Ҫулсеренех Ҫӗрпӳре Тихвин ярмарккине ирттереҫҫӗ. Вӑл тӑватӑ кун пырать, кӗҫнерникун пуҫланать те вырсарникун вӗҫленет. Ҫӗрпӳ районӗн Акатуйне те ирттереҫҫӗ ҫавӑнта. Анчах та 2015-мӗш ҫулта Акатуй утӑ уйӑхӗн 3-мӗш кунӗнче эрнекун иртрӗ, 2016-мӗш ҫулта район акатуйӗ утӑ уйӑхӗн 7-мӗш кунӗнче кӗҫнерникун пулчӗ. Ҫав Акатуя шӑматкун е вырсарникун ирттерме кам тата мӗн чӑрмантарать-ши... Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ хуласенче пурӑнакансен, Акатуя ҫитмешкӗн отгул текен кану кунне илмелле пулса тухать-ши? Вӗсен, тен, Акатуй пирки йӑлтах манса каяс пулать!? Республикӑмӑрти пур районсем те хӑйсен Акатуйӗсене шӑматкун ирттереҫҫӗ! Хӑш-пӗр районсем Акатуя Раҫҫейӗн Никамапӑхӑнманлӑх кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 12-че уявлаҫҫӗ.
Хальхи саманара халӑхӑмӑрӑн чи савӑнӑҫлӑ кунӗ — Акатуй кунӗ! Тата пирӗн кӳршӗсем — тутарсем поселенисен (ял тӑрӑхӗсен) акатуйӗсене ирттереҫҫӗ малтанхи кунсенче. Кайран вара хӑйсен районӗсен Акатуйне! Эпир районсен Акатуйӗсене ҫеҫ ирттерме пултаратпӑр-ҫке! Харпӑр хӑй чӑваш ҫыннине, «Акатуйра пулса савӑнман пулсан, мӗнле чӑваш-ха эсӗ?» — тесе ыйту парас килет.