Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Человек, который не может найти час в день для души - не человек.(Талмуд)
 

Ad

Тимӗр Акташ: Валери Туркай ҫырнӑ эпиграмма ҫинчен

Тимӗр Акташ20.09.2015 22:025002 views

Реплика

Чăваш халăх сайтĕнче Валери Туркай Александр Иванов министр çинчен çырнă эпиграммăна питĕ пысăк кăмăлпа вуларăм! Мĕнле парать Валери шăллăм! Мĕнле пĕçертет! Мĕнле тустарать пысăк чиновника! Пур-ха поэтăн пултарулăхĕ! Пур-ха чунра вĕри кăварпа хĕлхем! Мĕнле маттур! Апла пулсан, хаçатăн тĕп редакторĕн çемçе пуканĕ поэт чунне пĕтермен-ха!

Эп ас тăватăп: Перестройка вăхăтĕнче мĕнле вĕри чунлă пулнă Валери! Мĕнле йыхăравçă! Мĕнле трибун! Мĕнле хитре те вăйлă сăвăсене çырнă! Мĕнле мăнаçлă вĕсене халăх умĕнче вуланă! Мĕнле 1990-мĕш çулхи юпа уйăхĕн сивĕ те çумăрлă каçсенче Шупашкарта Советсен çурчĕ умĕнче юлташсемпе пĕрле ушкăнпа «Чăваш ССР чĕлхисем çинчен» саккун йышăнас умĕн политикăлла апат йышăнма пăрахнă. Палаткăна вырнаçтарнă. Мĕнле 1990-1991 çулсенче ЧАП партийĕне, 1992 çулĕнче ЧОКЦ-2, ЧНК йĕркелеме хастар хутшăннă! Мĕнле 1991 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Шупашкар хули варринче, тĕп Ленин проспектинче, тĕп К.Маркс урамĕнче демонстрацийĕнче демократсен колоннасенче пырса мегафон тăрăх «Чăваш тупи» унăн чаплă сăввуна вуларĕ:

«Чăвашшăн чăваш – чи хаклă юлташ.

Юлташ кăна мар – тăван хурăнташ».

Эпĕ манăн тăваттăри хĕрачапа юнашар утна чух унпа хĕпертерĕм – мĕнле хăюллă, мĕнле хастар, мĕнле маттур, мĕнле пултаруллă сăвăç!

Тата ас тăватăп: Шупашкарти Ленин проспектĕнче, Çеçпĕл палăк умĕнче вăл тепĕр вăйлă хăйăн сăввуна - «20-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи хурлăхлă чăвашăн хӳхлевĕ» вуларĕ:

«Атăл урлă каçрăмăр.

Ăсланмарăмăр.

Çичĕ ют кулли пулма пăрахмарăмăр».

Тата тепĕр аса илӳ. 1994-мĕш çулĕ. Шупашкар. Чăваш драма театрĕ. Зал лак тулли. Валерий Туркай унӑн чаплӑ сӑвӑсен пуххи - «Шурӑ шарфар чашӑк» - презентацийӗ ирттерет. Паллӑ чӑваш ҫынсем. Сцена ҫинче Сӑвӑҫ хӑйӗн сӑввисене вулать. Виталий Адюков купӑс тӑсса чӑваш юрри юрлать. Нумайччен тӑвӑллӑн алӑ ҫупни, хытӑ ал ҫупнисем. Пурсӑра хавхалану туйӑмӗ пусса илни.

Кайран эпӗ «Чӑвашъен» хаҫата ҫак ҫинчен «Триумф поэта» ятла хыпар патӑм. Вӑл пичетленсе тухрӗ. Поэт аслӑ редактора та, мана та тав турӗ.

1994-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗ. Раҫҫей ҫарӗсем Чечен Республи-Ичкерине кӗнӗ. Пуҫланнӑ тата юнлӑ 1-мӗш вӑрҫӑ… Чӑваш Ене ҫак ирсӗр вӑрҫӑра вилнӗ чӑваш салтаксене тупӑксенче илсе килме пуҫларӗҫ. Чӑваш наци конгресӗн Кӗҫӗн Канашӗ Шупашкарта, Советсен ҫурчӗ умӗн вӑрҫӑ хирӗҫ пикет йӗркелет. Хастар чӑваш интеллигенцийӗн ушкӑнӗ плакатсемпе унта тухаҫҫӗ. Пирӗн хушшинче Валери Туркай та. Семен Игнатьев фотожурналист пире историйӗ валли ӳкерет.

1995-мӗш ҫулхи ҫуркунне Валерий Туркай ЧНК вице-президент должноҫне йышӑнать. ЧНК ҫумӗнчи Бизнес-клуб йӗркелет. ЧНКри «Аталану» хаҫат кӑларма йӗркеленет. Эпир ҫак редакцийӗнче иккӗн ӗҫлеме пуҫланатпӑр. Унта Чечняри вӑрҫа хирӗҫ материалсене те тухрӗҫ.

Кайран эпир тӗрле обществӑлла-политикӑлла ҫулсемпе кайрӑмӑр. В.Туркайӑн карьера ҫӳлелле кайрӗ… Вӑл чылай улшӑннӑ. Анчах сӑвӑсене ҫырма поэт прахман. Кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларчӗ.

… Эпе В.Туркая критиклерӗм те… Анчах ку урӑх историйӗ.

Пӑтӑрмах

Ӑнсӑртран 2015-мӗш ҫулхи аван уйӑхӗнче В.Туркай ҫамрӑк хастарӗ пек, хӑюллӑ салтак пек хӑвна кӑтартрӗ. Малалла мӗнле пулать – курӑпӑр. Кашни ҫыннӑн ҫитменлӗх та, ырӑ енсем те пур. Вӑл та хамӑрӑн чӑваш ҫынни. Пӗрремӗшӗ вара – В.Туркай – пултаруллӑ чӑваш Поэчӗ. Ҫакӑн пек ҫынсем пирӗн ытла нумай мар вара. Чиновниксем килеҫҫӗ те, каяҫҫӗ. Поэтсем юлаҫҫӗ. Ҫакна манса каймӑпӑр.

 

Тимӗр АКТАШ, журналистика ветеранӗ.

Шупашкар хули

2015 ҫулхи аван уйӑхӗн 19-мӗшӗ

Ӳкерчӗкре: Валери Туркай «Чӑваш тупи» сӑвӑ вулать. Ун хыҫҫӑн Тимӗр Акташ хӑйӗн Лена хӗрачипе (Туркайпа юнашар) пыраҫҫӗ. Шупашкар хули. Демонстрацийӗ. Демократсен колонни. 1991-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ. Фотоӳкерчӗк Тимӗр Акташӑн архивинчен.

ЧХС: Материала автор ярса панӑ орфографипе лартнӑ. Оригиналта саспаллисен тӑррисем пулман, сайта кӗртес умӗн вӗсене лартса тухнӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters