Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Истина - единственный источник мужества.(Агни)
 

Ad

Аçтахар Плотников: 2015-мӗш ҫулталӑкӑн пӗтӗмлетӗвӗ

Аçтахар Плотников31.12.2015 14:124628 views

2015 ҫул Чӑваш халӑх сайчӗшӗн пӗр енчен йывӑр пулчӗ, тепӗр енчен пӑхсан — ҫитӗнӳсем те сахал мар пулчӗҫ. Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала хуҫаланни пире те пырса тиврӗ. Укҫи-тенки енчен пирӗн ӗҫре те хӗсӗк пулчӗ, анчах ҫавах та пӗтӗмпех япӑх теме май ҫук. Литература ҫулталӑкне халалланӑ «Шан мана, тӗнче!» конкурса ирттерсе пӗтӗмлетме хал ҫитертӗмӗрех. Хутшӑнакансем чылайях пулмарӗҫ пулин те ҫавах ҫук тесе те калаймастпӑр.

Кӑҫал эпир тӗнче тетелне ҫӗнӗ сайтпа пуянлатрӑмӑр — «Ваттисен сӑмахӗсем» ятли ӗҫлесе кайрӗ. Халӑх унпа усӑ курни вара пире самай савӑнтарать, килес ҫулталӑкра «Пилсемпе кӗлӗсем» ятлине хута яма хӑват парать. Ҫапла пултӑрччӗ! Вӑй-хӑват ҫиттӗрччӗ.

Вӑхӑт ҫитменрен кӑҫал литература кӗтесӗ ытлашшиех пуянланмарӗ-ха. Пурӗ те 265 хайлав кӑна кӗртме пултарнӑ. Ҫавах та ҫӗнӗлӗхсемсӗр мар — авторсене эпир икӗ пая пайлас ӗҫе пуҫларӑмӑр. Шкул ачисене уйрӑм ушкӑна кӑларас терӗмӗр — пурте пӗрле чухне кирлӗ автора шыранӑ чухне йывӑрлӑхсем тухатчӗҫ.

Чӑваш халӑх сайчӗнче кӑҫал темиҫе ҫӗнӗлӗх пулчӗ — халӑх ыйтнипе эпир каллех кӑштах дизайна улӑштартӑмӑр, шырав йӗркелерӗмӗр, комментарисене хупса чат туса патӑмӑр. Дизайн енчен улшӑнусем сайтпа меллӗрех усӑ курма тунӑскерсем пулчӗҫ. Тата сайтри статьясен пайӗ те пахалӑх енчен лайӑхланчӗ темелле — чи кӑсӑклисене эпир хыпарсем патне вырнаҫтарма пуҫларӑмӑр, «Сумлӑ сӑмах» ҫумрубрика уҫрӑмӑр.

Планланӑ, анчах пурнӑҫлама май тупайман япаласен шутне браузерлӑ MMORPG вӑййа кӗртмелле, тата сайтсен конкурсне. Шел те укҫи-тенки ҫитейменнипе, тата вӑхӑт сахал пулнипе ку ӗҫсене тӑваймарӑмӑр. Браузер вӑййине вара хамӑр планран кӑларас терӗмӗр-ха — ӑна тума укҫи-тенки самай кирлӗ.

Оффлайн ӗҫсенчен открытка кӑларассине палӑртма пулать. Пурӗ 6-7 тӗрлине кӑлартӑмӑр. Ҫулталӑк вӗҫнелле «СУМ» лавкка урлӑ тӑватӑ тӗрлӗ ушкӑн кӑларнисене сутма тытӑннине те калас пулать. Енчен те ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче чӑвашла открытка тупма йывӑрччӗ пулсан — халь вара ассортименчӗ те пур. Эпир кӑна мар, «Раҫҫей почтин» вырӑнти уйрӑмӗ те чӑвашла открытка кӑларма пуҫлани пирки савӑнтарать кӑна.

Тепӗр пысӑк оффлайн мероприяти — Чӑваш халӑх сайчӗ 10 ҫул тултарнине палӑртни. Вӑл пирӗн ӗмӗтленнӗ пек пулмарӗ пулин те ҫавах та ирттернӗ формат та пӗрре те япӑх мар тесе шутлатпӑр.

Укҫи-тенки енчен вара кӑҫал пӗлтӗрхи пекех тӑкаксем пулчӗҫ. Спонсорсем сахал пулӑшни ҫеҫ кӑшт йывӑрлӑх кӳчӗ. Тӗслӗхрен, хыпар ҫыракансене укҫа хӑпартса тӳлес кӑмӑлсем пурччӗ. Шел те, спонсорсем ҫуккине пула пурнӑҫлаймарӑмӑр.

Пӗтӗмлетӗве вӗҫленӗ май Чӑваш халӑх сайтне кӑҫал пулӑшса пынӑ кашни ҫынна — ӗҫпе те, ыр сӑмахпа та, укҫи-тенкипе те — пысӑк тав сӑмахӗ калас килет! Чӑваш халӑх сайтне интереслӗрех тума пурте пӗрле тӑрӑшса килес ҫул та тухӑҫлӑ ӗҫлесччӗ! Ҫапла пултӑрччӗ те!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters