Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Дорогу выбирай любую, а родную страну не забывай.(Туркменская поговорка)
 

Ad

Владимир Степанов: Простота хуже воровства

Владимир Степанов17.12.2016 13:124108 viewsEdit Delete

Чӑваш Республикинчи тӳре-шара кӑмӑл-сипет тата культура шайӗ самаях уксахланипе тахҫанах чапа тухнӑ. Паллах, Н. Плотников илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсенче курӑмлӑ сӑмахсене юри, сӑтӑр тӑвас тесе чӑвашла ҫыртарман тесе каламастӑп. Ҫапах та... Ҫав вӑхӑтрах вырӑс каларӑшне те асра тытар: простота хуже воровства. Яваплӑ ҫынсен, пирӗн ертӳҫӗсем шутланаканскерсен, патшалӑх шухӑшлавӗ аталанса ҫитейменнине кӑтартать «перекетлӗх». Ҫурма ҫын шайӗнче ҫеҫ пулнӑран ӑсӗпе те ҫавӑн пекех.

Ҫав вӑхӑтрах патриотизм сӑмахпа витӗнсе тӑван халӑхпа ҫыхӑннӑ чылай ыйтӑва шовинизм шайӗнче пӑхасси йӑлана кӗрсе пырать. Калаҫуран, пичетрен, эфиртан наци курӑмӗ, наци туйӑмӗ, наци кӑмӑллӑхӗ, наци воспитанийӗ сӑмахсем тухса ӳкрӗҫ. Кун пекех пырсан шовинизмла воспитанипе патриотизмла воспитани хушшинче уйрӑмлӑх та юлмасть.

Тӳре-шаран тивӗҫлӗн ӗҫлес килменнине те палӑртать ҫакӑ. Ҫав вӑхӑтрах чӑваш культурин хакӗ чакнине те кӑтартать сӑмах «перекетлӗхӗ».

Простота хуже воровства каларӑш патнех таврӑнар-ха. Халӑх культури хавшани хӑрушӑ пулӑма палӑртать — Раҫҫей культури вӑйсӑрланнине пӗлтерет. Раҫҫей Федерацийӗн хӑвачӗ-терменӗ — тӗрлӗ халӑх культурисен хутӑшӗ. Аслӑ юханшыв пекех ку: юхса кӗрекен ҫӑлсем, ҫырмасем пулмасан — шывӗ типсех ларать. Раҫҫей патшалӑхне вӑйсӑрлатас тесен чӑн малтан вак халӑхсен культурине хавшатмалла. Улӑп-юман тымарӗсене пӗрерӗн пӗрерӗн кассан — мӗн пулать?

Чӑваш Республикинчи тӳре-шара паянхи кун ҫӗршывӑн — Раҫҫей Федерацийӗн вӑрттӑн тӑшманӗ пекех (пиллӗкмӗш колонна евӗр) хӑтланать. Тӑван халӑха патшалӑхран сивӗтет.

 

Владимир Степанов, «Самант» журналӑн редакторӗ, Чӑваш чӗлхи комиссийӗн пайташӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters