Эпĕ ялти шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетĕп, çавăнпа хама чăваш литературине пĕлетĕп теме пултаратăп. Чăваш çыравçисен пултарулăхне шкул программине кĕнĕ хайлавĕсем тăрăх çеç хакламастăп. Шкул ачисене малтанрах çыравçăсен чăваш халăх поэчĕ е писателĕ текен ятсем пурри çинчен вĕрентме тăрăшаттăмччĕ. Кабинетра стенд та пурччĕ. Анчах çак ятсене тăван литературăшăн нимех те тăвайманнисем те илме пуçласан çак ятсем хакран тухнине ăнлантăм та - халь аса та илтерместĕп. Çеçпĕлĕн те, Ивановăн та çак ятсем çук, анчах та вĕсем пирĕншĕн чи çутă çăлтăрсем. Марина Карягина поэта хисеплетĕп, унăн шухăшĕпе килĕшетĕп. Шкул библиотекинче хăш-пĕр çыравçăсен тем хулăнăш романĕсем тусанланса выртаççĕ - эпĕ вĕсене вуламастăп та, никама та сĕнместĕп. Анчах та авторĕсем - çав чаплă ята илнĕ, тен, туяннă...
Акулина // 8062.5.3941
2017.03.22 22:05
Ытти халăх çыравçисен пур-ши çавăн пек ятсем? Народный поэт России тенине нихçан та илтмен эпĕ - вырăс çыравçисене мĕнле хисеплĕ ятсем параççĕ-ши? Ман шутпа, Чăвашра çак ятсене пама пăрахмалла. Халăх юратса вулать пулсан - унран хаклăрах хисеп пур-ши? Тата, вулаççĕ-ши сирĕн хайлавăрсене, хисеплĕ çыравçăсем? Библиотекăсем çулсерен чи нумайрах вуланакан кĕнекене е автора мĕнле суйланине те пĕлетĕп. Хăш-пĕрисене çÿлтен хушнипе мала кăлараççĕ. Паллах, Улькка Элмен евĕрлисене вĕсен шутне кĕртмелле мар. Светлана Асамат - маттур сăвăç ĕнтĕ. Анчах та Чăваш халăх поэчĕ ята илмелĕхех ÿссе çитеймен-ха. Давыдов-Анатри е Кипеч илнĕ пулсан (Теветкел вĕсенчен те лайăхрах, хăюллăрах çырать - мĕншĕн ăна сиктерсе хăварнă-ши?) - ыттисен кĕвĕçÿ туйăмĕ çуралма пултарать пуль çав...
Акулина // 8062.5.3941
2017.03.22 22:17
Пӗри «Ман чухлӗ никам та халӑх умӗнче сӑвӑ вуласа ҫӳремест, мана халӑх пӗлет, халӑх ҫыравҫи тесе шутлать!» — тет, тепри: «Мӗншӗн халь те пӗр хӗрарӑма та халӑх ҫыравҫи ят паман — ку тӗрес мар!» тет, тата тепри: «Эпӗ хам укҫапа (!) 30 ытла (!) кӗнеке кӑлартӑм, ку ята эпӗ тахҫанах тивӗҫлӗ!» — тесе кӗмсӗртетет...
Чăваш халăхĕ, ЮНЕСКО шучĕпе, Çĕр çинчен çухалма хатĕрленекен халăхсен йышĕнче. Çыравçăсем - халăх тĕкĕрĕ. Эсир пĕр-пĕринпе харкашса пурăнсан, тăван халăха упраса хăварассишĕн мар, хăвăр чапшăн çеç тăрăшсан тепĕр 50 çултан (кун пирки пĕр чăваш çырнăччĕ нумаях пулмасть), чăнах та, чăвашăн шăрши те юлмасть çĕр çинче.