Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +17.3 °C
Как только дурак похвалит нас - он уже не кажется нам так глуп.(Ф. Ларошфуко)
 

Ad

Софья Савнеш: Шупашкарти чӑрӑшран хаклӑраххи пур-и?

Софья Савнеш11.12.2016 21:474982 views

Ҫӗнӗ ҫул… Асамлӑ вӑхӑт. Шупашкар урамӗсем каҫсерен тӗрлӗ тӗспе ҫуталса куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Чылай урамра чӑшӑр лартнӑ. Тӗп чӑрӑш – Республика тӳремӗнче. Аякаран пӑхсан, тен, хӑшӗ-пӗри елка теме те хӑяймӗ, конус пек ларать.

Кӑмӑла каять-и е ҫук-и вӑл – хакӗ вара ай-яй ҫыртать. Халӑх фрончӗн хастарӗсем шутланӑ та — унӑн кашни метрӗ 264 пин тенке кайса ларнӑ. Чӑрӑш 25 метр ҫӳллӗш. Ӑна вырнаҫтармашкӑн хула хыснинчен 6,6 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ.

Пӗлтӗр РЕН-ТВ телеканал Раҫҫейри чи хаклӑ чӑрӑшсем пирки сюжет кӑтартнӑ. Камера тӗлне пирӗн чаплӑ чӑрӑш та лекнӗ. «Регионсенчи чиновниксем хӑйне евӗр тупӑшу йӗркеленӗ: Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ хаклӑрах? Арифметика интереслӗ пулса тухнӑ. Пасарти хака илес пулсан, 1 метр чӑрӑша теттисемпе пӗрле лартмашкӑн 120 пин тенке яхӑн кирлӗ.

Мускавра, тӗслӗхрен, 1 метршӑн 208 пин тенкӗ тӳленӗ. Шупашкарта вара – 264 пин тенкӗ. Иркутск облаҫӗнчи Братск хулинчи чӑрӑш вара рекорд лартнӑ – 26 пин тенкӗ. Ҫапла майпа чиновниксен хысна укҫипе тунӑ харпӑр дизайнӗ пасар хакӗнчен 2 хут хаклӑрах пулса тухнӑ», — тенӗ сюжетра.

Раҫҫейри тӗп чӑрӑша вара кашни ҫулах Мускав ҫывӑхӗнчи вӑрмантан касса килеҫҫӗ. Ӑна ятарласа суйлаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, космосран тунӑ сӑнӳкерчӗке сӑнаҫҫӗ. Кӑҫал Собор лапамне 120 ҫул ӳснӗ, 30 метр ҫӳллӗш чӑрӑша илсе килнӗ. Ӑна кантӑк теттесемпе илемлетнӗ. Ытти вырӑнта, ҫав шутра Хӗрлӗ тӳремре те, искусственнӑй чӑрӑшсем лартаҫҫӗ.

Тӗнчери чи хаклӑ елка вара — Араб Эмиратӗнче. Вӑл 11 миллион доллар тӑрать. Ӑна 2010 ҫулта лартнӑ. Тӗрӗссипе, хӑй чӑрӑшӗ хаклӑ ларман. Ӑна илемлетмелли теттесемшӗн самай тӑкакланма тивнӗ. Теттесене хаклӑ йышши чулсенчен, ҫав шутра — ылтӑн, кевер, хатӗрленӗ. Тураттисенчен сехетсем, сулӑсем, мӑй ҫаккисем те ҫакнӑ.

Парижри чӑрӑш вара «тумӗпе» илӗртет. Ӑна универмагра лартнӑ. Чӑрӑш ҫине ҫакнӑ теттесем — хаклӑ йышшисем.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters