Халӗ Чӑваш Енре туризм пирки нумай калаҫма тытӑнчӗҫ. Уйрӑмах — юлашки вӑхӑтра. Ара, халӗ пули-пулми ют ҫӗршыва канма каяймӑн. Пӗлтӗрхи кӗркунне, самолет ӳкнӗ хыҫҫӑн, Египета ҫул хупӑнчӗ. Салонти мӗнпур пассажир вилнӗ унта. Каярахпа ку теракт пулнине каларӗҫ. Кайран Турци Сири чиккинче пирӗн самолета персе антарчӗ. Ун хыҫҫӑн Турцие канма ямаҫҫӗ. Ҫапла пӗр шухӑш патне ҫитрӗҫ — вырӑнти туризма аталантармалла.
Пӗр кунхине Раҫҫейри туризм пирки Пӗрремӗш каналпа «Ырӑ ир» кӑларӑмра та калаҫрӗҫ. РФ Патшалӑх Думинче туризм енӗпе саккун сӳтсе яваҫҫӗ. Хӑш-пӗр депутат отпуск вӑхӑтӗнче Раҫҫейри тӗрлӗ регионта канма шухӑшланӑ ҫынсене ҫӑмӑллӑх кӳме сӗнет: ӗҫ паракан организаци унӑн хакне тӳлемелле. Ку — проект кӑна-ха. Тӗрӗссипе, ӑна ҫирӗплетсен те вӑл пурнӑҫланасси иккӗленӳллӗ. Ҫулҫӳрев хакне организаци саплаштарӗ-и е ҫук-и — ертӳҫӗ татса парать. Саккунра ҫакна палӑртса хӑварасшӑн. Анчах камшӑн меллӗ ку? Организаци, ахӑртнех, кун пек тума килӗшмӗ. Предприятире мӗн чухлӗ ҫын? Кашнине Владимира е Суздале, тӗслӗхрен, ҫитсе килмешкӗн укҫа парсан ҫука юлӑн. Ҫитменнине, депутатсем организаци ӗҫченӗшӗн кӑна мар, унӑн ҫемйишӗн те укҫа тӳлеме сӗнеҫҫӗ. Саккуна йышӑнӗҫ-и е ҫук-и — вӑхӑт кӑтартӗ.
Чӑваш Енре кӑҫал «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» акци ирттерчӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫынсен республикӑри темиҫе района ҫитме май пулчӗ. Кун хыҫҫӑн тӳре-шара ҫакнашкал ҫулҫӳрев самай тупӑш кӳнине палӑртрӗ. Ҫавна май кунашкал маршрута вӗсем татах пурнӑҫа кӗртесшӗн, ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Манӑн шухӑшпа, туристсене илӗртес тесен пирӗн хула варрине 7 миллиона яхӑн тӑракан 25 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартмалла мар, пирӗн, чӑвашсен, хамӑрлӑха ҫухатмалла мар. Эпир тӗнчешӗн чӑваш пулнипе кӑсӑклӑ. Чӑвашла пупленине вӗсем урӑх ҫӗрте итлейӗҫ-и? Е чӑвашсен апат-ҫимӗҫне урӑх хулара тутанса курайӗҫ-и? Туристсене «экзотика» интереслӗ. Наци апат-ҫимӗҫӗ тенӗрен, хальлӗхе пирӗн ку енӗпе мухтанмаллиех ҫук. Хула урамӗсемпе утнӑ май чӑваш апатне пӗҫерекен кафе-ресторан куҫ тӗлне пулать-и? Хӗвелтухӑҫ, Китай, Испани апачӗсене пӗҫереҫҫӗ Шупашкарта. Анчах хамӑрӑнни ӑҫта? Хуран кукӑлӗ, хуплу, пӳремеч, шӑрттан, шӳрпе… Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» кафере пӗҫереҫҫӗ-ха, анчах ку ҫителӗксӗр (сас-хура тӑрӑх ӑна та пулин конгресс ҫуртӗнчен хӑваласа ярасшӑн...). Манӑн шухӑшпа, республикӑра туризм маршручӗ енӗпе кӑна мар ӗҫлемелле. Наци апат-ҫимӗҫне пӗҫерме тытӑнасси, ку енӗпе ӗҫлекен кафе-ресторан уҫасси пирки те пуҫ ватмалла. Эпир ют ҫӗршыва кайсан чи малтан унӑн кухньипе паллашма, наци апат-ҫимӗҫне тутанма кафене кӗретпӗр-ҫке. Туристсем Китай, Испани, Хӗвелтухӑҫ ҫимӗҫӗсене урӑх ҫӗрте те тутанса курайӗҫ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.