Тĕрĕс, ку темăра Акапасар та, ыттисем те ĕçлесе çитермен. Шĕкĕлчемелли вара кунта пайтах. Вăхăт пулсан, тен, ку тема тавра та хамăр шухăшсене пĕлтерме тăрăшăпăр.
Тари // 4106.60.1318
2015.06.14 21:45
Кӑштах канса илччӗр-ха чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем те. Кашни ҫул урӑх шкулта экзамен тыттармалла. Экзаменра тыткӑнра ларнӑ пек лармалла. Туалета та под конвоем утатӑн. Хӑранипе мӗн пӗлни те пуҫран тухса ӳкет. Кӑна эпӗ хам та ЕГЭ тытса курнӑран ҫыратӑп. Пӗлнӗ япаласемех пач пуҫран тухса ӳкрӗҫ, ҫур сехет хушши хама -хам лӑплантарма тӑрӑшрӑм, аранах хама алла илсе экзамен тытма пултартӑм. Ман йышши нервнӑйсем сахал мар экзамен тытакансем хушшинче.
Чӑваш чӗлхи пӗтместех, кӑштах хавшарӗ кӑна.
"Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ"
Астăвăр, çак Геронтий Никифоров чăваш сăмахĕсене таткаласа çырассишĕн улăп пек хăватлăн тăракан çынсенчен пĕри пулса тăрать. Юрий Виноградовăн "соратникĕ" теме пулать.