Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Всему свое время и время всякой вещи под небом.(Екксезиаст, 3.1)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваш халӑх сайтне хупма пулать-и?

Аçтахар Плотников11.04.2016 15:275137 views

Нумай пулмасть эп сирӗн умӑра «Чӑваш халӑх сайчӗ хупӑнма пултарать» текен хыпар лартрӑм. Ҫырасса ӑна чун ыратса килнӗ вӑхӑтра шӑрҫаларӑм. Тӗрӗссипе, Чӑваш халӑх сайчӗпе ӗҫленӗ вӑхӑтра унашкал самантсем сахал мар сиксе тухса. Ытти чухне эпӗ ҫав вӑхӑтсенче хамӑн туйӑмсене пусарма тӑрӑшатӑп, хама хам кӳренӳ тапхӑрӗ вӑхӑтлӑх кӑна тесе ӗнентеретӗп. Каҫхи пулса иртет пулсан ирхи вӑхӑтччен тӑхтамалла тесе хама-хам тытса чаратӑп. Чӑн та ирхине вӑрансан капланса килнӗ чун ҫемҫелет, тарӑхтаракан самант та сӗвӗрӗлет.

Хальхинче ма ҫыртӑм-ха? Тӗрӗс, унашкал ҫырусем вӗсем тем тесен те вӑхӑтлӑ тарӑху кӑна, вӑл шухӑшсене пусарма вӑй-хӑват ҫитерме тӑрӑшмалла. Чи малтанах тарӑху сӑлтавӗ пирки пӗр-ик сӑмах каламалла пуль.

Мӗнре сӑлтавӗ?

Ӗҫ-пуҫ ял халӑхӗ пирӗн кил-йыша хисеплеменнинчен тухрӗ темелле. Вӗсем пире ҫын вырӑнне хуманнинче. Вӗсемпе вӑрҫтараканни — ҫурхи шыв. Ҫав шыва пулах ӗнтӗ хирӗҫӳ сиксе тухать те. Пӗр ҫулхине кӳршӗсем мана хӗнерӗҫ, халь вара ял тӑрӑхӗн администрацине хӑйсене майлӑ ҫавӑрнӑ. Пире усал тӑвас тесе кӳршӗсем ял тӑрӑхне кашни кун чупаҫҫӗ… Ҫав пӗр ӗҫсенчен пӗри ӗнтӗ — хамӑр пахчари приватизацилемен ҫӗре пире партарас марри. Пирӗн ҫапла пулса тухрӗ — хӑй вӑхӑтӗнче атте-анне ҫырма тӗпне приватизацилемен. Унта шыв юхать тесе. 20 соткӑран ҫапла май 6,6 сотка катӑлса юлнӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн ҫав лаптӑк чӑрмантара пуҫларӗ — тӗслӗхрен, эпӗ туса лартнӑ беседка ҫав ҫӗр ҫине лекет иккен. Ҫӗрӗ ял тӑрӑхӗн тесе унта унашкал япаласене туса лартма юрамасть иккен. Унсӑр пуҫне, ак, кӑҫал гараж туса лартас шутлӑ. Анчах чи меллӗ вырӑн — каллех ҫав приватизацилемен ҫӗр лаптӑкне лекет. Ҫавна май вӑл лаптӑка та харпӑрлӑха кӗртес тесе ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Анчах ял тӑрӑхӗ парасшӑн мар, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сӑлтавсем шыраса тупаҫҫӗ. Ҫав кун хайхи вӗсем килчӗҫ те вӑл лаптӑк имӗш пахча-ҫимӗҫ туса илме юрӑхлӑ мар тесе йышӑнатпӑр тесе пире «савӑнтарчӗҫ».

Чи кӳрентерекенни — ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ҫак ыйтура кӳршӗсен майлӑ ӗҫленинче. Ял тӑрӑхӗ хӑҫан ыйтнӑ — эп яланах май ҫитнӗ таран вӗсене пулӑшнӑ. Нихҫан та хирӗҫ пулман. Анчах, те «укҫалла» пулӑшманран, эп вӗсене хӑй вӑхӑтӗнче пулӑшнине пӗрре те шута илесшӗн мар. Пирӗн картана ватса-ҫӗмӗрсе ҫӳрекен кӳршӗсем вӗсемшӗн ҫывӑхрах. Ҫакӑ питӗ вӑйлӑ кӳрентерчӗ те ӗнтӗ мана.

Кӗскен лару-тӑру ҫапларах.

Чӑваш халӑх сайтне хупасси пирки хыпара ҫырма кирлӗччӗ-и е кирлӗ марччӗ-и?

Чун кӳтсе килнине ҫырса пур халӑха пӗлтерме кирлех марччӗ паллах. «Чӑваш халӑхӗ вара пӗтӗс тет пулсан — пӗттӗрех», — текен сӑмахсене пушшех те. Ман вӑл вӑхӑтра чӑн та шухӑшсем ҫаплаччӗ, питӗ тарӑхнӑччӗ. Ҫавах та ҫак ҫырура хама мӗн тери вӑйлӑ тарӑхтарнине кӑтартас килчӗ, ҫавӑнпа та текста ҫемҫетсе-якатса тӑмарӑм, пуҫри пӗтӗм шухӑшсене ҫырса хутӑм. Тӗрӗссипе кайран ун хыҫҫӑн иккӗмӗш хут хальхи вӑхӑтччен те вуласа тухман. Ытти чухне чун кӳтсе килнине ҫавнашкал текстра ҫырса халӑх патне ҫитересрен мана шалти туйӑм чаратчӗ, унашкал хӑтланни йӑнӑш пулнине палӑртатчӗ. Анчах хальхинче шалти туйӑм «ҫырмалла» тесе каларӗ. Ҫавӑнпа вырнаҫтартӑм та.

Ҫав хумхануллӑ текста вырнаҫтарассин тепӗр сӑлтав та пур. Шӑп вӑл сӑлтава пула паянхи кунччен те эп ӑна илсе пӑрахмарӑм, мана тӗрев парса ҫыракансене хуравламасӑр тӑтӑм. Ман тӗллевсенчен пӗри — Чӑваш халӑх сайтне хамран уйӑрмалла тӑвасси. Эп хам ҫак сайт ӗҫӗнчен писсен те ӑна малалла пурӑнмалла тӑвасси. 10 ҫул кӑна мар, пӗр 50, пӗр 100 ҫул таран пурӑнтӑр вӑл. Манпа ҫеҫ ҫыхӑнса ан тӑтӑр. Ытти ҫынсене чӑваш халӑх сайчӗ кирлӗ-и? Вӗсем ҫак ӗҫе малалла тӑсма пултарӗҫ-и? — ҫак ыйту мана хумхантарчӗ. Сирӗн ҫырӑвӑрсене илнӗ май Чӑваш халӑх сайчӗ халӑха кирли туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та ҫак ӗҫе — ӑна хамран татса чӑваш халӑхне парассине малалла та майӗпен туса пырӑп.

Енчен те эсир ман пата тӗрев паракан сӑмахсем ҫыртӑр пулсан, анчах эп хуравламарӑм пулсан, ан кӳренӗр. Сирӗн кашнин сӑмахӑрсем ман чуна ҫемҫетрӗҫ, хамӑн тӗрӗслӗхшӗн ҫапӑҫма-кӗрешме хӑват пачӗҫ. Паян кун хушшинче эп сире пурне те тав сӑмахӗсем каласа уйрӑммӑн хуравласа тухасшӑн.

Малалла мӗн пулӗ?

Чӑваш халӑх сайчӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсӗ. Ҫак кунсенче эп мӗн туйса илтӗм? Чӑвашлӑх ӗҫӗнчен темле тарсан та вӑл сана хӑваласа ҫитӗ. Ҫак ҫут тӗнчере те чӑвашлӑхшӑн ӗҫлемесен хам вырӑна тупма йывӑр пек мана. Ҫавна май ҫак виҫӗ-тӑватӑ кун хушшинче канса илнӗ хыҫҫӑн хам ӗҫе малалла тӑсӑп.

Тепӗр тесен пирӗн ялти ҫав кӳршӗсене пула пӗтӗм чӑваш халӑхӗ айӑплӑ мар. Вӗсене пула Чӑваш халӑх сайтне хупни ытла та айванла пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та хамӑн йывӑрлӑха пула ҫеҫ сайта хупса тӑмӑп.

Маларах каланине те пуҫра тытӑп — сайта (сайтсене) май ҫитнӗ таран хайман уйӑрма тӑрӑшӑп. Пӗр ҫын 10 ҫул ертсе пынинче ним лайӑххи те ҫук (кӑна «Хыпар» хаҫата пӗр ҫын нумай ҫул ертсе пыни мӗн патне илсе ҫитернинче лайӑх курма пулать). Укҫа-тенкӗ тупӑнсанах эп ним мар пӗр-пӗр ҫӗнӗ редактора сайт содержанине пама пултарнӑ пулӑттӑм. Эпӗ хам, сӑмахран, техника енчен йӗркелесе пырӑттӑм, вӑл — хыпарсен тата статьясен редакторӗ пулса.

Ҫапла май эп сире Чӑваш халӑх сайчӗ хупӑнассинчен хӑрама кирлӗ мар тесе пӗлтересшӗн. Вӑл малашне те аталанса пырасса шанатӑп. Ҫапла пултӑр!

 

Кама та пулин ытла та вӑйлӑ хӑратрӑм пулсан, каҫару ыйтатӑп.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters