Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Только тот добился успеха в жизни, кто прожил ее так,как хотел.(Морлей)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Гуманитарисемшӗн те кӑсӑклӑ математикӑри тӗлӗнтермӗшсем

Аçтахар Плотников11.10.2015 19:174514 views

Эсир хӑвара гуманитарисен йышне кӗртетӗр пулин те ку тӗлӗнмелли фактсем ҫав-ҫавах тӗлӗнтермеллех. Вӗсене пӗлни сирӗн кӑмӑла каясса шанатпӑр.

1. Абрахам де Муавр акӑлчан математикӗ ӑнсӑртран тенӗ пек хӑйӗн ыйхи кашни кун 15 минут ытларах пулнине асӑрханӑ. Ӑсчах вара ыйхӑ вӑхӑчӗ хӑҫан 24 сехете ҫитнине арифметикӑлла програссипе шутласа кӑларнӑ. 1754 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ пулса тухнӑ. Тӗлӗнмелле те шӑп ҫав кун математик вилнӗ те теҫҫӗ.

2. Тӗне ҫирӗп тытса пыракан еврейсем христиансен паллисене ӳкерес-кӑтартасран сыхланаҫҫӗ. Хӗресрен уйрӑмах пӑрӑнаҫҫӗ. Хӑш-пӗр еврей шкулӗсенче вара шкул ачисем «хушас» паллӑ вырӑнне ҫавӑрса хунӑ «т» саспалли ҫыраҫҫӗ — ( ⏊ ).

3. Еврон хут укҫи тӗрӗс е суя пулнине унӑн сери номерӗн саспаллипе тата 11 числаран тӑракан хисепӗпе пӗлме пулать. Саспаллин акӑлчан алфавит йӗркинчи номерне ытти числасемпе хушмалла, ун хыҫҫӑн вара хисепӗ пӗр числаран пулинччен ҫав хисепӗн числисене хушса пымалла. Юлашкинчен 8 пулса тарсан хут укҫа суя мар пулнине пӗлме пулать.

4. Нобел премине никӗслекен Альфред Нобель пирки сас-хура ҫӳренӗ тӑрӑх математикӑна кӗртменни унӑн арӑмӗ математикпа ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Анчах та чӑннипе вара Альфред Нобель пӗрре те авланман. Чӑннипе вара преми шутне математикӑна мӗншӗн кӗртменни паллӑ мар. Пӗр версипе вӑл вӑхӑтра математиксем валли ятарлӑ преми унчченех пулнӑ — швед патшин премийӗ. Тепӗр версипе — математиксем тӗнчешӗн пӗлтерӗшлӗ изобретенисем тумаҫҫӗ, вӗсем мӗн уҫни те пӗтӗмпех теорипе ҫеҫ ҫыхӑннӑ.

5. Рело виҫкӗтеслӗхӗ евӗр тунӑ пурапа тӑваткал шӑтӑксем тума пулать. Рело виҫкӗтеслӗхӗ — виҫӗ пӗртан ҫаврака пӗрлешсе тӑвакан геометри фигури.

6. Пӗрре американ математикӗ Джордж Данциг урока кая юлса пынӑ. Доска ҫинче ҫырса хунӑ уравненисене вӑл килте тумалли ӗҫ тесе ҫырса илнӗ. Шутланӑ май ку уравненисем ахаль параканнисенчен йывӑртарах пулнине туйнӑ пулин те темиҫе кунран тупсӑмне тупма пултарнах. Каярах ҫеҫ вӑл уравненисем тахҫантанпах шутласа кӑларайман статистикӑри йывӑрлӑхсем пулни палӑрнӑ. Унччен вӑл уравненисене нумай ҫул хушши чылай ӑсчах шутласа кӑларайман.

7. Казинори рулетка ҫинчи пур числосен хисепӗ 666-па танлашать.

8. Паллӑ вырӑс математикӗ Софья Кавалевская математикӑпа ача чухнех паллашнӑ. Унӑн пӳлӗмӗ валли обой ҫитменнипе вӗсем вырӑнне Остроградскийӗн лекцийӗсене ҫыпӑҫтарнӑ. Лере вара дифференцалсемпе интегралсем пулнӑ.

9. Математиксем пӗрре галстука мӗнле ҫыхмалли мелсен йышне шутласа кӑларас тенӗ. Вӗсем пурӗ 177147 мел тупнӑ тет.

10. Китайла 4 «вилӗм» пек илтӗнет. Ҫапла май Китайри чылай пульницӑра 4-мӗш хутсем те 4-мӗш палатӑсем те ҫук.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters