Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Месть- это такое блюдо, которое лучше есть холодным.(Стивен Кинг)
 

Ad

Таисия Ташней: Пуҫлӑх тенин йӑнӑшма юрать-и?

Таисия Ташней29.07.2016 07:114584 views

Пурнӑҫра пирӗнтен кашниех йӑнӑшать. Тӗрлӗ сӑлтавпа. Тепӗр чух — пӗлменнипе. Тепӗр чух — пӗлекен япаланах е пулӑмах астумасӑр урӑхла персе янипе.

Шел те, кирек епле профессире те йӑнӑшмасӑр май килмест. Хӑшӗсене тӳрлетме йывӑр мар, хӑшӗсем этем шӑпине те татса параҫҫӗ: тухтӑрсем, йӗрке хуралҫисем.

Нумаях пулмасть хампа сиксе тухнӑ тӗслӗхе илсе кӑтартам-ха.Нотариус валли пӗр справка кирлӗччӗ. Тӗрӗссипе, пӗрре кӑна мар-ха, темиҫе те. Анчах пӑтӑрмахӗ вӗсенчен пӗринпе сиксе тухрӗ. Нотариус валли кирлӗ справкӑна вӑл Росреестрӑн республикӑри управленине кайса илме хушрӗ. Адресне те ӳркенмесӗрех тӗплӗн ӑнлантарчӗ, манса каясран тесе-ши, хут ҫинех ҫырса пачӗ.

Нотариус палатинче темиҫе теҫетке ҫул ӗҫлекен ҫав хӗрарӑм пирки айван, пурне те пӗлсех ҫитереймест тесе шухӑшлама ниепле те хӑяйман пулӑттӑм. Каланӑ адреспа ҫийӗнчех вӗҫтертӗм. Росреестрӑн управленийӗнче «Администратор» тесе ҫырса хунӑ сӗтел пур. Унти специалистпа канашламалла, хӑш пӳлӗме кӗмеллине вӑл калать терӗҫ. Чипер майра, яштака та тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗскер, эпӗ тӗрӗс мар ҫӳренине пӗлтерчӗ. Мана кирлӗ хута Кадастр палатинче параҫҫӗ терӗ.

Специалиста епле ӗненмӗн? Юрать, отпускраччӗ те, тепӗр кунне Кадастр палатине вӗҫтертӗм. Анчах унта тӑрӑшакан пикесенчен пӗри справка патне БТИне кайма хушрӗ.

Мӗн тӑвӑн? БТИне тӗк — БТИне. Вӑл вара Кӳкеҫре вырнаҫнӑ. Тата, шеремет, мана кирлӗ пӳлӗме пӗри кӗрсе ларнӑ та 40 минут кӗтме тиврӗ. «Эпир ҫапла-ҫаплине паратпӑр, анчах сире кирлине кунта илеймӗр», — ӑнлантарчӗ БТИри специалист.

Вӑт сана аптрушки! Хӑть тӳнсе кай. Мӗн тумалла? БТИне мӗнле ҫулпа ҫитнӗ, каялла та ҫав ҫулпах каяс. Анчах хальхинче Кадастр палатине ухмах пек тухса вӗҫтермерӗм. Малтан шӑнкӑравларӗм. «Ҫапла-ҫапла, — тетӗп. — Эсир мана ҫапла каларӑр. Анчах унта мана ӑҫтан килнӗ ҫавӑнта кайма хитрен кӑна ӑсатрӗҫ. Халӗ манӑн кама ӗненмелле?» «Ӑна Росреестрта параҫҫӗ», — хуравлать телефон линийӗ вӗҫӗнчи чипер сасӑ.

Росреестр управленине шӑнкӑравлатӑп. Унтисене каллех ӑнлантаратӑп: «Ҫапла-ҫапла, — тетӗп. — Эсир мана ҫапла каларӑр. Анчах унта мана ӑҫтан килнӗ ҫавӑнта кайма хитрен кӑна ӑсатрӗҫ. Халӗ манӑн кама ӗненмелле?» «Пирӗн патра илмелле», — ним пулман хуравлать Росреестр специалисчӗ. «Епле-ха апла? — шалт аптӑратӑп эпӗ. — Иртнинче мана эсир тӗнче хӗрне ӑсатрӑр, паян урӑхла калатӑр...» «Эсир, тен, справка ятне йӑнӑш каланӑ», — тӑнӑ ҫӗрте шаплаттарса ӳкмелле хуравлать мана. «Пӗрремӗш класс программине ҫур ӗмӗр каяллах 4-5 паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ. Ыттине пӗлмесен те саспаллипе саспаллинех ҫыпӑҫтарса вуламах ӑс ҫитет», — касса тататӑп хама ухмах вырӑнне хунипе килӗшмесӗр.

Йӑнӑшасси, ҫапла, пурин те пулать. Халӗ интернет-хаҫатсенчен пӗринче Михаил Игнатьев Элтепер Вӑрмарти канашулра суйлав ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тесе астумасӑр персе янине хӗрсех сӳтсе явма тытӑнчӗҫ. Кам мӗнле йышӑнать пулӗ те, анчах эпӗ ним калама та аптӑратӑп. Мана кирлӗ справкӑшӑн унта-кунта хӑваланипе танлаштарсан ку вӑл тем мар пек туйӑнать. Е пуҫлӑхӑн астумасӑр та персе яма юрамасть-ши?..

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters