Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Манеры выказывают нравы, подобно тому как платье обнаруживает талию.(Ф. Бэкон)
 

Ad

Agabazar: Антисалмин

Agabazar13.06.2016 22:4610283 views

Cалмин Антон Кириллович. Питӗрпурта пурнакан истори ӑславӗсен докторӗ. Чӑваш.

Нумаях пулмасть ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ:

Cалмин А.К. История чувашского народа. Савирская гипотеза. Чебоксары, 2016.

Ну, мӗн калама пулать кун пирки? Ҫӗнӗ кӗнеке. Анчах кунта палӑракан шухӑшсене А.К.Салмин тахҫанах каланӑ. Тӗрлӗ статьясем кӑларнӑ. Ку кӗнекере вара ҫав тахҫанхи шухӑшсене пӗтӗмлетнӗ тейӗпӗр. Ҫав "тахҫанхи" шухӑшсем пирки эп ку сайтра ятарласах пӗр статья кӗртнӗччӗ-ха... Вӑл ак ҫак тӗлте.

Кӗнекен эпиграфне пӑхӑпӑр: <<Вопрос о савирах имеет первостепенное значение при разработке

этнической истории Кавказа.

[Фёдоров, Фёдоров 1978: 57]>>

Аха, Кавказ!...

Кӗнеке хуплашки ҫине те Вӑтам Атӑл тӑрӑхне мар, каллех Кавказа ӳкерсе хунӑ (сылтӑмри ӳкерчӗке пӑхӑр).

Чӑваш историне тӳрех Кавказран пуҫлани хӑех чӑтма ҫук сехӗрлентерет. Ара, малтан ҫывӑхарахри вӑхӑтсене пӑхсан меллӗрех мар-и-ха!

Тӳрех Кавказра "ЧӐВАШ ШӐРШИНЕ" шӑршласа ҫӳрени вырӑнлӑ-ши? Хуть те мӗн каласан та чӑваш Кавказ халӑхӗ мар ӗнтӗ.

Кавказ тапхӑрӗ Атӑлҫи Пӑлхар ҫыннисемшӗн те шухӑшпа ҫавӑрса илейми ТАРӐН АВАЛЛӐХ шутланнӑ. Пирӗн пирки вара мӗн каламалла?

Малтан, калӑпӑр, 16-мӗш ӗмӗрте "чӑваш" сӑмах ӑҫтан йӑтӑнса аннине тӗпчесен вырӑнлӑрах мар-ши?

Ӑнланатӑп, кунашкал ыйтусем Салминшӑн тата унпа пӗр шухӑшлисемшӗн риторикӑлларах илтӗнеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсемшӗн "ЧӐВАШ" сӑмахӑн тупсӑмӗ тахҫанах тупӑннӑ: савир, сувар, суваз тенисенчен имӗш.

Вӑт эпир вара ҫакӑнпа ниепле те килӗшме пултараймастпӑр. Апла мар, апла мар, апла мар!

Ан тив, ку тӗпчеве Салмин юлташ, тен, ҫав тери ӑста пурнӑҫланӑ пуль, анчах та вӑл чӑваш историйӗн тӗпри пулӑмӗсене палӑртма пулӑшаймасть. Сӑлтавӗ — эп палӑртнӑ никӗсле ыйтусенчен пӑрӑннинче.

Ӑнлантарӑр пире ӗнентерӳллӗн, ӑҫтан, мӗн амакран сиксе тухнӑ 16-мӗш ӗмӗрте "ЧӐВАШ" сӑмах, — вара сире тӑнлама пулӗ. А капла — мӗн вӑл? Кавказра савирсем пурӑннӑ пулнине эпир капла та пӗлетпӗр.... (Калама пулать вӗт ҫавӑн пекех: Кӑнтӑр Америкӑра ацтексем, инксем, майясем пурӑннӑ, Китайра — чжурчженьсем, Африкӑра — нубийццӑсем, Ҫурҫӗр Амерӑкӑра — могикансем...., хамӑр тӑрӑхра — буртассем, мерясем, муромсем.... Атӑлҫи Пӑлхарӗнче хӑйӗнче — эсекелсем, темтюзсем....).

Ну, пурӑннӑ пултӑр, вара мӗскер? Чӑвашсемпе мӗнлерех сыпӑкӑн-сыпӑкӑн ҫыхӑнтарма пулать вӗсене? Мӗн калама пулать савирсем пирки чӑвашсемпе ҫыхӑнтарса, — "хӑшпӗрисем Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса килнӗ" тенисӗр пуҫне?

Халлӗхе ҫавнашкал ҫыхӑнтармалли майсем ҫук. Вӑл шутра — Салмин хӑта кӗнекинче те.

Унашкал "меслетпе" шутласа кайсан, ацтексене те "чӑвашсем" теме пулать. (Тахҫан Енисеев хушаматлӑ ҫын этрусксемпе ҫыхӑнтарнӑ пек). Чи кирли кунта сыпӑкран-сыпӑка ҫыхӑнтармаллли шанчӑклӑ аргументсене тупасси.

Ӳкерчӗк ҫинче — Антон Кириллович Салмин тата Турцири Эрзурум хулинчи Ататюрк ячӗллӗ университет вӗрентевҫи Альбина Киран.

 

Чӑннипе каласан, татах та курӑмлӑрах хирӗҫлевсем те пур Антон Кириллович Салмин хӑта патне. Ҫав хирӗҫлев мӗнре иккенне вулакан сисет пуль ӗнтӗ. Эппин, палӑртар эппин ҫав хирӗҫлеве:

Пӑлхарсене тивӗҫлӗ вырӑн паман!

Савир, сувар, суваз, суван,.. Юрӗ, тейӗпӗр. Анчах та кунашкал конструкцире ПӐЛХАРСЕНЕ ӑҫта чиксе хумалла? Нивушлӗ вӗсене тутарсене "парнеленипех" ҫырлахма тивет? Э?

Савирсене Кавказра чухне ҫеҫ нумай асӑнаҫҫӗ. Атӑлҫи таврашӗнче чух вӗсене пит асӑннисемех ҫук. Кунта тӗп вырӑнта пӑлхарсем пулнине шутсӑр айван ҫын та чухламалла.

Тепри кунта ҫапла "лӑплантарма" пӑхӗ:"Мӗн хӑрамалли, ара, Салмин гипотеза пек ҫеҫ асӑнать-ҫке савир-сувар тавраш пирки?"

Ҫапла та, анчах ҫапла ҫеҫ те мар ҫав, ачсемри. Кӑна гипотеза тесен, хайхи Ашмаринӑн пӑлхар-чӑваш вӗҫе-вӗҫлӗх вӗрентӗвӗ те ҫавӑн шайне анса ларать, — вӑл та, айккинчен, ҫак шайран пӑхсан, гипотеза пек ҫеҫ курӑнса каять.

Чӑннипе вара "пӑлхар-чӑваш" тата "сӑвар-чӑваш" йӗркелӗмӗсем ниепле те симметрилле мар. Ҫук унта нимле симметри те. Малтанхийӗ, чӑваша пӑлхарпа ҫыхӑнтарнипе пӗрлех, ытти баранджар-темтюз таврашне те манмасть пулсан, тепри вара чат сӑвара кӑна хайлавласа мала кӑларса тӑратать. Ӗнтӗ ҫавна кура тӗп пӑлхара, каларӑм-ҫке, чӑвашӑн ирӗксӗрех ыттисене "парнелемелле" пек пулса тухать.

Ӑслав тӗнчинче "сӑвар чӗлхи" текен ӑнлав ҫук. "Атӑлҫи Сӑвар патшалӑхӗ" тенине те илтмен.

13-мӗш, 14-мӗш ӗмӗрсенчи чул палӑксем ҫинче ӳкерӗннӗ чӗлхене "сӑвар чӗлхи" темеҫҫӗ. Ӑна "пӑлхар чӗлхи" теҫҫӗ. Вырӑсла — "булгарский язык" е "среднебулгарский язык". Хушӑран "древнечувашский язык" тени те пур.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters