Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Пьянство есть упражнение в безумстве.(Пифагор)
 

Ad

Ireklekh: Чӑваш Республикин пысӑккӑшӗ

Ireklekh22.05.2017 05:455201 views

Чӑваш Республики Раҫҫей Федерацийӗн Европӑри пайӗн варринче, Сӑрпа Сӗве хушшинче вырнаҫнӑ. Хӗвеланӑҫӗнче вӑл Чулхула облаҫӗпе, ҫурҫӗрте Мари Эл, хӗвелтухӑҫӗнче Тутарстан Республикипе чикӗленет, Мордва Республикипе Ульяновск облаҫӗ - кӑнтӑр енчи кӳршисем.

Лаптӑкӑшӗпе пысӑках мар пулин те (Федерацири 89 субъектран 81-мӗш вырӑнта) Чӑваш Республики этем йышӗпе йӑвӑ - 1 тӑваткал ҫухрӑма 74,3 ҫын тивет (йӑвӑлӑх тӗлӗшӗпе 4-мӗш вырӑн). 18 пин тӑваткал ҫухрӑмран кӑшт ытларах лаптӑкӗ ҫинче миллион ҫурӑ ҫын пурӑнать, вӗсенчен 40 процента яхӑн – ялта. Пӗтӗм халӑхӑн 67,8 проценчӗ - Республикӑри титуллӑ наци. Чӑвашсем, халӑх йышӗпе илес пулсан, Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑнта.

Лаптӑкӗпе пирӗн Чӑваш Республики Европӑри ҫак ҫӗршывсенчен пысӑкрах: Черногори, Люксембург, Андорра, Мальта, Лихтенштейн, Сан-Марино, Монако, Ватикан. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ен Азири нефть сутакан ҫак ҫӗршывсенчен пысӑкрах: Бахрейн, Бруней, Кувейт, Катар… Пирӗн Республика Израильтен, Ливанран, Сингапуртан та пысӑкрах. Ҫурҫӗртен кӑнтӑралла унӑн территорийӗ 190 ҫухрӑма, хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫ енелле 160 ҫухрӑма тӑсӑлать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Agabazar // 4253.67.1996
2017.05.28 19:02
Agabazar
Йăвăлăх пысăккипе ытлашши мухтанма кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен ку япала республика лаптăкĕ пĕчĕк пулнипе çыхăннă.

лаптăкĕ кăшт пысăкрах пулнă пулсан — йăвăлахăн шăрши те юлас çукчĕ, тен. Тата çакна манмалла мар — Чăваш республикинче çынсен шучĕ хăвăрт чакса пырать. Çав шутра чăвашсен шучĕ те, шайĕ те чакать. Саванмаллисемех çук кунта.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters