Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -4.7 °C
Бог помогает не большим батальенам, а тем кто лучше стреляет.(Вольтер)
 

Ad

Таисия Ташней: Ача-пăча ту... укçаллă пулма

Таисия Ташней05.05.2015 21:403729 views

Амăш капиталĕ ача çуралассине ӳстерме пулăшмасть тесе шухăшлать «Утро.ру» электрон хаçат корреспонденчĕ Мария Трифонова.

Ача çуратнишĕн укçа тӳлеме йышăнни малтанласа тĕрлĕ калаçу çуратнине чылайăшĕ астăвать-тĕр. «Пуяннисем тем чухлĕ хурса парсан та уншăн çуратмĕç. Юрлисем тата сыпма юратаканнисем йыш хушса тултарĕç», – теме пăхрĕç хăшĕсем.

Ача çуратассине, маларах асăннă журналист шучĕпе, ĕç укçин шайĕ витĕм кӳрет. Çакна çирĕплетме Мария Трифонова Мускаври тата Санкт-Петербургри лару-тăрăва тишкерет. Асăннă хуласенче амăш капиталĕпе усă куракансем питех те сахал-мĕн, çапах та çуралакансен йышĕ йышланса пырать.

Амăш укçине усă курни йышлă 10 региона илсен тăваттăшĕнче кăна çуралассин коэффициенчĕн динамики Раççейринчен аванрах (+29 процент) пулнă.

Çуралассине 2009 çултанпа тишкерсен, шăпах çавăн чухне амăш укçине пама тытăннă, асăннă кĕмĕлпе хастар усă куракан 10 регионтан пиллĕккĕшĕнче çураласлăх чакнă иккен. Тăваттăшĕнче вара çĕршыври вăтам кăтартуран пĕчĕкрех.

Росстат 2012 çул пуçламăшĕнчи лару-тăру пирки пĕлтернинче амăш укçиллисенчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ (34 проценчĕ) сертификат илме заявлени те паман иккен.

РБК асăрханă тăрăх, сахал тупăшлă çемьесенче амăш укçипе усă курассин коэффициенчĕ кăшт пысăкрах иккен. Сертификат илме заявлени çырман çемьесен хушшинче сахал тупăшлисем 45 процент иккен. Çакăн сăлтавне тĕшмĕртме кăткăсах мар-тăр. Амăш укçине чылайăшĕ çурт-йĕр ыйтăвне татса пама усă курать. Анчах ку тупра хваттер е çурт туянма çитменни паллă ĕнтĕ, çавна май ытти «кĕмĕлне» е пухса пымалла, е банкран кивçен илмелле. Илме илĕн те, анчах ăна тӳлесе татмалла-çке.

Тепĕр майлă каласан, ача-пăчана укçашăн çуратнипе нумай мала каяймăн-тăр çав.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters