Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Покорение женщины - это слишком дорогое удовольствие.(Мавпа)
 

Ad

Микулай Павловский: Шурӑ Шупашкарти сак айӗнчи чӑваш чӗлхи

Микулай Павловский21.07.2016 23:175203 viewsEdit Delete

Пӗчӗк чухне, 1960-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче, 1970-мӗшсен пуҫламӑшӗнче вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен пире шкулта ҫӗнӗ кӗнекесем паратчӗҫ: чӑвашлисене, вырӑслисене… Ҫӗнӗ кӗнекесенчен ырӑ, тутлӑ шӑршӑ кӗретчӗ. Инҫетри Шупашкартан ярса панӑ кӗнекесем темӗскерле чӑваш ӳкерчӗкӗсемпеччӗ, чуна туртакан тӑван шрифтпа тата илӗртӳллӗрех, кӑсӑклӑрахчӗ… «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсене тупма ҫукчӗ. «Пионер сассине» чӑтаймасӑр кӗтсе тӑнӑ. Кампурпа Ваҫҫук ҫинчен юратса вуланӑ. Чӑвашла куҫарнӑ киносене курма ҫынсем хаваспа лӑк тулли пуҫтарӑнатчӗҫ. Ҫулла чӑваш ҫӗрӗнчен тӗрлӗ театрсем (драма, пукане) килсен — клубра тӑма вырӑн ҫукчӗ… Спектакль пӗтсен артистсене «тӑвансем» тесе, хӑналама килсене сӗтӗретчӗҫ...

Эпир — «тулашри чӑвашсем», «аякри тӑвансем» пулнӑ… Апла пулсан та, пирӗн пуҫра, шухӑшсенче ялан чӑн-чӑн, тӗрӗс чӑвашсен илемлӗ Ҫӗршывӗн, Шурӑ Шупашкарӑн мӗлки илӗртсе тӑнӑ, туртнӑ… Ачасем те Чӑваш Ҫӗршывӗнче туссем тупас тесе хаҫатсене ҫырусем ҫырса яратчӗҫ. Вӑт, ҫаплаччӗ...

Ӗнер, паян пӗлнинчен… Эпир ҫапла ӗмӗтленнӗ, шаннӑ, вӑхӑтрах Сар Хӗвел Ҫӗршывӗнче «чӑн чӑвашсем» мӗн хӑтланнӑ?.. Хӑш-пӗр чухне тарӑхса каятӑн… Меммесем, хӑравҫӑсем, вӑтанакансем, манакансем… Пире калавсем, повеҫсем вулама ҫырса параканнисем те — тӑван ачисене тӑван чӗлхерен пӑрнӑ. Шурӑ Шупашкарта, ытти хуласенче, пӗчӗк поҫелӑксенче — ют чӗлхепе кӑна вӗрентме, калаҫма пуҫланӑ,чӑваш чӗлхине сак айӗнчен кӑларман...

Паян ҫав «ҫимӗҫсене» кунта та куратпӑр, туятпӑр. Наркӑмӑш, пит тарӑн тымарсене лексе, вӗсене пӗтерсе пӑрахнӑ… Ҫынсем чӗлхене, чӑвашлӑх туйӑмне тӗппи-йӗрӗпех ҫухатнӑ. Калаҫать, ҫырать, шутлать… тӗнче ҫинчен — тӑван халӑхӗ кирлӗ те мар… Ҫав вӑхӑтрах, хӑйне таҫти, малти ҫын пек туять, кӑтартать, хытӑрах та хытӑ чӑвашлӑхне хӑйӗнчен тапса айкинелле чышать…

Вӑт, ҫапла, чӑвашсем! Аякра, ҫывӑхра ҫӳрекенсем. Ҫӗрӗкки сыввине пӑсса тарӑна кӗрсе кайрӗ...

 

Ӳкерчӗк ҫинче: Праски Витти ӗҫӗ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters