Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Пьянство есть упражнение в безумстве.(Пифагор)
 

Ad

Юрий Яковлев: Суккӑр тата хӑлхасӑр вӗреннӗ чӑвашсем пирки. Пӗрремӗш ҫавра

Юрий Яковлев21.06.2017 23:039358 views

Колумб карапӗсем ҫывхарса килнине (1492) Кариб утравӗсем ҫинче пурӑнакансем курман. Тӗн пуҫӗ (шаман) кӑна тинӗс темле вӗттӗн-вӗттӗн хумханса чӗтреме пуҫланине асӑрханӑ. «Ку мӗне пӗлтерет-ши?» – тесе вӑл пуҫне ҫӗмӗрнӗ. Кашни кун вӑл ҫыран хӗрне тухнӑ та инҫете сӑнанӑ. Тинкерсен-тинкерсен вӑл аран-аран шывпа пӗлӗт хушшинче карапсене уйӑрса илнӗ. Хӑй мӗн курнине ыттисене каласа панӑ. Ыттисен те куҫӗсем уҫӑлнӑ – индеецсем карапсене кура пуҫланӑ.

Тӗнчери пулӑмсене, япаласене тытса илес, ӑсласа илес тӗлӗшпе паянхи чӑваш ӑс-тӑнӗ Колумб вӑхӑтӗнчи индеецсене аса илтерет. Леонардо да Винчи калашле: «Пӑхатпӑр, анчах курмастпӑр. Итлетпӗр, анчах илтместпӗр…».

2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлхӗсен институтӗнче чӑваш тӗнчишӗн, чӑваш шӑпишӗн пӗлтерӗшлӗрен те пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса иртрӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе «Иван Яковлевич Яковлев патне малалла!» тесе ирттернӗ Г.Н. Волков ку ҫул йӑнӑш пулни пирки пӗлтерчӗ. Кӗҫтенттин Иванова халалласа ӳкернӗ ӗҫсем умӗнче вӑл чунне уҫрӗ. «Чӑваш халӑхӗ умӗнче эп айӑплӑ… Каҫару ыйтатӑп… Иван Яковлевич Яковлев иккен коварный русификатор», – терӗ вӑл.

Геннадий Никандрович Волков сӑмахне вӗреннӗ чӑвашсем илтмӗш пулчӗҫ. Ним пулман пекех эпир ҫаплах Чӑваш чӗлхи кунне И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кун паллӑ тӑватпӑр. Волков тӗнчекурӑмӗ, философийӗ улшӑнни пирки ыттисене те пӗлтерес тесе эп нумай-нумай ҫынпа калаҫрӑм, «Хыпара» та ҫыртӑм. Г.Н. Волковӑн хӗрех кунне асӑнса ҫырнӑ терленчӗке эп «Шурӑ кашкӑран юлашки юрри (Геннадий Волков вӑрттӑнӗ пирки)» тесе ят патӑм. А.П. Леонтьев унран «Шурӑ кашкӑр ҫинчен» хӑварнӑ («Хыпар», 2011, нарӑс, 3). Юлашки юрри те, вӑрттӑнӗ те ҫухалнӑ эп ҫырнинче. «Хыпар» редакторӗ Г.Н. Волков И.Я. Яковлев пирки мӗн каланине туртса пӑрахнӑ. Яра кун аслати авӑтнипе танлашакан Волковӑн сӑмахӗсемшӗн ҫырнӑччӗ эп хам статьяна. Халӗ эп ӑна вулакана сӗнесшӗн. «Сан ӗҫ акасси. Акни хӑҫан шӑтса тухать – вӑл сан ӗҫ мар», – тесе хавхалантаратчӗ мана Владислав Зотиков ҫул пуҫламӑшӗнче. Хамӑн ӗҫе эп шӑплӑха, космос шӑплӑхне хӑй скульптурисене кӗртнӗ ӑстана халаллатӑп…

 

ШУРӐ КАШКӐРӐН ЮЛАШКИ ЮРРИ

(Геннадий Волков вӑрттӑнӗ пирки)

«Этем вӑл — вӑрттӑнлӑх? Ун тупсӑмне тупмалла. Ӗмӗр тӑршшӗпе ун тупсӑмне шырарӑн пулсан — вӑхӑта сая ятӑм тесе ан кала. Эп ҫак вӑрттӑнлӑха тимлетӗп, ҫак ӗҫпе пурӑнатӑп, мӗншӗн тесен ман этем пулас килет», — тенӗ Федор Достоевский.

«Ҫӑка ҫулҫи ҫаврака, мӗн каласа ҫырнӑ-ши? Эпир кунтан кайсассӑн, мӗн каласа юлӗҫ-ши?» — юрлать пирӗн халӑх.

«Турӑ тума кирлӗ мар Геннадий Никандровичран (хӑй пурӑннӑ чухне те кирлӗ марччӗ — шел, ку тӗлӗшпе пӗрисем юлашки вӑхӑтра ытлашшипех тӑрӑшрӗҫ), — яланхилле татса каларӗ Валери Туркай (Хыпар, 2011, кӑрлач, 22). — Турӑ пулман Геннадий Волков. – Ҫын пулнӑ. Чӑн-чӑн ҫын? Хӑйӗн паха енӗсемпе. Хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемпе».

Геннадий Никандрович Турӑ пулнипе пулманнине ӑҫтан пӗлет-ши Валерий Владимирович? Сылтӑм кӗсъере вӑл Библи чиксе ҫӳретчӗ. Волков пирки калани: «Хӑвна валли кумир ан ту», – тени пулать ахӑртнех… Анчах ӑнланма пулать-ши Г.Н. Волкова Библи куҫӗпе? Ҫук пулӗ… Ун пек пӑхсан Геннадий Никандрович туркайла Волков пулса тухать: «Ҫынлӑх, ҫынлӑх, ҫынлӑх…» Ҫын пирки ним калама аптрасан эпир: «Лайӑх ҫын», – тетпӗр. 1985 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫырнӑ ҫырура (Г.Н. Волков ҫырӑвӗсене упранӑшӑн тата вулакан патне ҫитернӗшӗн В.В. Туркая чыс та мухтав) Геннадий Никандрович хӑй те «лайӑх ҫын» пулманнине йышӑнать: «Хӑш-пӗр чух шухӑшлатӑп та: хам ҫунтӑм-ҫунтӑм та – арӑма та ҫунтарса ятӑм». «Ҫынлӑх, ҫынлӑх, ҫынлӑх…» тени Геннадий Никандровича тӗрӗс ӑнланас ҫул-йӗртен пӑрса ярать. «Тен, утӑм хыҫҫӑн утӑм халӑхах пулса ҫитӗпӗр», «Халӑх пулсах ҫитетпӗр пулӗ-ха», – тет Геннадий Никандрович. «Ҫапла мар-и?» – ыйтать Валери Туркайран. Туркай сулахай кӗсъере «Заратустра ҫапла каланӑ» кӗнеке чиксе ҫӳренӗ пулсан Волкова ӑнланатчӗ те-и, тен? Турӑ чурисене «Ҫапла мар-и?.. Ҫапла мар-и?..» тенисем кӑлӑхах. Вӗсемшӗн вӑрттӑнлӑх ҫук. Вӗсене йӑлт паллӑ. Вӗсене чиркӳре пачӑшкӑ ӑнлантарса парать… Г.Н. Волковшӑн халӑх вӑл паянхи аташнӑ, чӑваша чӑваш тӑвакан хаклӑхсене ҫухатас патне ҫитнӗ халӑх мар. Вӑл темле идеаллӑ, ӗмӗтри, юмахри халӑх. «Этнопедагогика» вӑл – ҫав халӑха валли ҫырнӑ педагогика. Геннадий Никандровича Ницше Übermensch тенӗ пулӗччӗ. «Упа-упа утаман, ик урапа утакан. Пур кайӑкран хытӑрах мӗкӗрттерсе улакан», – тесе утма вӗрентет чӑваш хӑйӗн пепкине? Унран вӑл ахаль ҫын мар – упа-упа утаман, кашкӑр-кашкӑр кашаман тӑвасшӑн? Касаксем хӑйсен община-лагерне каш тенӗ… «Эпӗ кашкӑр-кашаман, эпӗ упа-утаман…» Геннадий Никандрович вӑл – ҫурӑм шӑммине хуҫман, чун ирӗклӗхне упракан чӑвашӑн кашкӑр-кашаманӗ… Übermensch. Касаккасинче кун ҫути курнӑ тепӗр кашкӑр-кашамана – Ҫеспӗл Мишшине – ас тӑвӑр-ха: «Пӑталарӗҫ тӑван ҫӗршыва! // Эп ӑна виличчен саваканӗ, // Ҫӑлӑнӑҫ патнелле ҫул хывап». Геннадий Никандрович та чӑваша (чунӗпе этем тӗсне ҫухатса усал выльӑха ҫаврӑна пуҫланӑ паянхи чӑваша мар – чӑн чӑваша) – Ҫӑлаканӗ. Турӑ ҫӗр ҫине янӑ Ҫӑлакан? Еврей Турри мар – чӑваш Турри чӑвашсем патне янӑ Ҫӑлакан… Хуначи Кашкӑр. Геннадий Никандрович псевдонимӗ авалхи халаппа ҫыхӑннӑ. Сӗм-вӑрманта ҫӗтсе кайнӑ, тӑшмансем ҫавӑрса илнӗ гуннсен пӗр йӑхне шурӑ кашкӑр хӑй хыҫҫӑн ертсе кайса пӗтесрен ҫӑлса хӑварать… Чӑвашшӑн тапакан чӗресем Геннадий Никандровича чӑнах та ҫӑлакан пек куратчеҫ, туятчӗҫ…

1986 ҫулта Геннадий Никитич Степанов философ мана, тӑваттӑмӗш курс студентне, (преподовательпе эпир университет ҫӗр улми кӑларма ярсан туслашрӑмӑр) Г.Н. Волковӑн 1975 ҫулта тухнӑ «Юманпа Хӗвел» кӗнекине парнелерӗ. Геннадий Никандрович уншӑн Турӑччӗ. Кӗнекене вӑл тӗнчери чи таса япала пек тытни, «Хуначи Кашкӑр», «Геннадий Никандрович» тенӗ чух ун сасси пӑлханнипе чӗтрени халӗ те куҫ умӗнчех…

Хӗвел ҫинче те пӑнчӑсем пур. Шурӑ Кашкӑрӑн та ахӑртнех пӑнчӑсем пур. Ҫӗн йӗркелӳпе килнӗ наци чӗрӗлӗвӗ вӑхӑтӗнче (1987 – 1997) Ҫеҫпӗлле «Чӑваш, чӑваш чӑваш…» теекенсем Геннадий Никандровичра ҫитменлӗхсем курман. Наци чӗрӗлӗвӗ иртсен, чӑвашӑн мӑчаварӗсем те ҫын ҫинче вырӑсла калаҫа пуҫласан Шурӑ Кашкӑра Хура Кашкӑра кӑларма пуҫларӗҫ. Уйрӑмах ват кашкӑрсем тапӑна пуҫларӗҫ Шурӑ Кашкӑра, ҫамрӑкраххисем те юлмарӗҫ. «Волков пирки эп яланах иккӗленсе, – теме пуҫларӗ пурнӑҫ веҫӗнче Геннадий Исаев сӑрӑҫ тата шухӑшлавҫӑ. – Вӑл нимле ырӑ ӗҫ те туман. Эп ӑна тахҫанах пӗлеп – вӑл ҫиелтен шӑйӑрттаракан ҫын анчах. Арӑмӗ вырӑс, ачисем чӑвашла пӗлмеҫҫӗ». «Вӑл ӗнтӗ икӗ хутчен авланнӑ, – терӗ Хветӗр Уяр. – Ун арӑмӗсем вырӑс». Геннадий Никандрович тыткаларӑшне, сассине… ӳкерсе илнӗ В.А. Иванов та: «Хуйхӑсем хыҫҫӑн пусӑрӑнчӗ, пусӑнчӗ», – теме пуҫларӗ…

Шурӑ Кашкӑр ватӑ пулсан та Шурӑ Кашкӑрах… Вӑл халӑха ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ ҫине илсе тухасшӑн юлашки вӑйне пухса та пулсан малалла талпӑнать… 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлхӗсен институтӗнче «Константин Иванов тата унӑн вилемсӗр эткерӗ» ятлӑ конференци иртрӗ. Геннадий Никандрович зала юлса кӗчӗ… Ӑна президума чӗнмерӗҫ… Фойере Кӗҫтенттин Иванова халалласа ӳкернӗ ӗҫӗсен куравне уҫнӑ чухне Геннадий Никандрович кӗске сӑмах каларӗ. «Чӑваш халӑхӗ умӗнче эп айӑплӑ… Каҫару ыйтатӑп… Иван Яковлевич Яковлев иккен коварный русификатор», – терӗ. Ку Шурӑ Кашкӑрӑн юлашки юрри пулчӗ теес килет ман… Пурнӑҫ тӑршшӗпе тунӑ ӗҫ йӑнӑш пулнине йышӑнма чунпа чӑн паттӑр пулмалла…. Геннадий Никандрович каланӑ пулӗччӗ: «Чечен пулмалла»…

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Шыравçă32 // 4182.68.4835
2017.06.22 12:58
Яковлева хурланипех мала каяймăр-ха. Волков та пурне те тĕрĕс пĕлмен

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters