Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Всe проходит, кроме жизни. Жизнь пролетает.(Николай Малов)
 

Ad

Софья Савнеш: Туристсене илӗртме илемлӗ чарӑнусем шухӑшласа кӑларнӑ

Софья Савнеш25.09.2016 20:294517 views

Туристсене Чӑваш Ене илӗртесси пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Тен, ытти ҫӗршывран тӗслӗх илмелле? Вӗсем туристсене илӗртес тесе темӗн те пӗр шухӑшласа кӑлараҫҫӗ.

Австрири Крубмах ялӗ туристемшӗн илемлӗ вырӑн пулса тӑнӑ. Унта Bus:Stop ятлӑ дизайнер проекчӗ шухӑшласа кӑларнӑ. Пӗр урамра общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене тӗрлӗрен туса лартнӑ.

Ку – питӗ интереслӗ шухӑш. Автобус кӗтнӗ чухне хӑш чухне чарӑнура нумай кӗтме тивет: таса мар, тӗссӗр, хитре мар вӗсем. Крумбах ялӗнче вара ку ыйтӑва татса панӑ, унти чарӑнусенче тӑмашкӑн пӗрре те тунсӑхлӑ мар. Ку шухӑша 7 дизайнер пурнӑҫа кӗртнӗ. Кайран вӗсене тав туса кашнине 11-мӗш ӗмӗрти замокра вырнаҫнӑ чи лайӑх хӑна ҫуртӗнче пурӑнма сӗннӗ.

Проекта Bus:Stop ят панӑ. Унашкал чарӑнусенче автобуса кӗтесси – чӑн киленӗҫ. Дизайнерсем вӗсене хӑтлӑ та интереслӗ тунӑ.

Крубмах ялӗнче — хуторсем. Дизайнерсем шухӑшласа кӑларнӑ 7 чарӑнуран кашниех пӗр-пӗр ҫыннӑн килӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа халӑх тавлашать: камӑн чарӑнӑвӗ илемлӗрех-ши?

Пирӗн чарӑнусем мӗнле лару-тӑрура пулнине курсан чун хурланать. Кусемпе танлаштарма ҫук ӗнтӗ вӗсене. Патшалӑх чарӑнусене сӑрласа ҫӗнетсен те пирӗн халӑх вӗсене типтерлӗ упрама пӗлмест. Чарӑну ҫине мӗнле те пулин сӑмах е ӳкерчӗк чӗрмеклекен пурпӗрех тупӑнать. Кермен пек чаплӑ чарӑну лартса парсан та хӑш-пӗр ҫын, уйрӑмах – ҫамрӑксем, ӑна ҫырса-ӳкерсе варалаҫҫӗ пуль…

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters