Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Для хитрости нет ничего ненавистнее мудрости(Сенека)
 

Ad

Галина Зотова: Слакпуҫӗнче пулса куртӑмӑр

Галина Зотова30.05.2015 15:524582 views

Ҫак кунсенче Чӑваш наци конгресӗн Хӗрлӗ Чутай районӗн хастарӗсем те ЧНК конгресс делегацийӗпе пӗрле Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялне — Константин Иванов сӑвӑҫӑн тӑван ҫӗрне, поэт 125 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ уяв курма ҫул тытрӗҫ. Делегаци йышӗнче ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, вице-президенчӗ Валерий Клементьев, Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин тата ытти паллӑ чӑваш ҫыннисем пулчӗҫ.

Хӑнасене Слакпуҫра пурӑнакан чӑвашсем ӑшӑ кӑмӑлпа ҫӑкӑр-тӑварпа тата чӑваш сӑрипе чӑваш-юрри-ташшипелле «Аван-и!» — тесе кӗтсе илчӗҫ. Малтанах палатӑсем сарса хуран яшки пӗҫерсе ҫирӗмӗр, унтан Константин Ивановпа Яков Ухсайӗн музейӗсене ҫул тытрӑмӑр. Константин Иванов музейне вӑл ҫуралса ӳснӗ, кунтах пурнӑҫран уйрӑлнӑ тӑван килӗнче 1940 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче, поэт ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа уҫнӑ.

Ҫурта 1906 ҫулта ҫӗклесе лартнӑ. Поэтӑн тӑван килне пӑлханса утса кӗретӗн. Вӑл тӑватӑ пӳлӗмрен тӑрать: кухня, ҫывӑрмалли пӳлӗм, зал тата литература уйрӑмӗ — ӑна Ивановсен лавкки пулнӑ залра вырнаҫтарнӑ. Поэт хӑй аллипе ӑсталанӑ япаласем, унӑн алҫырӑвӗсем, кӗнекесем, поэтӑн чунӗ тухнӑ кравать... Музейпа урам урлӑ Константин Иванов ячӗпе хисепленсе тӑракан паркра унӑн вилтӑприйӗ, Нагорнов скульптор ӑсталанӑ палӑк, Нарспипе Сетнер кӳлеписем.

Паркран инҫех мар Слакпуҫ ҫӑлкуҫӗ тапса тӑрать. Ҫӑлкуҫри шыв чуна уҫать, пултарулӑхри вӑя аталантарма чӗнет. Ҫӑлкуҫ тавра та хӑйне евӗр илемлетнӗ. Парк тата Иванов музей тавра чӑваш орнаменчӗпе ерешленӗ карта тытнӑ.

Ухсай Яккӑвӗн музейне вӑл ҫуралса ӳснӗ кил вырӑнӗнче 2006 ҫулта ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ (малтанхи ҫурчӗсем пушара пула ҫунса кайнӑ иккен). Кунти чылай экспонатсене поэтӑн тӑванӗсем пулӑшнипе ҫӗнӗрен пухнӑ. Музей умӗнче Ухсайӑн бюсчӗ. Музейра поэтӑн мӗнпур кунҫулӗпе тӗплӗн паллашма пулать.

Пире Силпи чӑваш ялӗ ларнӑ вырӑна та илсе кайрӗҫ, кунти ҫӑлкуҫри шыва та астивсе пӑхрӑмӑр.

Фестивале Чӑваш Республикинчи тӗрлӗ районти фольклор ушкӑнӗсем пуҫтарӑннӑ. Каҫалапа «Силпи–2015» фестиваль пуҫланчӗ. Николай Угаслов, Валерий Клементьев Пушкӑртстан хастарӗсене ятарлӑ медальсемпе, Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Пухӑннисем вӑйӑ карти йӗркелерӗҫ, вӑйӑ карти витӗр Слакпуҫӗнчи Нарспипе Сетнер утса тухрӗҫ. Унтан Слакпуҫсем «Нарспи» поэмӑри пӗр сыпӑка чуна тивмелле сӑнласа пачӗҫ. Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Комсомольски, Муркаш районӗсенчен килнӗ ушкӑнсем тата ытти тӗрлӗ фольклор ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе пухӑннисене паллаштарчӗҫ.

Эпир ялти шкула та кӗрсе тухрӑмӑр, кунти экспонатсемпе тӗлӗнсе паллашрӑмӑр. Палӑк та пур, Нарспи кӗтесӗ те, поэта халалланӑ темиҫе стенд. Шкулӗ те хитре! Вӗретекенӗсем те: «Аван-и!» тесе саламлаҫҫӗ, урамра та, лавккасенче тӗл пулнӑ пур ҫын та пирӗнпе чӑвашлах калаҫса тӗлӗнтерчӗ.

Ухсай Яккӑвне пытарнӑ Кӗсле ту, Пушкӑрт ҫӗрӗ чунра ӗмӗрлӗх асра юлчӗ. Эпир, Хӗрлӗ Чутай делегацийӗнчи Галина Зотова, Светлана Яруткина, Николай Чернов, Николай Трофимов, Роберт Галимов, Зинаида Чернова,Сергей Баринов, Валентина Степанова тата Римма Петрова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ЧНК уйрӑмӗн ертӳҫине Юлия Мареевӑна тата пире илсе ҫӳренӗ Андрей Кошатников водителе пире ҫак уява хутшӑнма пулӑшнӑшӑн чунтан тав сӑмахӗ калатпӑр.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (9)]

Comments:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.02 08:21
Маттур хӗрлӗчутайсем, кайса килнӗ,сума сунӑ. Акасапар хӑта итле,тархасшӑн. Хӗрлӗчутайсем:" Вӗретекенӗсем те: «Аван-и!» тесе саламлаҫҫӗ, урамра та, лавккасенче тӗл пулнӑ пур ҫын та пирӗнпе чӑвашлах калаҫса тӗлӗнтерчӗ"-вӑт мӗнле иккен. Ҫынсем килте те, урамра та,шкулта та тӑван чӗлхепе калаҫаҫҫӗ. Вӗсене ятарласа нимле саккун та кирлӗ мар иккен. Акасапара ятарлани те, ятарламанни те кирлӗ иккен.
2015.06.02 12:24
Тӗлӗнмелли татах та тупӑнчӗ-ха. Вӑтам шкулта 80 ача вӗренет, терӗҫ.
Пирӗн 1841-мӗш ҫулта уҫнӑ шкула 7 ҫул каялла оптимизаци туса пӗтерсе хучӗҫ, ун чухне ачасен шучӗ 11-мӗшӗнче вуниккӗнччӗ, вуннӑмӗшне вунпиллӗккӗн килме кӑмӑл турӗҫ, шкул ачисен шучӗ ҫӗртен чылай иртетчӗ. Ҫӗн Атикасси шкулӗ вунпӗрмӗшӗнче ҫулталӑк хушши пӗртен-пӗр ачана вӗрентсе пырса вӑтам шкул пулса тытӑнса юлчӗ. Пирӗн шкул ачисем урӑх районсенче вӗренме тытӑнчӗҫ (ял виҫӗ район чиккинче), халӗ бесперспективнӑй ялти 9 ҫул вӗренмелли шкулта шкул ачисен шучӗ сахалланнӑҫемӗн сахаллансах пырать.
Чӑвашран ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑмра вырнаҫнӑ ялта чӑвашла калаҫать халӑх, ялти ҫамрӑксем вара чӑваш ялӗнче хӑйсен ачисене вырӑсла калаҫтараҫҫӗ.
Agabazar // 4182.3.2762
2015.06.02 20:56
Agabazar
"К.В.Иванова 125 çул" тенĕ.

К.В.Иванов 125 çулта

Тĕрĕс çакăн пек пулма кирлĕ.
Тари // 3537.95.6316
2015.06.02 22:04
Agabazar чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулас, пирӗн чӑваш чӗлхи учителӗ те тӳрех йӑнӑшсене асӑрхать.
2015.06.02 23:17
ЧНК сайчӗ ку уяв пирки чылай фотографи вырнаҫтарнӑ.
Agabazar // 6313.7.9476
2015.06.03 04:52
Agabazar
Тари юлташ,
Йăнăшĕ пекки тарам-ха вăл, ун пек йăнăшсене кăна чăтма пулĕ.
Çапах та тĕрĕсрех пулсан аван ĕнтĕ.
Agabazar // 6313.7.9476
2015.06.03 04:52
Agabazar
Тари // 3537.95.6316 2015-06-02 22:04:<<Agabazar чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулас, пирӗн чӑваш чӗлхи учителӗ те тӳрех йӑнӑшсене асӑрхать>>.

Йăнăшатăр....

Айван // 4292.84.0894
2015.06.03 05:58
Vyacheslavna ним тӗлӗнмелли те ҫук. Татах тӗлӗнмели тени нумай тупӑнӗ.Калӑпӑр, шкул программине(уйрӑмах пуҫламӑш шкула) Канадӑри пек "основы лесбийских знаний", "гендерное строение человека","познай свое тело" текен предметсем илсе килсен тӗлӗнме мар, учительсем шак хытса тӑрӗҫ. Мысара пуҫланасси малалла. Agabazar текеннисем Европӑ,Канадӑ шайне ҫитесшӗн. Ҫитереҫҫӗ часах, "кӑваккисем", "кӗреннисем" йышлӑн килсе ҫитсен курӑпӑр кама орфографи кирлине.
Валентина // 4186.57.1361
2015.06.03 09:39
Ырă та ăслă хыпар ку. Тавах Г. Зотована терлĕ енлĕ танлаштарса тĕслĕхсемпе çырса кăтартнăшан. Аван-и, юлташсем!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters