Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Высочайшее искусство состоит в том, чтобы скрывать его.(Д. Дидро)
 

Ad

Алексей Кузнецов: Чи хӑрушӑ картлашкасем

Алексей Кузнецов10.10.2015 12:354734 views

Тӗлӗнтермӗшсем вулакансемшӗн интереслӗ пуль тесе шутлатӑп. Уйрӑмах чи-чи ята тивӗҫнисем. Чи илемли, чи пысӑкки, чи пӗчӗкки. Тата ытти нумай чи-чисем. Планетӑри кашни кӗтесе ҫитсе курма пурин те укҫи-тенки ҫитмест пуль, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр вырӑнсемпе паллаштарас килет. Ку хутӗнче чи хӑрушӑ картлашкасем пулӗҫ.

Ҫӳллӗ вырӑнсенче вырнаҫнӑ туризм объекчӗсем ҫине сайра хутра ҫеҫ пусма-картлашкасӑр ҫитме пулать. Хӑпарасса хӑпарӑн-ха, анчах кайран тата анма тивни пирки те манмалла мар. Анчах ҫӳле хӑпарнӑ хыҫҫӑн сирӗн ума тухса тӑракан сӑнпа киленни тем тесен те нушаланса хӑпарнипе аннине тӑратех.

Пусми-картлашкисем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Хӑшӗсемпе хӑпарса анма йывӑрах мар, теприсем ҫине хӑпарма вара самай вӑй кирлӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем тата хӑрушӑ та: кӗҫ-вӗҫ персе анма пулать.

Китайри Хуашань тӳпе картлашкисем

Ку картлашкасем Хуашань ту ҫинче вырнаҫнӑ. Хӑй тӑвӗ вара даосизмра сӑваплӑ шутланать. Унпа хӑпарма чӑн та сахал мар вӑй та хӑват та кирлӗ. Страховка текенни ҫук, пӗр сӑнчӑра кӑна тытса хӑпармалла. Вӗҫнерех тата та хӑрушӑрах, унта сӑнчӑртан тытӑнса икӗ-виҫӗ хӑма сарлакӑш ҫулпа иртмелле. Аялта вара пропасть. Ална ярсан вӗҫен кӑна. Хӑпаракансем каласа панӑ тӑрӑх ҫӳле кармашнӑ май пуҫ ҫаврӑнать, тӑршшӗпех ӳкесрен хӑраса пыратӑн.

Перури инксен картлашкисем

Ку картлашкасене инк халӑхӗ пӗр 500 ҫул каялла тунӑ теҫҫӗ. Вӑл Уайна-Пикчу ту тӑрӑх Уйӑх храмӗ патне илсе каять. Унта хӑпарсан вара аялта сарӑлса выртакан авалхи хулана питӗ илемлӗн курма пулать. Туристсем нумай пулнӑран вырӑнти администраци кашни ир ҫӳле 400 ҫынна ҫеҫ хӑпарма ирӗк парать. Унсӑр пуҫне хӑш-пӗр вырӑнта картлашкасем япӑхланнӑ, вӗсене те администраци тимӗрпе ҫирӗплетнӗ. Ҫавах асӑрхануллӑ пулни чармасть: пӗр енче йӗпе стена, тепӗр енче пропасть.

США-ри Халф Дом тӑррине хӑпартакан канатлӑ пусма

Ку сӑрт Калифорнири Йосимити наци паркӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл унти чи паллӑ ту тӑрри шутланать. Унта ҫитес тесен те 10 ҫухрӑм ҫуран утма тивӗ. Майӗпен-майӗпен уклонӗ пысӑклансах пырӗ. Юлашки 100 метрне вара канатлӑ ҫулпа хӑпарма тивӗ. Ун тӑрӑх кунне 300 ҫын кӑна хӑпарма пултарать, хӑпарас тесен те малтан ятарлӑ разрешени илмелле.

Эквадорти Пайлон дель Дьябло водопачӗ

Ку картлашкасем водопад ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Вырнаҫтарасса та ӑна ятарласа тунӑ: туристсем водопадпа лайӑхрах киленме пултартӑр тесе. Хӑй водопачӗ куҫарсан «Дьявол хуранӗ» пулать, анчах ҫывӑхри тропик вӑрманӗ чӑн та питӗ илемлӗ теҫҫӗ. Хӑй картлашкисем вара чӑнкӑ, водопад ҫывӑхра пулнӑран йӗпе. Юрать-ха тимӗртен тунӑ перилисем пур.

Гавайри Хайку пусми

Ку пусмапа вара усӑ курма чарнӑ. Аялта ятарласа охрана та тӑратнӑ. Пусма пурӗ 3922 картлашкаран тӑрать. Вӗсем ҫирӗп мар пулни 1987 ҫулта пусмапа усӑ курассине чартарнӑ та. Картлашкасем Кулау сарт тӑрне илсе хӑпартаҫҫӗ. Хӑй пусмана «Тӳпенелле хӑпартакан пусма» ят панӑ. Ӑна 1942 ҫулта Иккӗмеш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче США салтакӗсем тунӑ.

Францири Монблан сӑрчӗ тӑрринчи обсерватори

Ку пусман картлашкисем ҫирӗп, меллӗ, перилисем пур. Ҫынсем те кунта хӗвӗшмеҫҫӗ. Анчах та хӑй пусми Альп тӑвӗсен ҫи ҫӳллӗ сӑрчӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫапла май ҫӳле хӑпарас тесен сирӗн сивӗ ҫӑнталӑка тата вӑйлӑ ҫиле чӑтма тивӗ.

Камбоджӑри Ангкор-Ват храмӗ

Камбоджӑри Ангкор-Ват храм комплексне тӗнчере пӗлмен ҫын та ҫук пулӗ. Буддизм тӗнне ӗненекенсемшӗн вӑл паллӑ вырӑн шутланать. Пусмисем вара чӑн та хавшак ҫынсем валли мар — уклонӗ 70% тарана ҫитет. Ҫавӑнпа кунта хӑпарма пулӑшакан кантрасем вырнаҫтарнӑ. Анчах буддистшӑн ҫак храма лекес тесен кантрапа тытӑнса хӑпарни те, чӗркуҫленсе тӑват уран улӑхни те пӗрре те вӑтантаракан япала мар. Вырӑнти гидсем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх картлашкасене ҫакӑн пек чӑнкӑ ятарласа тунӑ. Тӳпенелле хӑпарасси ҫӑмӑл ӗҫ маррине вӗсем аса илтерсех тӑраҫҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters