Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Семейные соры - штатный ремонт ветшающей семейной любви.(Василий Ключевский)
 

Ad

Софья Савнеш: Ҫутҫанталӑк лапамӗнче мар, ҫӳп-ҫап таврашӗнче канаҫҫӗ

Софья Савнеш11.09.2016 21:486526 views

Чӑннипе, ку вырӑн «ҫӑпан» пекех. Нумаях пулмасть иртнӗ акци пирки вуласан ҫак сӑмаха пуҫарас килчӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнчи ращана нимелле ҫӳр-ҫапран тасатнӑ. «Симӗс Раҫҫей» экологи общество юхӑмӗн хастарӗсем пӗчӗкех мар лаптӑка тирпей-илем кӗртнӗ. Мероприятие 150 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ку — сахал мар. Шӑматкунлӑха министерствӑсемпе ведомствӑсен, предприятисемпе организацисен ӗҫченӗсем, студентсем тата ахаль ҫынсем хутшӑннӑ.

Культура керменне ҫынсем канма ҫӳреҫҫӗ. Унта таса та илемлӗ пулмалла. Кермен хыҫӗнче вара тасамарлӑх хуҫаланать. Унта ҫуркунне пулма тӳр килнӗччӗ. Эрне варри пулсан та халӑх йышлӑччӗ. Пурте илемлӗ ҫанталӑкпа киленме, шашлӑк пӗҫерме тухнӑ. Анчах хӑтсӑр та тирпейсӗр вырӑнта епле чунран канма пулать-ши? Йӗри-тавра пластик кӗленчесем, савӑтсем, хут йӑванать. Ҫынсем хӑш вырӑнта каннӑ — ҫӳп-ҫапа ҫавӑнтах ывӑтса хӑварнӑ. Тӳрреммӗн каласан, унта ҫутҫанталӑк лапамӗнче мар, свалкӑра каннӑн туйӑнать. Нивушлӗ кашни ҫынна хӑйӗн хыҫҫӑн пуҫтарма йывӑр? Йӑлтах пӗр хутаҫ пуҫтар та контейнера кайса пӑрах.

Контейнер тенӗрен, ку — уйрӑм ыйту. Унта темиҫе контейнер ларать. Анчах вӗсен таврашӗнче те тирпейсӗрлӗх хуҫланать. Эпӗ курнӑ чухне вӗсем ҫӳп-ҫаппа тулманччӗ, пушатнӑччӗ. Анчах ун тавра сапаланса выртакан ӑпӑр-тапӑра мӗншӗн пуҫтарманни маншӑн тӗлӗнмелле пулчӗ. Ӑна, паллах, пӗр-пӗр управляющи компанийӗ пӑхса тӑрать. Эппин, хӑйӗн тивӗҫне вӑл туллин мар, ҫиелтен пурнӑҫлать.

Хӑш-пӗр ҫынсем чӑнах та ҫапла латсӑр-ши — культура керменӗ хыҫӗнче волонтерсем тасатсан та кӑштах вӑхӑт иртсен унта ҫав ӳкерчӗкех хуҫаланать. «Пуҫтарнӑ ҫӗрте мар, ҫӳпӗлемен вырӑнта таса» тени чӑнах та чӑнлӑхпа пӗр килет. Нивушлӗ ҫак ҫивӗч ыйтӑва татса пама ҫук? Ҫынсем ним пулман пекех общество вырӑнӗнче эрех ӗҫеҫҫӗ, тавралӑха варалаҫҫӗ. Ачисем те ҫавӑнтах чупса ҫӳреҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫакна курмӑш тӑваҫҫӗ-ши? Е ку вырӑнти тирпейсӗрлӗх пирки чӑнах та пӗлмеҫҫӗ-ши?

Шупашкарта кунашкал шӑматкунлӑхсем тата та ирттерме палӑртни савӑнтарать. Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗччен санкцилемен 70 ҫӳп-ҫап купине пӗтересшӗн. Аллейӑсенче, парксенче, пахчасенче, ҫул хӗрринче 3150 йывӑҫ-тӗм лартма палӑртнӑ. Пӗрисем тавралӑх илемӗшӗн тӑрӑшнӑ чухне теприсем ҫакна ним вырӑнне те хумасӑр хитре вырӑнсене сӑнсӑрлатаҫҫӗ, нӗрсӗрлетеҫҫӗ…

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters