Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -3.7 °C
Наружность и манеры более выразительны, чем слова.(С. Ричардсон)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ача пахчи ячӗсем. Ытти хуласенче пур-и?

Аçтахар Плотников30.03.2016 23:355406 views

Эпир маларах сирӗнпе Шупашкарти ача пахчисен ячӗсене пӑхса тухнӑччӗ. Вӗсен хушшинче 2 чӑвашла ятлине тупнӑччӗ. Малалла Чӑвашри ытти хуласенчи ача пахчи ячӗсене шӗкӗлчес шухӑшлӑ. Паллашма сӗнетпӗр.

Улатӑр хули

Ку хулара чӑвашсен йышӗ ытла та пӗчӗк пулнипе ятӗнче чӑваш чӗлхипе усӑ курассине шанма йывӑр ӗнтӗ. Ҫавах та пӗр-пӗр ача пахчине чӑвашла ят панӑ пулсан вырӑссем те чӑвашсене хисепленине кӑтартма май пулӗччӗ. Ара пирӗн чӑвашсем вырӑсла ят пама вӑтанмаҫҫӗ-ҫке, вырӑссен мӗн-ма вӑтанас? Вӗсен те толерантность текен пахалӑх пулмаллах-тӗр!

1-мӗш ача пахчи «Теремок» ятлӑ. Шупашкарти 93-мӗш ача пахчин ячӗпе пӗрешкелех, унӑн ятне ӑнлантарса панипе паллашма пултаратӑр.

3-мӗш номерли «Светлячок» ятлӑ. Ку Шупашкарти 169-мӗш номерлипе пӗр килет, тепӗр хут ӑнлантарса тӑмӑп.

4-мӗшӗ — «Колокольчик». Шупашкарти 167-мӗш ача пахчине пӑхӑр.

5-мӗшӗ — «Березка». Ку ят та тӗл пулса, 74-мӗшӗнне пӑхма пултаратӑр.

6-мӗшӗ — «Колосок». Шупашкарта ку ят та пур, 78-мӗшӗ ҫав ятпа ҫӳрет.

8-мӗшӗ — «Звездочка». Чӑвашла ӑна «Ҫӑлтӑрчӑк» теме пулӗччӗ. Шупашкарта ҫак ят тӗл пулманччӗ-ха.

10-мӗшӗ — «Сказка». Ку Шупашкарта пур, 108-мӗшне пӑхӑр.

13-мӗшӗ — «Солнышко». Ку та пур, Шупашкарти 14-мӗш ача пахчи ҫавӑн ятлӑ.

14-мӗшӗ — «Родничок». Шупашкарти 116-мӗшӗ те ҫак ятпа ӗҫлет, унта ӑнлантарса панине пӑхӑр.

15-мӗшӗ — «Малыш» ятлӑ. Шупашкарта 127-мӗшӗ пурччӗ, анчах вӑл «Малышка» ятлӑччӗ. Кунта ӗнтӗ арҫын ачасене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ пуль (Шупашкарта — хӗрачасене кӑна :)).

10 ача пахчинчен пӗри те чӑвашла ят илмен.

Канаш хули

Ку хула — чӑвашсен. Унта хам темиҫе пулсаччӗ те чӑвашла калаҫнине сахал мар илтнӗччӗ. Ҫав шутра хӗрсен калаҫӑвне те. Вӗсем вара, эп сӑнанӑ тӑрӑх, чӑвашла ытлашшиех пуплесшӗнех мар, каччӑсенчен маларах вырӑсланаҫҫӗ.

Пурӗ 15 ача пахчи пулас, анчах нихӑшӗ те пайӑр ятлӑ мар. Пурте номерлӗ кӑна.

Ҫӗнӗ Шупашкар хули

Вӑл республикӑн тӗп хулипе ҫуммӑн вырнаҫнӑ. Унти ача пахчисем пурте пайӑр ятлӑ, атьӑр вӗсене тишкерсе пӑхар.

1-мӗш номерли «Маленькая страна» ятлӑ. Шупашкарти 3-мӗш ача пахчин ячӗ те пӗрешкелех — ӑнлантарса панине унта пӑхӑр.

2-мӗшӗ «Калинка» ятлӑ. Чӑвашла ӑна «Палан» теме пулӗччӗ те, анчах кунта ҫак тӗмӗ ятне тӗпе хуманах ӗнтӗ. Вырӑссен «Калинка» юррин ятне илнӗ (ӑна Иван Ларионов 1860 ҫулта кӗвӗленӗ).

4-мӗшӗ «Аленушка» ятлӑ. Вӑл Шупашкарти 96-мӗш ача пахчин ячӗпе пӗр килет. Ӑнлантарнине унта пӑхӑр.

5-мӗшӗ «Цветик-семицветик» ятлӑ. Шупашкарти 97-мӗш, 166-мӗш ача пахчисен ячӗсем пӗрешкел.

7-мӗшӗ «Березка» ятлӑ. Ку ят Шупашкарта та Улатӑрта та тӗл пулать — вырӑссем кӑмӑллакан йывӑҫ ячӗ.

10-мӗшӗ «Сказка» ятлӑ. Ку та анлӑ усӑ куракан ят. Шупашкартисене ӑнлантарнисен йышӗнче пӑхӑр.

11-мӗшӗ — «Колобок». Шупашкарти 35-мӗш ача пахчипе пӗрешкел.

12-мӗшӗ — «Золотой ключик». Шупашкарти 113-мӗшӗ ача пахчи пекех.

13-мӗшӗ — «Теремок». Улатӑрти 1-мӗш, Шупашкарти 93-мӗш ача пахчисен ячӗсем пӗрешкел.

16-мӗшӗ — «Красная шапочка». Ку ят Европӑри халӑхсен юмахӗнчен килнӗ. Чӑвашла куҫарас пулсан «Хӗрлӗ калпак» пулмалла (1962 ҫулта ҫак юмах чӑвашла пичетленсе тухнӑ).

17-мӗшӗ «Чебурашка» ятлӑ. Эдуард Успенскийӗн «Гена крокодилпа унӑн тусӗсем» кӗнекери сӑнар. Каярах мультфильм ӳкернӗ хыҫҫӑн сӑнар питӗ паллӑ пулса тӑнӑ.

18-мӗшӗ — «Светлячок» (Улатӑрта та Шупашкарта та пур).

20-мӗшӗ — «Ромашка». Шупашкарти 151 тата 154 номерлисене пӑхӑр.

22-мӗшӗ — «Журавленок». Шупашкарта «Журавушка» ятлисем пур, 54-мӗш тата 180-мӗш ҫак ятпа ӗҫлеҫҫӗ.

24-мӗшӗ — «Малыш» ятлӑ. Тӗплӗнрех Улатӑрти 15-мӗш ятне ӑнлантарса панине пӑхӑр.

25-мӗшӗ «Гнездышко» ятлӑ. Ку унччен тӗл пулманччӗ-ха. Чӑвашла «Йӑва» темелле. Кайӑксем хӑйсен чӗпписене кӑларма хатӗрлекен вырӑна ҫапла калаҫҫӗ. Кунта ӗнтӗ ҫак сӑмахӑн куҫӑм пӗлтерӗшне усӑ курнӑ — «пӳрт-ҫурт, хваттер» пӗлтерӗшлине.

27-мӗшӗ «Рябинка» ятлӑ. Шупашкарта 158-мӗш ача пахчин ячӗ пӗрешкелтерех — «Рябинушка».

34-мӗшӗ — «Крепыш», Шупашкарти 64-мӗш ача пахчи ҫавӑн ятлӑччӗ.

38-мӗшӗ — «Жемчужинка». Шупашкарта 134-мӗшӗ пур, «Жемчужина» ятли. Ятне пӗрешкелех ӑнлантарса пама пулать.

40-мӗш «Радость» ятлӑ. Чӑвашла «Савӑнӑҫ» пулать. Кунта ӗнтӗ ача-пӑчан хаваслӑ кӑмӑлне палӑрнӑ.

43-мӗш — «Родничок». Шупашкарти 116-мӗш ача пахчине пӑхӑр.

44-мӗш — «Поляночка». Шупашкарта «Лесная полянка» (30-мӗш) тата «Солнечная полянка» (52-мӗш) ятлисем пур. Чӑвашла «Уҫланкӑ» теме пулӗччӗ.

45-мӗшӗ — «Журавлики». Ҫак кайӑк чӑвашсен ытла кӑмӑллӑ сӑнарлӑ мар пулин те ача пахчисенче ун ячӗпе нумай усӑ кураҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкартах, ав, тепӗр ача пахчи пур — 22-мӗшӗ, «Журавленок» ятлӑ. Шупашкарта 54-мӗш тата 180-мӗш ача пахчисем те тӑрна кайӑкӗн ятне илнӗ.

47-мӗш — «Радужный» ятлӑ. Кӑна «Тӗрлӗ тӗслӗ» теме пулать. Шупашкарта «Радуга» ятли (126-мӗш) пур, никӗсӗ вӗсен пӗрешкелех.

48-мӗшӗ каллех тӑрнапа ҫыхӑннӑ — «Журавлик». Ку хулари 22-мӗш тата 45-мӗш ача пахчисен ячӗсене пӑхӑр.

49-мӗш «Веселый гном» ятлӑ. Шупашкартисене тишкернӗ май «гном» сӑмах европӑри юмахсенчен килнине пӗлтернӗччӗ (103-мӗшне пӑхӑр). Ку вара — хаваслӑ гном.

50-мӗш ача пахчи «Непоседа» ятлӑ. Шупашкарта та ҫакӑн ятлӑраххи пурччӗ — 203-мӗш ача пахчи «Непоседы» ята илни пирки ҫырнӑччӗ.

Пӗтӗмлетсен ҫакна калама пулать: Ҫӗнӗ Шупашкарти 27 ача пахчи шутларӑмӑр, вӗсенчен нихӑшӗ те ятне чӑваш культурипе ҫыхӑнтарман — е вырӑс е анӑҫри культура.

Ҫӗмӗрле хули

Кунта пурӗ 6 ача пахчи патнелле палӑртма пулать. Вӗсен ячӗсем пурин те — вырӑсла. «Ладушки», «Колокольчик», «Солнышко», «Сказка», «Аленушка», «Родничок» — ку ятсене маларах ӑнлантарса панӑран тепӗр хут чарӑнса тӑмӑпӑр.

Куславкка хули

Ку хулари халӑх хӑйне ытларах вырӑссен йышне кӗртет, ҫавӑнпа та ача пахчисен ячӗсем вырӑсла пулни тӗлӗнтермест ӗнтӗ. Вӗсен ячӗсем: «Радуга», «Василек». Вӗсем те маларах тӗл пулса, ҫавӑнпа тепрер ӑнлантарса тӑмӑпӑр.

Ҫӗрпӳ хули

Кунта чӑвашла ятли тӗл пулать. Тӗслӗх пек 2-мӗш ача пахчине илме пулать. Вӑл «Палан» ятлӑ. Пурӗ хулара ҫичӗ ача пахчи. Ытти улттӑшӗ «Солнышко», «Родничок», «Росинка», «Сказка», «Солнечный город» тата «Радуга» ятлӑ. «Росинка» ятлине (4-мӗш) чӑвашла «Сывлӑм» теме пулӗччӗ, «Солнечный город»-а — «Хӗвеллӗ хула». Ытти ятсем маларах тӗл пулнӑччӗ.

Сӗнтӗрвӑрри хули

Кунта «Аленушка», «Радуга», «Рябинка» ятлӑ ача пахчисене тупрӑмӑр. Хӑвӑрах куратӑр, чӑвашла ятлисем ҫук.

Пӗтӗмлетӳ

Чӑваш Республикинчи ытти хулари ача пахчисем пурте тенӗ пекех вырӑсла ятлӑ. Чӑвашли пӗрре кӑна пулчӗ — Ҫӗрпӳ хулинчи.

 

Ӳкерчӗк ҫинче: Ҫӗрпӳ хулинчи «Палан» ача пахчи. Хӑйӗн 50 ҫулхи ҫавраҫулне паллӑ тунӑ вӑхӑтри сӑн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters