Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Хорошему управляющему надо уметь слушать не меньше, чем говорить.(Л. Якокка)
 

Ad

Николай Теветкел: «Капкӑн» журнала кап! кӑна хупса лартмалла-ши?

Николай Теветкел07.04.2017 17:396647 viewsEdit Delete

Шухӑшласа пӑхар-ха...

 

Кулӑш кустӑрмине кустаракансем нихҫан та ҫухалмаҫҫӗ. Кулӑш кустӑрмине хура халӑх та, ҫӳлти пусӑмри аристократи те яланах кустарнӑ. Кустарать те... Иртнӗ саманари чи йывӑр вӑхӑтсенче те пичет урлӑ шухӑшсӑр пулӑмсенчен тӑрӑхласа куласси ҫухалман. Ҫак ӗҫе ҫав тери пултаруллӑ, ҫивӗч ӑслӑ Иван Мучи пуҫласа янӑ чи малтан. Ҫынсен ҫӑткӑнлӑхне, ухмахлӑхне ҫав тери вичкӗн чӗлхепе тӑрӑхласа ҫыракансен ушкӑнӗ пӗчӗк пулман. Епле манса кайӑпӑр чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер ҫырса хӑварнӑ «Хыткукарсем», «Тамаша» ятлӑ сӑвӑлласа ҫырнӑ шӳтлӗ калавӗсене? Ҫав хушӑрах Шӑпчӑк Ҫӗпритунӗ, Марк Аттай, Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ, Ухсай Яккӑвӗ, Аркадий Эсхель, Стихван Шавлы, Леонид Агаков, Александр Артемьев епле вичкӗн те йӗплӗ чӗлхепе халӑх умне тухса халӑх кӑмӑлне ҫавӑрма пултарни ҫинчен пичетре сахал ҫырман. Акӑ мӗнле ҫырнӑ чӑваш халӑх поэчӗ хӑйӗн ҫул романӗнче автансем епле ҫапӑҫни ҫинчен йӑлтӑр! кулкаласа:

«Пур вӗсен хӑйне кура

Тактика манерӗ...»

Кулӑш жанрӗнчи автанлӑх тактики, тем тесен те, ӑслӑрах та ҫивӗчрех пулнипе ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Ҫакӑ вулакана илӗртет те. Хальхи ҫыравҫӑсене те ҫакнашкал меслетпе усӑ курма сӗннӗ пулӑттӑм.

Мана иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсем аса килеҫҫӗ. Эпир — ҫамрӑксем — час-часах «Капкӑн» журналпа «Коммунизм ялавӗ» кӑларса тӑракан «Йӗплӗ ҫӑмах» тавра явӑнаттӑмӑр. «Капкӑн» журналта Иванов-Таҫук, Никита Волков вӑй хуратчӗҫ. Никита Волков мана час-часах «ҫамрӑк капкӑнҫӑ» тесе йышӑнатчӗ. Иванов-Таҫук вара «Капкӑн» журналӑн пултару хӗвелӗ вырӑнчехчӗ. Кунта Вениамин Тимаковӑн, Геннадий Кузнецовӑн, Василий Самайлов-Эверккелӗн, Василий Эктелӗн шӳтлӗ калавӗсемпе йӗплӗ сӑввисем сахал пичетленмен.

Чӑваш халӑх писателӗн — Юхма Мишшин те Путӗш Патянӗ «Капкӑн» журналта сахал мар вырӑн тупнӑ. Ку журналта пӗр вӑхӑт Виталий Енӗш те ӗҫлерӗ. Ҫапах та хамӑн ҫинчен те каласа хӑварас килет. 1958 ҫулта ӳнер училищине вӗренме кӗтӗм, шӳтлӗ ҫаврӑмсене сӗнсе пӑхма «Капкӑн» журнала кӗрсе тухрӑм. Тӑватӑ йӗркеллӗ кӗске ҫаврӑмсемпе паллаштарӑп. Ҫаксемччӗ вӗсем:

Ятне вӑл тӳпери хӗвел пек тесшӗн

пухусенче шырать ҫук тивӗҫне.

Пуҫларӗ халь ту ҫӳллӗш ӳстермешкӗн

Чӗрне хӳри пек пӗчӗкҫӗ ӗҫне.

 

Ҫӳретӗн вӑрттӑн каюра пек эсӗ,

ҫынсемшӗн вӗҫӗм шӑтӑксем алтан.

Халь, пилсӗрскер, палтлатрӑн сисеймесӗр

хӑв алтнӑ шӑтӑках эс чи малтан.

 

Аркадий Эсхеле манӑн ҫаврӑмсем килӗшрӗҫ...

Халӗ ӗнтӗ хамӑр та тахҫанхи ҫамрӑк ҫулсенчен хӑпнӑ теме пулать. Анчах та ҫав ҫамрӑк ҫулсен шӑв-шавӗ халӑхран кайман-ха. Йӗплӗ сӑмахсем те тупӑнсах тӑраҫҫӗ, шӳтпе кулӑш ҫаврӑмӗсем те тӑтӑшах ӳкеҫҫӗ умри хут ҫине.

Халӑх хушшинчи ҫавра сӑмахсем, шӳтсем, кулӑшла пулӑмсем «Капкӑн» журнала чӗрӗлӗх парса тӑратчӗ. Кулӑш журналӗ, тем тесен те, пирӗн самана сывлӑшӗ. Ӗлӗк ӑна темиҫе ҫын кӑларса тӑнӑ. Хальхи пек пӗр ҫын ҫеҫ мар. Апла пулин те пирӗн «Капкӑнӑн» халӗ те шӑлӗ мӑкалнӑ тесе калама чӗлхе ҫаврӑнмасть. Вӑл пурӑнать — ҫакӑ паха! Журнала пулӑшмалла. Вирлӗ тапкӑ пама ан чарӑнтӑр тесе чӗнсе калас килет. Тӗрлӗ йӑх-яха, тӗрлӗ тамашаллӑ ӗҫ тӑвакансене журнал страницисенче курма пӑрахсан чӑваш чӗлхи чӑнласах та юрӑхсӑра тухма пултарать. Вара ӗнсене кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫмалли кӑна юлӗ.

 

Николай Петровский-Теветкел, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ.

Ӳкерчӗк ҫинче: «Капкӑнӑн» кивӗ номерӗнчи сӑн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters