Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Мечта женщины - быть женщиной мечты.(Э. Севрус)
 

Ad

Валерий Алексин: Вӑрҫӑ умӗнхи Шупашкар

Валерий Алексин19.03.2017 15:364645 views

Дюис Ивлев, математик, профессор

Асаилӳ

Ехрем хуҫа ҫуртне хирӗҫ, Карл Маркс тата Володарский урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте, тӑватӑ хутлӑ «профессура ҫурчӗ» сарӑлса ларатчӗ. Ҫак ҫуртӑн 17-мӗш хваттерӗнче пурӑнаттӑмӑр эпир. Чӳречерен пӗр енне пӑхсан Атӑл курӑнатчӗ, тепӗр енчен — Будайка ялӗ, вӑл ытла та аякра ларнӑ пек туйӑнатчӗ. Хальхи «Электротавары» магазин пирӗн куҫ умӗнче ҫӗкленчӗ. Вӑрҫӑ умӗн ҫакӑнта иртрӗ манӑн ачалӑх.

Тӗпрен илсен кунта педагогика тата ял хуҫалӑх институтӗнче ӗҫлекенсем пурӑнатчӗҫ. Пӗрремӗш подъездри аялти хутри хваттере Андреев историк йышӑннӑччӗ. Ун тӑрринче ялхуҫалӑх институчӗн профессорӗ Березинь пурӑнатчӗ, виҫҫӗмӗш хутра Германов историк, ун тӑрринче Алатырцев филолог. Юнашар подъездри хваттерсене Баинкинсем, Никитинсем, Горшенинсем, Сутягинсем йышӑннӑччӗ. Пирӗн виҫҫӗмӗш подъездра Прокофьев физик, Миловидов преподаватель пурӑнатчӗҫ, пирӗн айри хваттере И.Д. Кузнецов историке панӑччӗ. Ӑна арестлесен ку хваттере В.Т. Харитонов килсе вырнаҫрӗ. Хирӗҫри 18-мӗш хваттерте Ширяев преподаватель пурӑнатчӗ, ӑна троцкист тесе тытса кайрӗҫ.

Ачалӑхри ҫак ӳкерчӗк куҫ умӗнчен каймасть: Атӑл еннелле тухакан пӳлӗмре, апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ сӗтел хушшинче, Петӗр Хусанкай сӑвӑ калать. Кӑтрарах ҫӳҫне хӑй вӑрӑм ӳстернӗ, хӑш-пӗр сӑмахсене уйрӑмах палӑртса пырать... Тепӗртакран ӑна та тытса кайрӗҫ.

Пирӗн аттене те пырса ҫапма пултарнӑ репресси хумӗ. В.И. Токсинпа ун шӑллӗне А.И. Иванова «халӑх тӑшманӗ» туса хунӑ хыҫҫӑн шӑл хӑйракансем тупӑннӑ. А.И. Иванов ман аннен аппӑшне качча илнӗччӗ, апла вӗсене тӑванлӑх енчен «тытма» пулать. Институтри парти пухӑвӗнче ҫак ыйтӑва ҫӗклеҫҫӗ, анчах темиҫе сасӑ ҫитменнипе тӑшман шыракансен лӑпланма тивнӗ. Ҫав ыйтӑвах обкомра сӳтсе яваҫҫӗ те пачах урӑхла йышӑну кӑлараҫҫӗ: «Данил Осипович партишӗн питӗ кирлӗ ҫын». Атте Д.Д. Данилов литературоведпа (вӑл пирӗн кукка пулатчӗ) судра П.П. Хузангая хӳтӗлеме хутшӑнчӗ. Тӗрмери тусӗсене те пӑрахмарӗ вӑл. Сӑмахран, И.Д. Кузнецова Инта лагерне К. Марксӑн нимӗҫле тухнӑ «Капиталне» чӑвашла куҫарма ярса пачӗ.

Вӑрҫӑччен пирӗн пата Етӗрне районӗнчи Сунар ялӗнчен асатте, Осип Федорович Ивлев, тӑтӑшах килсе ҫӳретчӗ. Ун чухне эпӗ пилӗкре кӑна пулнӑ. Вӑл мана тӑтӑшах Атӑл хӗррине илсе каятчӗ. Хӗрлӗ тӳрем урлӑ иртсе Крупская паркӗ ҫумӗпе Чебоксарка шывӗ урлӑ кӗперпе каҫаттӑмӑр, Роза Люксембург урамӗпе ҫӳлелле хӑпараттӑмӑр та Успени соборӗ умне ҫитсе чарӑнаттӑмӑр. Чиркӗвӗн тӑррине ишсе антарнӑччӗ, стени тӑрӑх ҫӳлтен хулӑн сӑнчӑр усӑнса тӑратчӗ. Аялти хутсенче краеведени музейӗ уҫнӑччӗ. Тӗлӗнмелле пысӑк та мӑнаҫлӑн курӑнатчӗ ҫак чиркӳ: ун умӗпе иртнӗ чух темле вӑй сана тытса пӑчӑртассӑнах туйӑнатчӗ.

Собор карнисӗ ҫинче кӑвакарчӑнсем йӑва ҫавӑрнӑччӗ, вӗсем пысӑк ушкӑнсене пуҫтарӑнса вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗвӗшетчӗҫ. Атӑл хӗрринчи Крестовоздвиженски чиркӗвне те кӑвакарчӑнсем иленнӗччӗ. Аякран пӑхсан мӗнле илемлӗччӗ ҫак чиркӳ! Атӑл тӑрӑх пӑрахутпа килекенсем ӑна чи малтан асӑрханӑ. Анчах ҫак чиркӗве те сирпӗтме пуҫланӑччӗ, каярахпа ӑна йӑлтах ишсе антарчӗҫ.

Хулари пысӑкрах урамсене чул сарнӑччӗ, хӑмаран тротуарсем хыватчӗҫ. Пӗр хушӑ пӗрене пуҫӗсене кӗскен каса-каса ҫул сарма тапратрӗҫ. Сӑмахран, Володарский урамне тӑршшӗпех пӗрене пуҫӗсем хурса тухрӗҫ. Анчах вӗсем ҫумӑрпа ҫӗклесе кайса хула ҫыннисене хӑшкӑлтарасах ҫитерчӗҫ. Вӑл вӑхӑтра асфальт мӗнне пӗлмен.

Электричество юписем ҫине хӗҫ тимӗр татӑкӗсем ҫапса вӗсем ҫине пуҫ шӑмми ӳкерсе хунӑччӗ, «не влезай, убьет!» тесе ҫырса хунӑччӗ. Хулари ҫырмасен хӗррисенче пӗр хутлӑ ҫуртсем туса лартнӑччӗ, пахчасенче чие тата улмуҫҫи ашкӑрса ӳсетчӗ.

...Эпир асаттепе Юрий Зайцев художникӑн пӗр хутлӑ ҫурчӗ (фтографийӗ) умӗпе иртетпӗр. Ку маншӑн питӗ паллӑ вырӑн, кунта эпир ҫемйипех сӑн ӳкерттерме ҫӳреттӗмӗр, атте ун хуҫине лайӑх паллатчӗ.

Атӑл ҫыранӗ патне ҫитиччен асатте енчӗкне хыпашлама пуҫлатчӗ, лавккана кӗрсе хаярри туянса тухатчӗ. Вара васкамасӑр ҫӳллӗ ҫыран ҫинчи сак ҫине вырнаҫаттӑмӑр. Пирӗн умрах Атӑл сарӑлса выртать. Мӗнлерех илем! Йӑлӑм енче, шӑпах пире хирӗҫ, капашсӑр пысӑк тирек курӑнса ларатчӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул ҫав тирек таҫта ҫухалчӗ: ҫыран ишӗлнипе шыва ӳкнӗ пуль тесе калаҫатчӗҫ.

Ларсан-ларсан асаттен те кӑмӑлӗ уҫӑлса каять. Вӑл хутаҫӗнчен васкамасӑр курка тата ҫыртмалли кӑларать, хуллен ярса ӗҫет, ҫырткаласа илет. Тата тепӗртак киленсе ларнӑ хыҫҫӑн эпир каялла ҫул тытатпӑр. Ун чухне милици таврашӗ хулара пулман пекехчӗ. Ҫутҫанталӑкпа киленсе сак ҫинче эрех ӗҫнине ун чух усал ӗҫ тесе никам та шутламан. Асаттен ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлне тата ҫакӑнпа та ӑнлантарма пулать: хамӑрӑн чӑваш патшалӑхӗн тӗп хулинче ларатпӑр-ҫке, куншӑн епле хӗпӗртемӗн! Ун чухне ялтан килнӗ ҫынсем Шупашкарта ҫунатланса ҫӳренине час-часах курма пулатчӗ.

Асатте кӗрӗк арки йӑваласа ларма юратмастчӗ. Кил хушшинче ларакан вутӑ сарайне вӑл тура тумалли мастерской туса хунӑччӗ. Выльӑх-чӗрлех пусакансем патне кайса михӗпе ӗне мӑйракисем тултарса килетчӗ те вӗсене пӑспа вӗрилентерсе тӳрлететчӗ, пӑчкӑпа шӑлласа тухатчӗ. Вӑл тӑвакан турасене хула майрисем пасарта ӑмӑртсах туянатчӗҫ.

Атӑл хӗрринче каннӑ хыҫҫӑн эпир хулана таврӑнатпӑр. Пирӗн каллех кӗпер урлӑ каҫса Хӗрлӗ тӳреме тухмалла. Кӗтесре ҫӑкӑр лавкки пурччӗ, ҫавӑнта шурӑ халатлӑ хӗрарӑм пӗчӗк урапа туртса тухатчӗ те мороженӑй сутма пуҫлатчӗ. Эх, мӗнлерехчӗ ун тути: ҫӗр ҫырли, хурӑн ҫырли, тата тем-тем техӗмӗ лайӑх туйӑнса тӑратчӗ. Мана хӑналамасӑр асатте кунтан мӗнле иртсе кайтӑр! Мороженӑй сутакан хӗрарӑм вафли савӑчӗ ҫине кашӑкпа ӑсса пылак ҫимӗҫ хурса алран тыттаратчӗ те эпӗ ҫӑтмах тӗнчинех анса каяттӑм. Ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа вара хваттере таврӑнаттӑмӑр. Пурнӑҫ ҫапла иккен: ваттин те, вӗттин те кашнин хӑйӗн савӑнӑҫӗ.

Пирӗн ҫурт картишӗнче чечек нумай акатчӗҫ, хулипе те ҫукчӗ ун пек ҫурт. Пур ҫӗрте те ача-пӑча хӗвӗшетчӗ. Вӑрҫӑччен кунтан инҫех те мар чаплӑ мунча туса лартрӗҫ, юнашарах Пичет ҫурчӗ. Хула тӗпрен илсен ҫак таврари лаптӑка шӑнӑҫатчӗ темелле. Ҫулла пур ҫӗрте те йывӑҫ-курӑк ешеретчӗ. Ача-пӑча паркӗнче ҫумӑр хыҫҫӑн темле хитре кӑмпа талккишӗпех тапса тухатчӗ. Эпир ҫавна курма ҫӳреттӗмӗр. Тахҫан ку вырӑнта лаша вити пулнӑ иккен, ҫавӑнпа тислӗк кӑмпи пӗтме пӗлместчӗ.

Хула ҫыннисем Атӑла ытараймастчӗҫ. Самай хытӑ юхатчӗ вӑл, шывӗ тап-тасаччӗ. Сӑнаса пӑхсан пулӑсем ишсе ҫӳренине те асӑрхама пулатчӗ: ӑшӑхрах вырӑнта вӗттисем явӑнатчӗҫ, шаларахра шултӑрисем вӑйлӑ хум кӑларса хӑваратчӗҫ.

Сылтӑм ҫырана пулӑҫсем хӑйсен йывӑҫ киммисене лартса тултарнӑччӗ. Час-часах хула тӗлӗнче пассажирсем турттаракан икӗ хутлӑ пӑрахутсем чарӑнатчӗҫ, почта пӑрахучӗсем кӑшкӑртса иртсе каятчӗҫ. Вӗресе тӑратчӗ Атӑл. Ывӑна пӗлмен буксирсем анаталла-тӑвалла сулӑсем сӗтӗретчӗҫ. Ҫак пӗчӗк пӑрахутсен ячӗсем мӗнлерехчӗ: «Смелый», «Отважный». Паллах, вӗсене нимрен хӑраман капитансем тытса пынӑ.

Атӑл тепӗр енӗ пачах урӑхлаччӗ. Хӗвеллӗ кун ҫырана хӑпарас тесе ҫич-сакӑр утӑм тусанах каялла шыва тарса кӗме тиветчӗ, хӗрсе кайнӑ хӑйӑр урасене ҫунтарсах илетчӗ.

Хӑйӑрлӑ ҫырана шӑтара-шӑтара чӗкеҫсем йӑва ҫавӑрнӑччӗ, сас пара-пара вӗсем пирӗн пуҫ тӑрринче чарӑнми явӑнатчӗҫ.

Ҫырана хӑпарса ҫитсенех шӑлан тӗмисем пуҫланатчӗҫ. Вӗсен кӑвар пек чечекӗсем ҫине тӗкӗлтурасемпе сӑпсасем пыра-пыра ларатчӗҫ, шӑрчӑксем курӑк хушшинче чӑрлатса сас паратчӗҫ. Чарӑнса тӑрса тӑнлатӑн та пӗтӗм тавралӑх сӗрлесе тӑрать иккен.

Ӑшӑх вырӑнсенче вӗтӗ пулӑсем йӑр та йар ишетчӗҫ, шыв тӗпӗнче хумлӑн-хумлӑн выртакан таса хӑйӑр тӑрӑх раксем таҫта тапаҫланатчӗҫ. Кунта хӑва айне пулнӑ пӗчӗк кӳлӗсем чылайччӗ, вӗсен ҫыранӗсем тӑрӑх ҫӳресе йытпуллисем мӗнле кӗшӗлтетнине сӑнаттӑмӑр, унтах шапа чӗпписем ниҫта кайса кӗреймесӗр сиккелетчӗҫ, вӗсем ытла та хунаса кайни пире хытӑ тӗлӗнтеретчӗ.

Хырлӑха ҫитиччен улӑх тӑрӑх самаях утмаллаччӗ. Темӗн тӗрлӗ чечек ешеретчӗ унта, хитре лӗпӗшсем вӗҫсе ҫӳретчӗҫ. Ӑҫта кайса ҫухалчӗ ҫакӑ?

Хулари ҫутҫанталӑк та ку вӑхӑтра илемлӗччӗ, анчах кӑшт урӑхларахчӗ. Лакрей вӑрманне ҫитсе кил-ха: ун илемӗ Атӑл тепӗр енчи пек «кӗрлесе» тӑмастчӗ. Кӗркунне вара ҫак вырӑн пушшех те ӗлккенленсе каятчӗ. Ура айӗнче ҫулҫӑсем чӑштӑртататчӗҫ, йӗкел мӗн чухлӗ тӑкӑннӑ — иртме ҫук.

Шупашкар тӗлӗнче Атӑла юхса кӗрекен юханшывсем самай сарлака та тарӑнччӗ ун чух. Сӑмахран, Кайбулка хӑвӑрт юхни пире, вӗт-шакӑра, питӗ тӗлӗнтеретчӗ.

Хӗлсем вара вӑл тапхӑрта питӗ сивӗ килетчӗҫ. Ҫуркунне ҫитмесӗрех ӑшӑтса пӑрахнине астумастӑп. Килтен тухнӑ-тухманах йӗлтӗр ҫине тӑма пулатчӗ. Атӑл хӗрринчен инҫе мар «Спартак» стадион пурччӗ, унта конькипе ярӑнма ҫӳреттӗмӗр. «Энергия» тата «Сталинец» стадионсенче те конькипе ярӑнатчӗҫ.

Ҫуркуннехи чи тӗлӗнмелли вӑхӑт — пӑр кайни. Ҫакна хытӑ кӗтеттӗмӗр. Малтанах Атӑл ҫийӗн хывнӑ ҫулсем-сукмаксем пӑр куҫнипе «хуҫӑлма» пуҫлатчӗҫ. Тепӗртакран пӑр куписем чарӑнми юхса иртме пуҫлатчӗҫ, вӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса катӑлма, купаланса ларма пуҫлатчӗҫ. Ҫак вӑхӑтра Атӑл ҫийӗн темӗнле куҫа курӑнман вӑйлӑ хум кассӑн-кассӑн явӑннӑ пек туйӑнатчӗ, ҫав хум ҫынсене вӑй кӗртсе хӑпартлантарса яратчӗ пулмалла. Пӗтӗм хула Атӑл хӗррине тапса тухатчӗ. Пӑр кайнине сехечӗ-сехечӗпе пӑхса тӑма пулатчӗ.

Пӑр кайни ҫуркунне пуҫӗпех килсе ҫитнине те пӗлтеретчӗ. Кӗтнӗ вӑхӑт тинех ҫитрӗ...

 

1948 ҫулта эпӗ вӑтам шкул пӗтертӗм, ҫӑва тухсан Шупашкартан чылайлӑхах тухса кайрӑм. Вакун тамбурне тухса тӑван хулапа сывпуллашнӑ чух чуна хурлӑхлӑ туйӑм пусса килчӗ, анчах малашлӑх ҫинчен ҫинчен шутлани ҫав туйӑма пусарма пулӑшрӗ. Тепре куриччен, Шупашкарӑм!..

Пурнӑҫ «кӑнтӑрли» урлӑ каҫни тахҫанахчӗ ӗнтӗ, ҫав тапхӑрта эпӗ Шупашкара каялла куҫса килтӗм. Хулам паллама ҫук улшӑннӑччӗ. Эп ас тӑвасса пахчасенче ӑҫта пӑхан ҫаврӑнта тем пысӑкӑш хӗвелҫаврӑнӑшӗсем тӳпенелле туртӑнатчӗҫ, хӗп-хӗрлӗ помидорсем пиҫетчӗҫ. Халӗ ҫав вырӑнта тимӗр бетонран васкаварлӑн хӑпартнӑ ҫуртсем лартса тултарнӑ. Ӑҫта пӑхан унта транспарант, «прогресс» сӑмах тӑтӑшах тӗл пулать. Анчах чаплӑ сӑмаха вӗҫӗм асӑнни пурнӑҫ малалла кайнине пӗлтерет-ши?

Ҫакӑн пирки шутласан ирӗксӗрех авалхи Китай ӑсчахӗ Лао-Цзы калани аса килет:

...Верные слова не изящны,

Красивые слова не заслуживают доверия.

Добрый не красноречив,

Красноречивый не может быть добрым.

Знающий не доказывает, доказывающий не знает.

Совершенномудрый не копит,

Он делает для людей и отдает другим...

Эп ас тунӑ тапхӑрта Шупашкар пурнӑҫне тӗпрен мӗн улӑштарчӗ? Чи малтанах 1937 ҫула асӑнас пулать, ҫавӑн чух пачах «урӑхла» пурнӑҫ пуҫланчӗ. Ун хыҫҫӑн вӑрҫӑ, хулана ҫын нумай килсе тулчӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ майӗпен «тикӗсленсе» пычӗ. Кӗҫех Атӑла пӳлсе хучӗҫ, Шупашкар йӑлтах улшӑнчӗ, ун урамӗсемпе юханшывӗсем кӑна мар, ҫыннисем те паллама ҫук урӑхланса кайрӗҫ.

Анчах тем тусан та иртсе кайнӑ вӑхӑта, Малтанхи Атӑла тавӑраймӑн...

 

2007 ҫул

Пичете В. Алексин хатӗрленӗ.

Д.Д. Ивлев 1930 ҫулта Шупашкар хулинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче преподавательте ӗҫленӗ Д.О. Ивлев ҫемйинче ҫуралнӑ. 1948 ҫулта вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. 1959 ҫулта ҫирӗм тӑххӑрта физикӑпа математика наукисен докторӗ пулса тӑнӑ. Воронеж университетӗнче, Мускаври Бауман ячӗллӗ физикӑпа техника университетӗнче кафедра ертӳҫи пулнӑ, каярахпа Пӗтӗм Союзри политехника институтӗнче ӗҫленӗ. 1982 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ.

Д.Д. Ивлев «Известия РАН. Математика твердого тела», «Прикладная математика и механика» журналсен редколлегийӗнче тӑнӑ. Ӑна «Раҫҫей наукин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Вӑл ертсе пынипе 120 физикӑпа математика наукисен докторӗпе кандидачӗн диссертацийӗсене хӳтӗленӗ. Математика наукисӗр пуҫне вӑл публицистикӑра та палӑрнӑ, «Короли и академики» кӗнеке кӑларнӑ (1999).

Д.Д. Ивлев 2013 ҫулхи мартӑн 13-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.

 

Ӳкерчӗксенче: Ивлевсен ҫемйи; Атӑл хӗрринчи сӑра ларекӗ; Колхоз пасарӗ; Шупашкар пристанӗ; Чебоксарка шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер; Дюис Ивлев

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (2)]

Comments:

2017.03.20 11:21
Аçтахар Плотников
The comment was deleted.:
Тимĕр Акташ // 3255.66.5737
2017.12.01 15:32
Питĕ кăсăклă аса илÿсем!
1. Пирĕн чăваш семье Тутар АССР Чистай-Аксу тăрăхĕнчен Шупашкара 1957-мĕш çулта куççа килнĕ. Авалхи Шупашкар асра халь те куç умĕнче пекех.
2. Дюис Ивлевпа профессорпа, вăл Шупашкара таврăннă хыççăн, эпир Чăваш патшалăх университетĕнче пĕр тапхарта ĕçлерĕмĕр. Паллашрăмăр. Шăкăл-шăкал калаçрăмăр. Кайран унпа унăн мăнукпа (арçыначапа) Шупашкарти пляжра, Атăл хĕрринче тĕлпултăмăр.
3. Ивлев - ăслă, ырă кăмăллă çын пулнăччĕ. Чăваш халăхăн элита çынни. Пирĕн халăх унпа мăнаçланма пултарать.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters