Халлĕхе вара леш СУВАР текен халлапа пăта çапсах архива ăсатмалла пуль. Ун тавра айкашнинчен ним усси те çук. Сиенĕ вара пайтах.
Михаил Волков // 9163.4.2819
2015.07.06 12:18
Ытла та çăмăлттайла хаклатăн хаклă документсем тупнă тĕпчевçĕсен ĕçĕсене, Акапасар шăллăм. Эсĕ тесех калам, Эсĕр тесе шухăша салатса ярам мар. Ÿс, сумлан, ан ÿркен. Патшалăх тăрантаракан историксем çырнисене анчах ан ĕнен. Вуласа пăхăр, форумçăсемпе хăнасем, П.Мультиерсем статьисене ку сайтрах. Мадам евĕрех чăваш-пăлхар чĕлхин аваллăхĕ çинчен сăмах пуçлама та памастăн. Пирĕн эрăчченхи документсене чăваш чĕлхине таянса вуланине те ĕненместĕн.
Михаил ВолковСан // 2945.91.5289
2015.07.06 12:41
Санăн аваллăха тĕпчес шухăшлав никĕсне "кашни халăх, кашни чĕлхе хăйне уйрăммăн (автохтонлăн) пулса кайнă" тени кĕрсе вырнаçнă та ниепле те улшăнаймасть. Ку - тĕрĕс мар тавçăру. Ку концепци А.А.Тюняева "вырăссем упăтерен ытти халăхсенчен маларах сапăр хăмсем пулса кайнă" шухăша çураттарнă. Тепĕр шухăшлав никĕсĕ: пур халăхăн несĕлĕсем пĕрлĕхлĕ, пĕртăван, çавăн пекех вĕсен чĕлхисем - пĕр чĕлхейывăççин турачĕсем.
Эсĕр калатăр пуль-ха "хоххол" е "чурккă" тесе, эпĕр вара каламастпăр. Украин, таджик, узбек, кăркăс.
Чукча текен этноним пур. Унпа никам та тĕлĕнтереймĕн.
Михаил Волков // 4127.48.2043
2015.07.07 21:20
14-15-мĕш ĕмĕрсем - халăхăмăр ăру-йăхшарăн сапаланса кайнă тапхăр. 1236-мĕш çулччен те ку ят йăх ячĕ пулса историе кĕрсе юлнă. Цивиль тени Кул Гали Çавал тăрăхне асăннă Чуиль. ЦВЛ=ÇВЛ Самрăпа е арабла çырсан. Монголсем тапăнса кĕрес умĕн те, тапăнса кĕрсен те Енией тăрăхĕнчи Иштексем, кăнтăртархри Хурапуçсем (Карапашсем), Урал тăрăхĕнчи Уруксем тата ытти Пăлхар чиккисене хÿтĕленĕ йăхсем Атăлпа Кама тăрăхне чакса килнĕ. Вĕсенчен пĕрисем авалхи Турă тĕннех тытнă, теприсем ислама кĕнĕ. Кул Гали Карапаш -йăх пуçĕ, унран "таса тĕне" йышăннине палăртать.