлевлĕ. Унти хăвăртлăх сехетне 130 çухрăмран ытларах пулмалла мар.

• Италири сăмахсем уçă сасăпа вĕçленеççĕ.

• Кашни регионти кухня – расна.

• Италири çынсем нумай çул пурăнаççĕ.

• Испансемпе итальянсем пĕр-пĕрне ăнланаççĕ: чĕлхи пĕрешкелтерех.

• Польшăпа Итали – Европăри тĕне чи вăйлă ĕненекен çĕршывсем.

• Италире каçхи апат пĕлтерĕшлĕ шутланать. Ун чухне вĕсем хырăм туличченех çиеççĕ.

• Итальянсем сĕткенсем ĕçмеççĕ. Вĕсене ресторансенче те сутмаççĕ.

• Итальянсем эрех ĕçме те юратмаççĕ.

• Олива çăвне ялти хресченсенчен туянаççĕ. Ăна супермаркетра туянни килĕшÿсĕр-мĕн.

• Итали – нумай нациллĕ çĕршыв. 95 проценчĕ – итальянсем.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (3)]

Comments:

Ют Ҫын // 3017.64.2848
2015.03.31 07:46
Кун пек пунктпа килӗшмелле:-"Кафере е хупахра кофе илсе килмешкĕн акăлчан чĕлхипе ыйтсан уншăн 2 хут нумайрах тÿлеме те тивет. Вырăнти халăх валли хаксем кăшт пĕчĕкрех-мĕн.". Чӑвашлӑха аталантарас тесе ҫунакан усламҫӑсен. Кайран лавккара,кайран тӗрлӗ чиновниксем патӗнче "бонус" пама пуҫламалла.
2015.03.31 09:06
Аçтахар Плотников
Пирӗн саккун чарать: «нихӑш халӑха та кӳрентермелле мар» текенни. Пурин ҫине те пӗрешкел пӑхмалли пирки...
Тата мӗнле усламҫӑ хака пӗчӗклетсе суттӑр-ха? :)
Agabazar // 2942.2.4217
2015.03.31 09:50
Agabazar
Акăлчан чĕлхи пирки калани пирĕн патра актуаллă мар. Никам та сутăçран вăл чĕлхепе пырса ыйтас çук.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters