Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Гений - это бессмертный вариант простого человека.(С. Довлатов)
 

Ad

Тимӗр Акташ: Борис Немцова асӑнса

Тимӗр Акташ28.02.2016 18:175460 views

Ӗнер, 2016-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫейпе тӗнчере паллӑ Раҫҫей оппозицилле политика Борис Немцова асӑну акцийӗсем иртрӗҫ. Аса илтеретеп — ӑна ҫулталӑк каялла Мускавра, Кремль умӗнче тискеррӗн те сӗмсӗр хурахсем-кадыровецсем, ҫурӑма персе, вӗлерчӗҫ. (Вӗсене арестленӗ, следствийӗ пырать). Ҫакна хирӗҫ тӑрса, тарӑхуллӑ халӑх Мускавра та, урӑх хуласенче, чикӗ леш енче те, марш, митингсене, пикетсене туса, урамсенче, площадьсенче йӗркелерӗҫ. Чӑваш Енче те, Шупашкарта та, Б.Хмельницки урамӗнчи масар ҫумӗнчи политикӑлла пӗтни палӑк умӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх та, хурлӑхлӑ митинг иртрӗ.

Ӗнер вара? Асӑну митинг пулчӗ-и? Е чӑвашсем каллех ҫывӑраҫҫӗ? Е пурте «ДНР»-шӑн, «ЛНР»-шӑн ҫапӑҫма кайрӗҫ? Путсӗр Раҫҫей телевиденийӗ пӑхса минретсе, пысӑк юнлӑ укҫа илме, намӑса пӗлмесӗр, «бандеровецсене» тесе, хӑйсен тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен, паттӑрла Украина салтаксене вӗлерме…

Чӑваш демократсем те пурччӗ

1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче, Перестройка ҫулӗсенче, 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Чӑваш Енче те демократийӗ вӑйӗсем хастар пулчӗҫ. 1990-мӗш ҫулта, Шупашкарти тӗп стадионра, коммунистла влаҫа хирӗҫ чаплӑ пысӑк митинг ирттертӗмӗр. Халӑхпа пӗрле коммунистсен диктатурине пӗрле аркатрӑмӑр. Атнер Хусанкай, Анатолий Кипеч, тата ытти паллӑ ҫынсемпе пӗрле. Кайран тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, вырӑс-чечен сӗмсӗр вӑрҫӑна хирӗҫ (1994-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗ) Шупашкарти Правительство ҫурчӗ — Советсен ҫурчӗ — умӗнче пикетсене тухрӑмӑр. Халӗ вара?

Масӑллӑ информаци хатӗрӗсем синчен

Паллах, Раҫҫейри те, Чӑваш Республикин те официаллӑ патшалӑх масӑллӑ информаци хатӗрӗсем Б.Немцова асӑнса акцийӗсен ҫинчен пӗлтермерӗҫ. Е яланхилле элеклесе пӗлтерме пултараҫҫӗ.

Тав Турра, Пӗтӗм тӗнчери Радио Ирӗклӗх (Свобода) пур! Вӑл ӗнер кунӗпе Мускаври тата урӑх хуласенчи, ҫӗршывсенчи акцийӗсене тӳрӗ эфирта теле-радио-репортажсене кӑтартнӑ. Хальхи компьютерсенче ку инфомацийӗсене пӑхма, итлеме, вулама, май пур!

Эпӗ ӗнер кунӗпе ҫак теле-репортажсене компьютерпа пӑхрӑм. Савӑнтӑм. Шеллесе — укҫипе хӗсӗккипе Мускава кайма, унта маршра хутшӑнма май пулмарӗ тесе. Мускавра 30 пин яхӑн ҫын Б.Немцова асӑнса марша тухрӗҫ. Паллӑ политиксем, общество хастарӗсем, интеллигенцийӗ ҫыннисем, студентсем, шкул ачисем те (тӗлӗнмелле!).

Раҫҫей хыпарӗсем

1. Ӗнер Радио Ирӗклех пӗлтернӗ: Р.Кадыров отставкӑна кайма шухашлать тесе. Ӑна ҫивӗч критиклесе 2016-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Мускавра, Илья Яшин, Парнас партийӗн ертӳҫин ҫумӗ, «Угроза национальной безопасности» ятлӑ халӑх валли доклад тунӑ. Ҫак доклада Интернетра вулама пулать.

2. Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думи, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатсене суйламалла. Халь Раҫҫейри «Парнас», тата «Яблоко» оппозицийӗ партийӗсем суйлав умӗн пӗрлешнӗ вӑйпа суйлава кайма шутлаҫҫӗ. Пире те ҫак ӗҫӗсене хутшӑнмалла пулать. Ҫитет вара пирӗн хура халӑха пӗр вӑрҫӑран тепӗр тискер вӑрҫӑна кайма! Пӗтӗм укҫана тӗрлӗ вӑрҫӑсенче пӗтерме. Чухӑн пурнӑҫпа пурӑнма ҫитет! Авторитаризм чӑтма ҫитет!

 

Тимер Акташ.

Шупашкар хули

2016-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters