Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Познавать - это радость для того, в ком воля льва.(Ф.Ницше)
 

Ad

Таисия Ташней: Элтепер ҫуралнӑ тӑрӑхри Акатуй калаҫтарать

Таисия Ташней13.01.2017 13:275651 views

Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗринче, вӑл Правительство ҫумӗнче мар хаҫатсен шутне кӗрет, Михаил Игнатьев Элтепер ҫуралнӑ тӑрӑхра, Шупашкар районӗнчи Янӑшра, районти Акатуя ирттерме хыпарлакан информаци пичетленчӗ. Анчах темшӗн ку хыпара хӑшӗсем кутӑнла йышӑннӑ, ырӑ хыпар айне тем тӗрлӗ комментари хӑвараҫҫӗ. Республика ертӳҫи Михаил Васильевич вӑл тӑрӑхран пулнипе унта ирттереҫҫӗ, унтисем иртӗхеҫҫӗ тесшӗн.

Хам та Шупашкар район ҫынни пулнӑ май унти пурнӑҫа сӑнаса тӑратӑп. Район администрацине Георгий Егоров ертсе пыма тытӑннӑ хыҫҫӑн вӑл муниципалитетра Акатуя райцентрта унчченхи пек ирттерессине пӑрахӑҫланӑччӗ. Георгий Иванович республикӑри евӗртерех йӗркелеме пуҫланӑччӗ: ял тӑрӑхӗсем хушшинче конкурс ирттереҫҫӗ те ҫӗр ӗҫченӗн уявне ӑҫта йӗркелессине палӑртаҫҫӗ. Республикӑри Акатуй та ҫавӑн пек иртет-ҫке: Шупашкарта уявланипе пӗрлех пӗр-пӗр районта ирттереҫҫӗ. Шупашкар районӗнче вара Кӳкеҫре йӗркелемеҫҫӗ, пӗр-пӗр ял тӑрӑхӗнче пухаҫҫӗ.

Пӗлтӗрхи конкурсра Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗччӗ. Унчченхисенче — Тутаркасси, Ҫӗньял. Пӗлтӗрхи конкурсра ҫӗнтернӗ ял тӑрӑхне 10 миллион тенкӗ уйӑрса пама йышӑннӑччӗ. Укҫана ял тӑрӑхӗсем ӗҫсе-ҫисе ямаҫҫӗ, тӗрлӗ юсав, строительство, ытти-хытти валли уйӑраҫҫӗ. Пӗлтӗр, акӑ, ҫичӗ ял урамӗсенче ҫул сарма кӑна 6,5 миллион тенкӗ уйӑрассине пӗлтернӗччӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Васильев Вашук ялне газ кӗртес ӗмӗтлине те каланӑччӗ.

Кӑҫал Янӑш ял тӑрӑхӗнче Акатуй ирттерме шут тытнӑ. Ун валли пӗлтӗрхиллех 10 миллион укҫа уйӑрмалла. Тепӗр майлӑ каласан, районти Акатуй валли Михаил Игнатьев ҫуралнӑ ял тӑрӑхне 10 миллион тенкӗ уйӑрнинче нимӗнле криминал та ҫук.

Элтепере хӳтӗлет, ӑна йӑпӑлтатать тесе шухӑшлама кирлӗ мар: Михаил Васильевич манӑн тӑван та, кӳршӗ те, кумма та мар. Тӗрӗс марлӑха чунӑм йышӑнайманран чӑтаймарӑм — хамӑн шухӑша маларах асӑннӑ хыпар айӗнче те комментарилерӗм, кунта асӑнса хӑварас килчӗ.

Постскриптум вырӑнне: Вырӑнти тӳре-шара ку лару-тӑрӑва уҫӑмлатса пӗр комментари те ҫырманни мана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters