Мари сӑмахӗсене тӗрӗс илсе кӑтартас пулать: суас тата сӳась.
Асӑннӑ мари сӑмахӗсем ҫӑваҫ теничен те, чӑваш тенинчен те тымарланса тухма пултарнӑ. Кун пирки Федотовӑн этимологи словарӗнчи "чӑваш" статьяна вуласа тухӑр, тархасшӑн.
.СӑВАР тени лезгин чӗлхипе СУ АР (сӑрт халӑхӗ)тени путать.Лезгинсен СУ чӑваш чӗлхинче СӖВ-ек сӑмахпа тӑрса юлнӑ - сӗвек ту, сӗвек вырӑн.
Вара мӗн? Мӗн тума пит кирлӗ ку?
Володя // 4160.97.6434
2015.12.07 21:31
Тӗлӗнмелле халӑх эпир чӑвашсем. Хамӑр ятӑмӑр мӗнрен пуҫланнине те. мӗне пӗлтернине те ку тарана ҫитсе те ӑнкараймастпӑр. Анчах та мӑнаҫлӑн курӑнас тесех ӗнтӗ, пӗр паттӑр халӑхӗ ҫумне сӗвӗнетпӗр, тепӗрин патне ҫипҫӑнатпӑр, пӗр туррисене йышӑнатпӑр, теприсене тӗртсе яратпӑр. Мӗн кирлӗ ши пире? Мӗнле пуласлӑхшӑн тӑрӑшатпӑр ши эпир? Мӗнле киревсӗрлӗхшӗн турӑсем пире хамӑрӑн аваллӑха мантарнӑ та, аса та илтерме майсем хӑварса паман?
Михаил Волков // 1660.45.6964
2015.12.07 21:57
Темиҫе ҫул каярах"Хыпарта" "Халӑхӑмӑр ячӗ 13-мӗш ӗмӗрте" статья тухнӑччӗ. Унта 1225-мӗш ҫултах халиф ҫарти 100 чӑваша монголсене хирӗҫ тухмалли вӑйсем шутне кӗртме ярса пани пирки каланӑччӗ. Мӑсӑльмансем ун чухнех ислама йышӑнман мӑнасаттесене ҫапла чӗннӗ пулать.
ЧӐВАШпа ЧОАШ хушшинче мӑнле шутсӑр пысӑк уйрамлӑхсем пур вара??? Тутарсем "чӑвашӗ" те ЧОАШ пекрех илтӗнет тата каланать.
Паллӑ ӗнтӗ, "ҫӑва" пирки шутласанах, ыйха пуссан, темӗнле вилесемпе ҫавӑллӑ скелетсем тӗлленме пуҫлатӑн. >(( >(( >((
Анчах наукӑпа пурӑнакан ҫыннӑн унашкал япаласенчен шикленмелле мар. Чӑнлӑх — чӑн малта!
Тата каланӑ вӗт: "ҫӑва", "масар" сӑмахсен малтанхи пӗлтерӗшӗсем урӑхларах пулнӑ.
Эсир — пӗрремӗш мар! Хӑй вӑхӑтӗнче Димитриев, Корнилов прахвиссӑрсем те "ҫӑва" сӑмахран шутсӑр хытӑ хӑраса ӳкнӗ
