Удмурт Республикин ҫурҫӗр енче, Чепца шывӗн тӑрӑхӗнче, Глазов хули таврашнелле хӑйсене бесерман текен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем удмурт чӗлхипе калаҫаҫҫӗ.
Ҫак ҫынсене виҫҫӗр-тватҫӗр ҫул каялла документсенче чылай чухне "чӑваш" тесе те асӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ пачах та ӑнсӑртран мар.
Мӗншӗн тесен бесермансем чӗлхипе ҫеҫ удмуртсем, ытти енсемпе вӗсем чӑвашсене ҫав тери ҫывӑх.
Бесермансем — чӑвашсем пекех, Атӑлҫи Пӑлхар еткерҫисем.
Анчах та мӗншӗн-ха "чӑваш" ят мар, "бесерман" ят ҫиеле тухнӑ кунта?
XIV-XV ӗмӗрсенче вырӑс летопиҫӗсенче Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗнчи мӑссӑльман тӗнне тытса пыракансене "бесермян" теме пуҫлаҫҫӗ. Ку ҫынсем вырӑнти чӗлхепех калаҫнӑ. Вӑл чӗлхене "авалхи чӑваш чӗлхи" теме пулать. Мӑссӑльман тӗнне тытса пыманнисене "ҫӑваҫсем" (каярахпа — чӑвашсем) тенӗ.
Чепца шывӗ хӗрне куҫса каякансем хушшинче бесермянсем те, ҫӑваҫсем те пулнӑ. Ҫавна кура пурӑна киле вӗсене апла та, капла та чӗннӗ. Бесерман текеннисем кӑштах йышлӑрах пулнӑран-и, е урӑх сӑлтавсене пула, юлашкинчен ҫапах та "бесерман" тени ҫиеле тухнӑ. ПАЛЛАХ, КУНАШКАЛ ЛАРУ-ТӐРУРА МӐССӐЛЬМАН ТӖНӖ ТЕ МАЛАЛЛА АТАЛАНМА ПУЛТАРАЙМАН. Ҫапах та унчченхи мӑссӑльманлӑха аса илтерекен "бесерман" ят сыхланса юлнӑ.
<<В русских письменных источниках XV-XVII вв. они называются «чепецкие чуваши». Покрой одежды, вышивки и головные уборы бесермян также очень напоминают чувашские....
Как полагает известный удмуртский этнограф В. Е. Владыкин, в формировании бесермян, очевидно, существенную роль сыграл религиозный фактор. В Волжской Болгарии часть южноудмуртского населения приняла ислам и стала осознавать себя как нечто отличное от собственно удмуртов, получив название «бесермяне» ... Для религиозных воззрений бесермян и поныне характерен сложный симбиоз традиционных верований и обрядов с мусульманством и православием, принятым в XVIII в. Будучи формально православными, бесермяне считали необходимым присутствие муллы на похоронах; после первого выгона скота в поле мулле относили муку (крупу); вплоть до начала XX в. в пищу не позволялось, согласно мусульманским традициям, употреблять свинину, предпочтение отдавалось конине и мясу птицы. По сегодняшний день бесермяне не включают свинину в обрядовую пищу.>>
Кунта тата тепӗр ен те пур....
Епле-ха ыр-хаяр тӗнӗпе пурӑнакан чӑваша ҪУР ЧӐВАШ (?) теме пулать?
(Ку леш анекдотри "ҫурТА ПАК" тенине аса илтерет вӗт. ))
Ку ӗнтӗ "начар чӑваш", "катӑк чӑваш", "суя чӑваш" тенипе пӗрех вӗт. ))
Чӑннипе вара ыр-харсемпе пурнакан чӑваш ыттисенчен нимпе те катӑк мар.
Тӗрӗссипе вара ун пеккине ЧӐН ЧӐВАШ е СУПЕРЧӐВАШ теес пулать. Е, хальхилле каласан, чӑнкӑ чӑваш.