Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Ужас и рок шествовали по свету во все века.(Эдгар Аллан По)
 

Ad

Софья Савнеш: Тӗнчери чи тӗлӗнмелли йӑласем

Софья Савнеш16.10.2016 21:273624 views

Кашни халӑхӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки. Теприсемшӗн вӑл, тен, тӗлӗнмелле, пуҫа вырнаҫмалла мар пек туйӑнать.

1. Индонезири Балире шӑла хӑйраҫҫӗ. Яш пӗве кӗнӗ тапхӑрта тӑваҫҫӗ ҫакна. Хӗр е каччӑ ҫемье ҫавӑриччен шӑлне хӑйраттарать. Е ку йӑлана туйра пурнӑҫлаҫҫӗ. Йӑлапа килӗшӳллӗн, асав шӑлла хӑйраҫҫӗ. Ҫапла ҫын усал вӑйсенчен хӑтӑлать.

2. Индонезире тидонг халӑхӗн туй йӑли ҫапларах: каччӑ юрату ҫинчен темиҫе юрӑ юрламасӑр хӗр питне кураймасть. Чи тӗлӗнмелли: туй хыҫҫӑн арӑмӗпе упӑшкин виҫӗ кун та виҫӗ каҫ ҫӑвӑнма юрамасть. Ҫапла майпа ҫемьене телей килет имӗш. Капла ача ҫуралсан вилмест. Ниепле те суяймӑн: мӑшӑра темиҫе ҫын сӑнать.

3. Хӗвеланӑҫ Ҫӗнӗ Гвинейӑри дани йӑхӗнче ҫын вилсен хурланнине пӗлтерсе питне кӗлпе тата тӑмпа сӗреҫҫӗ. Ку темех мар-ха. Йӑхри ҫын вилсен тӑванӗ пӳрнине татса унпа юнашар хурса пытарать. Ку юратнине пӗлтерет имӗш.

4. Бразилири маве йӑхӗ мӗн хӑтланать? Ку питӗ ыраттаракан йӑла. Арҫын ача пӗр-пӗр ҫула ҫитсен вӗрӳҫӗпе тата хӑйӗн ӳсӗмри ытти ачапа джунглие каять. Унта кӑткӑ пуҫтараҫҫӗ, лешсем питӗ хытӑ ҫыртаҫҫӗ тата наркӑмӑшлӑ. Пуля суранлатнӑ евӗр ыраттараҫҫӗ вӗсем. Кӑткӑсене пысӑк алсише чикеҫҫӗ, арҫын ача унта аллине 10 минутлӑха чикет. Ыратнине туяс мар тесе хӑйсен халӑхӗн ташшине ташлама пуҫлать. Мӗнех, тӗлӗнмелле. Анчах ку йӑласӑр арҫын ача ҫитӗннӗ шутланмасть.

5. Бразилири тата Венесуэлӑри яномамо йӑхӗнче ҫын вилсен унӑн виллине ҫунтарса яраҫҫӗ. Ҫакна часрах тума тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен чуне кӗлеткинчен тухса чӗррисене йӗрлет-мӗн. Ҫунтарнӑ хыҫҫӑн кӗле тӑванӗсем ҫул курӑкӗнчен пӗҫернӗ яшкана ярса ҫисе яраҫҫӗ. Ҫапла тӑванӗсем унӑн чунне ҫӗнӗ кӗлеткене кӗртеҫҫӗ.

6. Мадагаскарта Фамадихан йӑлине пӑхӑнаҫҫӗ. Ҫынсем несӗлӗсен кӗлеткине пусмапа ҫавӑрса ҫыхса илсе килеҫҫӗ, унтан юрласа ташлаҫҫӗ. Ку йӑлана 7 ҫулта пӗрре тӑваҫҫӗ. Унта ҫемйипех пухӑнаҫҫӗ. Ҫапла вӗсем вилнӗ ҫынна хисеп тӑваҫҫӗ. Ун чухне вӗсем питӗ капӑр тумланаҫҫӗ.

7. Испанире тин ҫуралнӑ ачасене матрас ҫине хураҫҫӗ, мур костюмне тӑхӑннӑ ҫынсем вӗсен урлӑ сикеҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем ачасене усал-тӗселтен сыхлаҫҫӗ. Ку йӑлана 4 ӗмӗр пурнӑҫлаҫҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters