Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Потуги слабого продемонстрировать силу.(Эрик Хоффер)
 

Ad

Таисия Ташней: Тӑван чӗлхене упрассишӗн... акӑлчанла вӗрентеҫҫӗ

Таисия Ташней09.01.2016 14:344464 views

Кашни икӗ эрнере ҫӗр ҫинчен пӗр калаҫу чӗлхи ҫухалать. Ҫакӑн пек ҫырнӑ 2012 ҫултах Расс Раймер ятлӑ автор «National Geographic Россия» журналта. Унӑн статйине «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чӗлхе нумай енлӗхӗшӗн» (За разнообразие языков) ушкӑнра илсе кӑтартнӑ.

Килес ҫӗр ҫуллӑх пуҫланнӑ тӗле хальхи ҫинче пине яхӑн чӗлхерен ҫурри таран ҫухалма пултарать тесе шухӑшланине пӗлтерет асӑннӑ статья авторӗ. Ҫакна вӑл ҫынсем акӑлчан, китай тата испани чӗлхисемпе калаҫма тытӑннипе сӑлтавлать.

Ҫӗр ҫинчен чӗлхе ҫухалса пынин тӳнтерлӗхӗ пирки шухӑшланӑ май автор ҫакӑн пек тӗслӗх илсе кӑтартать. Пӗррехинче Тува Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Монгушпа унӑн ашшӗ-амӑшӗ каҫхи апата хатӗрленнӗ. Каҫхи апат валли ҫавсем хура пуҫлӑ сурӑх пусма шухӑшлаҫҫӗ. Монгуш ҫемйи вӗҫӗ-хӗррисӗр пушхирте пурӑнать. Тувари наци оркестрӗн музыкҫисенм ҫемйи тува тата вырӑс чӗлхисемпе калаҫать. Монгуш авалтан пыракан тӑван халӑхӑн инструменчӗсемпе кӑна мар, хальхи симфони аранжировкипе те халӑх кӗвви-ҫеммине халӑх патне ҫитерет. Андрей пыртан икӗ сасӑ кӑларса (хоомей) юрлама ӑста.

Монгуш ҫемйине тата сурӑх пусассине маларах эпӗ асӑннӑ автор ахальтен илсе кӑтартмасть. Унтан вӑл Тувари Кызыл университечӗн студенчӗсене туваран вырӑсла куҫарма ыйтнине асӑнать. Вӗсем икӗ сӑмаха калаҫҫӗ-мӗн: паҫӑр асӑннӑ хоомей тата хой озоор. Малтанхи пыртан сасӑ кӑларса юрланине пӗлтерет пулсан, иккӗмӗшӗ тувасен сурӑх пусас йӑлине палӑртать. Хой озоор выльӑха пусас йӑла выльӑхпа ҫын тӗлӗнмелле ҫывӑххине пӗлтерет иккен. Вӗсем ырӑлӑха, этемлӗхе палӑртакан йӑла-мӗн. Ку меслетпе пуснӑ чух сурӑх нумай асапланса та ӗлкӗреймест-мӗн.

Ҫапла, кашни чӗлхере ытти чӗлхепе палӑртма ҫӑмӑл мар сӗмлӗ сӑмахсем пур. Тува чӗлхипе сахал ҫын калаҫать. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫичӗ миллиард ҫын ҫичӗ пине яхӑн чӗлхепе калаҫать. Анчах кашни чӗлхепе миҫе ҫын калаҫнине ансат арифметикӑпа шутласа кӑлараймӑн. Мӗншӗн тесен хӑш-пӗр чӗлхепе калаҫакансен йышӗ ытла та сахал. Маларах эпир илсе кӑтартнӑ тува чӗлхи те ҫавӑн йышшисен шутне кӗрет. Тепӗр майлӑ каласан, халӑхӑн 78 проценчӗ 85 чӗлхепе калаҫать, 3,5 пин чӗлхепе вара 8,25 миллион ҫын кӑна пуплет. Ҫӗр ҫинчи 328 миллион ҫыннӑн тӑван чӗлхи акӑлчан, 845 миллионшӑн китай чӗлхи, тува чӗлхине вара Раҫҫейре пурӗ 235 пин ҫын кӑна пӗлет. Ку чӗлхене пӗлекенсем унсӑр пуҫне Китайпа Монголинче кӑштах пур.

Глобализаци самантӗнче аякри кӗтессенче вырнаҫнӑ чӗлхесен ҫӗр ҫинчен ҫухалас хӑрушлӑх патшалӑх тата естествӑлла майпа ытти чӗлхерен хӳтлӗх ҫуккине палӑртать ҫав автор. «Китай, акӑлчан, вырӑс, хинди, испани, араб чӗлхи лекмен пӗр ял та юлман пуль ҫӗр ҫинче», — тесе палӑртать хайхи автор. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн несӗлӗсен чӗлхинчен ачине пистерни, чӑн та, йӑлана кӗрсе пырать.

Индири Палиси ялӗнче пурӑнакан ака халӑхӗн чӗлхи те ҫӗр ҫинчи пӗтекеннисен шутӗнче. Ҫав халӑх рис, ямс, шпинат, апельсин тата имбирь туса илет. Сысна тата качака ӗрчетет. Ака халӑхӗн пуянлӑхне укҫапа виҫмеҫҫӗ. Вӗсен чӗлхинче «ӗҫ» ӑнлав та ҫук иккен. Тепӗр майлӑ каласан, укҫалла ӗҫлени ӑнлав мӗнне пӗлмеҫҫӗ. Пуянлӑха унтисем мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн вырӑнти ӑрачӗн, гаял (ӑна митхан та теҫҫӗ) шучӗпе виҫеҫҫӗ-мӗн. Хӗрӗн чи лайӑх хакӗ — сакӑр митхан. Чи пысӑк пуянлӑх — икӗ митхан тӑракан мӑй ҫыххи. Ӑна вырӑнти юханшывран кӑларакан сарӑ чултан ӑсталаҫҫӗ, йӑхран йӑха парса пыраҫҫӗ. Сарӑ чухла тахҫанах тупма пӑрахнине кура ламран лама куҫса пыракан ҫав эреш чи хаклӑ пуянлӑх пулса тӑрать. Ака чӗлхипе калаҫса кӑна вӑл халӑхӑн шухӑшлавне ӑнланма пулать теҫҫӗ-мӗн лингвистсем. Виджай Д’Соуза (хӑй вӑл Индин кӑнтӑр енчи районӗнче ҫуралнӑ, унӑн тӑван чӗлхи — конкани) ятлӑ ҫын Палисинче иезуит шкулӗ йӗркеленӗ. Акӑлчанла вӗрентсе те пулин вӗсем ака чӗлхине упраса хӑварасшӑн-мӗн. Хайхи шкул пуҫлӑхӗ Расс Раймера «mucrow» сӑмаха илсе кӑтартнӑ. Конкани чӗлхипе вӑл «старик» тенине пӗлтерет. Анчах конкани чӗлхипе хайхи сӑмах кӳрентерекен пӗлтерӗшпе янӑрать-мӗн. Ака чӗлхинче хисепленине, сума сунине, ачашлӑха палӑртать. Ака-арӑм хӑйӗн упӑшкине юратса ҫав сӑмахпа калать.

Ҫапла вара чӗлхе пӗтсен ҫӗр ҫинчи пин-пин пӗлтерӗшлӗ сӑмахӑн хӑйне евӗрлӗхӗ ҫухалать. Апла пулсан, кашни чӗлхе тӗлӗнмелле хаклӑ та паха. Апла пулсан, кашнине упраса хӑварма тӑрӑшмалла.

 

Ӳкерчӗк ҫинче: Ака халӑхӗн хӗрачи. Сарӑ шӑрҫа капӑрлӑх кӑна мар, ҫыннӑн ятне-сумне те, пуянлӑхне те палӑртать. Ака чӗлхинче шӑрҫан 26 ят пур. Хӗрача тытакан шӑрҫа ҫыххине каярах ӑна килтисем качча кайнӑ чухне парнелӗҫ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters