Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Заговори, чтобы я тебя увидел.(Сократ)
 

Ad

Вика Сорокина: Ҫӗр ҫинчи тӗлӗнтермӗш фактсем

Вика Сорокина15.02.2016 22:013524 views

1. Кока-колӑна сӑрламан тӑк симӗс тӗслӗ пулатчӗ.

2. Ҫӗр ҫинчи чи ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗ — 8 тата 9 ҫулта. Ку вӑл 1910 ҫулта пулнӑ. Ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗ Китайра пурӑннӑ.

3. Уинстон Черчилль хӗрарӑмсен туалетӗнче ташӑ каҫӗ вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ.

4. Италинчи Сиена хулинче Мария ятлӑ хӗрарӑмсен ӳте сутса пурӑнма юрамасть.

5. Таракан пуҫсӑр 9 кун пурӑнаять, унтан вӑл выҫӑпа вилет.

6. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакансем кунсерен 18 гектар пицца ҫиеҫҫӗ.

7. Хӗрарӑмӑн кӗлетки Барби евӗр пулсан вӑл ик урипе тата ик аллипе тытӑнса кӑна утаятчӗ.

8. Этемӗн мускулӗ лӗпӗш хуртӗнчен пӗчӗкрех.

9. «Титаник» фильм «Титаникран» карапран хаклӑрах тӑнӑ .

10. Чаплин пек евӗрлекенсен конкурсӗнче Чарли Чаплин виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

11. American Airlines Америкӑри авиакомпани пӗрремӗш класлӑ рейспа вӗҫекен пассажирсене паракан салата оливье хушма пӑрахнипе кӑна 40 пин доллар перекетленӗ.

12. Этем хӑйӗн чавсине чӗлхепе нипеле те лектереймест.

13. Енчен те этемӗн пӗр сӑмса шӑтӑкӗ 72 сехет хушши хупӑ тӑрсан ҫын тӗсе уйӑрма пӑрахать.

14. Миллионерсенчен арӑмӗсем ытларах чухне — учительсем.

15. АПШри банкнотӑсенчен 97 процентӗнче кокаин йӗрӗ пур.

16. Инкек пулса иртекен парксене халӑх... ытларах ҫӳреме тытӑнать.

17. Уҫӑ куҫпа апчхилетме май ҫук.

18. Этем хӗрелнӗ чух унӑн хырӑмӗ те хӗрелет.

19. Сальвадор Дали «Чупа-чупс» валли логотип ӳкернӗ.

20. Кушак хӑйӗн ӗмӗрӗн 70 процентен ҫывӑрса ирттерет.

21. Акула урисене ҫӳлелле туса ишсен тӑн ҫухатма пултарать.

22. Аляска ялавӗ епле пулассине 13-ри арҫын ача шухӑшласа кӑларнӑ.

23. Сахара пушхирӗнче пӗрре юр ҫунӑ. Ку вӑл 1979 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче пулнӑ.

24. Ҫынсем ирхине каҫхинчинчен 1 сантиметр вӑрӑмрах.

25. Хӗрарӑмсем арҫынсенчен куҫа икӗ хут ытларах вылятаҫҫӗ.

26. Ҫӗр ҫинче кашни ҫичӗ ҫеккунтра пӗрре ача ҫуралать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters