Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Чем отомстить своему врагу?Старайся делать ему как можно больше добра.(Эпиктет)
 

Ad

Софья Савнеш: Наркоман пек ыткăнаççĕ «маршрутка» водителĕсем

Софья Савнеш19.08.2015 21:333517 views

«Маршруткăсемпе» çÿреме юратмастăп. Çавăнпа ĕçе яланах тенĕ пек троллейбуспа каятăп. Тен, хальхи çамрăксемшĕн ку модăран тухнă пулĕ те… Анчах унта лăпкăрах, канлĕрех хама туятăп. Тепĕр тесен, халĕ троллейбусра ĕлĕкхилле килька пулă пек чышăнса, хĕсĕнкелесе хăрах ура çинче тăрса пымалла мар. Ыларах унпа ватăсем çÿреççĕ. Общество транспорчĕн чарăнăвĕнче тăнă чухне сăнатăп та – çамрăксенчен ытларахăшĕ «маршруткăна» кăмăллать. Унта алăкранах çын кĕпĕрленсе тăрать пулин те унтах чышăнаççĕ шереметсем…

«Маршруткăсемпе» çÿреме юратмастăп пулин те хутран-ситрен унта ларма тиветех. Ара, водителĕсем пирки темĕн те пĕр илтме пулать вĕт. Пĕр маршрутпа, 50-мĕшпе, çÿрекен водительсем наркоман тенине те илтнĕччĕ халăхра. Апла-и, капла-и - пур сăмаха та ĕненме çук. Пĕррехинче питĕ васкаттăмччĕ те ĕçтешĕмпе çав маршрутпа çÿрекен транспорта лартăмăр. Хайхи водитель çавра çил пек хула тăрăх ыткăнчĕ. Пĕтрĕ пуç! Кун пек водительпе тем тĕлне пуласси те инçех мар. Çавскер пысăк хăвăртлăхпа пырать кăна мар, пассажирсене те кăнттаммăн хуравласа хăртать те. Пĕри çитес чарăнура чарăнма ыйтрĕ. Водитель хăлхи хытăрах пулмалла – чарăнмарĕ. Хайхи пассажир кăмăлсăрланса хытăрах каларĕ. Водителе килĕшмерĕ ку. «Хытăрах каламалла!» - пулчĕ унăн хуравĕ. Тĕлĕнмелле! Эпĕ, маларах лараканскер, илтрĕм те водитель илтмен. Юрĕ, антарса хăварчĕ вăл ăна. Унтан пирĕн анма черет çитрĕ. Ĕçтешĕм чарăнура чарăнма ыйтрĕ. Шăппăн та мар, хыттăн та каламарĕ темелле. Водитель ним пулман пек чарăнуран иртсе кайма тăчĕ. Ĕçтешĕм хыттăнрах каларĕ: «Сире чарăнма ыйтрăм вĕт!» Кун пек те килĕшмерĕ водителе. «Мĕн кăшкăратăн!» - лаплаттарчĕ хайхискер. Аптăрамалла… Шăпрах каласан - илтмест, кăшкăрсан - килĕшмест. Тинех анса юлтăмăр. Юрать, инçе каймалла мар, атту чĕре шикленнипе ура тупанне çитĕччĕ. Ĕçтешĕм каланă тăрăх, çав маршрутпа çÿрекен водительсен аэропортран «Ача тĕнчи» чарăну таран 10 минутра (лайăхах астумасăп халĕ, вăхăчĕ çавăн пекрехчĕ) çитмелле-мĕн. Çавăнпа вĕсем хула тăрăх самолет хăвăртлăхĕпе вĕçтереççĕ иккен. Анчах чи малтан çынсен пурнăçĕ пирки шутламалла мар-и? Çук вĕт, вĕсемшĕн бизнес, укçа пĕлтерĕшлĕрех. «Наркоман е псих» - çапла пĕтĕмлетÿ туса, çак сăмахсене сасăпах каласа салонран тухрăм.

Тепрехинче тĕнче тетелĕнче çакнашкал хыпар вуласа пĕлтĕм. 37-мĕш маршрутпа çÿрекен водителе тытса чарнă. Эпĕ пурăнакан чарăнура. Ахăртнех, пассажирсем сисчĕвленнĕ ун чухне. Водитель ÿсĕр пулнă. Пуçа вырнаçман япала. Ÿсĕр пуçпа çынсене илсе çÿреме мĕнле пултарăн-ха? Ун чухне хăйĕн пурнăçĕшĕн мар, вун-вун çыннăн пурнăçĕшĕн яваплă-çке водитель. Вĕсене çула тĕрĕслесе кăларма ниепле те май çук-ши? Вăт шан «маршрутка» водителĕсене…. Чăнах та, наркоман е ÿсер çын пек ыткăнаççĕ вĕсем хулари çулсемпе. Йĕркеллĕ çын ун пек хăтланас çук.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters