Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Ибо не знают они, что много дурных, мало хороших.(Гераклит Эфесский)
 

Ad

Софья Савнеш: Кашни утӑмра — пӗлтерӳ

Софья Савнеш04.11.2015 21:225555 views

Шупашкар урамӗсемпе утнӑ чухне кашни утӑмра пӗлтерӳсем куҫ тӗлне пулаҫҫӗ. Хулара кӑна-и? Юлашки вӑхӑтра ялсенче те ҫакма пуҫларӗҫ: кам тислӗк сутать, тепри таксист пулӑшӑвӗ сӗнет…

Пӗлтерӳсем ҫакни тем мар-ха. Ку чылай чухне хамӑрах пулашать. Вӗсене вуласа ӑҫта тата мӗн йӳнӗрех туянмаллине пӗлетпӗр. Пӗлтерӳсем валли ятарлӑ вырӑн уйӑраҫҫӗ. Анчах ҫыпӑҫтарнӑ хутсене общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче те, подъезд алӑкӗсем ҫинче те, картасем ҫинче те курма пулать. Халӗ тата асфальт сарнӑ тротоур ҫине те ҫырма пуҫларӗҫ. Тӗслӗхрен, «Компьютер юсама пулӑшатӑп» тенине чылай куртӑм траотуарпа утнӑ май. Ҫавӑнтах телефон номерне ҫырса хунӑ.

Юлашки вӑхӑтра Шупашкарта общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсен павильонӗсене улӑштарчӗҫ. Илемлӗ, таса вӗсем, витӗр курӑнаҫҫӗ. Анчах хӑшӗ-пӗрин ҫине пӗлтерӳсем ҫыпӑҫтарса хуни кӑмӑла хуҫать. Ытларах ҫын курччӑр теҫҫӗ-ши? Ку кӑна мар – тин ҫеҫ вырнаҫтарнӑ павильонсем ҫине вандалсем ӑнланмалла мар сӑмахсем ҫырса хуни пушшех те сехрене хӑптарать. Кам ирӗк панӑ вӗсене ҫапла хӑтланма?

Тата подъезд алӑкӗсем, стенисем ҫине пӗлтерӳсем пырса ҫакни килӗшӳллӗ-и? Ҫитменнине, вӗсене хӑйпӑтсан та шурӑ йӗр юлать, ҫурта илемсӗрлетет. Е тата картасем ҫине пӗлтерӳсем ҫыпӑҫтараҫҫӗ, тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑпа ҫырса хураҫҫӗ. «Ҫыннӑн ку, манӑн мар», - теҫҫӗ, ахӑртнех, чылайӑшӗ, ҫавӑнпа ирсӗрле хӑтланаҫҫӗ. Мӗншӗн ҫавсем хӑйсен ҫурчӗсен алӑкӗсем ҫине пӗлтерӳ ҫакмаҫҫӗ? Илемсӗрлетет-и? Паллах! Ыттисем вӗсен пахчине кӗрсе пӗлтерӳ ҫакни килӗшӗ-и? Иккӗлентерет.

Тӗнче тетелӗнче ӑнсӑртран пӗр кӑсӑклӑ япала куҫ тӗлне пулчӗ. Нумаях пулмасть Латвири тӗрлӗ хулара суту-илӳ, ваканси, хваттер тара пани пирки хыпарлакан пӗлтерӳсен йышӗнче интереслисем курӑнма тытӑннӑ. Пӗлтерӳсем ҫине (вӗсем ыттисем пекех татса илмеллисем) кӑмӑла хӑпартакан ӳкерчӗксем сӑнланӑ. Ҫак ӳкерчӗксен авторӗ Киевра ҫуралса ӳснӗ ӳнерҫӗ Анастасия Винокурова иккен.

Настя анне ятне илтсен хӑйне валли киленӗҫ тупнӑ. Вӑл кулӑшла чӗрчунсем ӳкерет те хула тӑрӑх ҫыпӑҫтарса ҫӳрет. Настя вӗсем валли ятарлӑ ят та тупнӑ: picspocs. Ҫакна хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫӗсемпе васкакан ҫынсен кӑмӑлне хӑпартас тӗллевпе тӑвать.

Анчах ӳнерҫӗ хӑй шухӑшласа кӑларнӑ проект анлӑ сарӑласса кӗтмен. Халӑх тетелӗнчи унӑн страницинче тӗрлӗ хулари ҫынсем унран ирӗк ыйтаҫҫӗ: вӗсем ҫак пӗлтерӳсене кӑларса хӑйсем патӗнче ҫыпӑҫтарасшӑн. Паллах, Настя никама та хирӗҫлемест.

Настя ырӑ пуҫару шухӑшласа кӑларнӑ. Пирӗн хулара та ҫакнашкаллисене курсан манӑн, паллах, кӑмӑл ҫӗкленӗччӗ. Анчах Шупашкарта кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте ҫыпӑҫтарнӑ пӗлтерӳсем ҫеҫ кӑмӑла пусараҫҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters