Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Определяет судьбу человека то, как он понимает себя.(Торо)
 

Ad

Леонид Атлай: Пултаруллӑ ҫыравҫӑн кивелми тӗнчи

Леонид Атлай22.11.2017 13:385872 viewsEdit Delete

(Л.Н. Сачковӑн юбилейӗ ҫитнӗ май)

 

Хур кайӑксем карталанса вӗҫетчӗҫ,

Алӑ сулса ӑсатрӑм вӗсене.

Кӗрхи ҫанталӑк куҫҫульпе йӗретчӗ,

Текерлӗк ҫеҫ шыратчӗ савнине...

 

...Хуркайӑксен вӗсен хӑйсен ҫул терчӗ.

Алӑ сулсах ӑсатрӑм вӗсене.

Паян сив хӗл ҫил вӗҫтерсех хӳтерчӗ

Ман чунӑмри аса илӳ йӗрне.

(Сачкова Л.Н. Ҫеҫенхирти ир. – Шупашкар, 2012. С. 22).

 

Халӗ те, ӗлӗк те кун-ҫул лавне пуҫӗпех кӳлӗннӗ чӑваш ҫыннишӗн пурнӑҫ сукмакӗсем пӗртте ҫӑмӑл пулман. Уйрӑмах, тен — ҫыравҫӑсемшӗн те. Апла пулин те, кашни ҫын ӑраскалӗ-шӑпи савӑнӑҫлӑ та хумхануллӑ самантсем ҫак тӗркешӳллӗ пӑрӑҫ-пурӑнӑҫ-пӑрӑнӑҫра парнелетех пире. Ҫавна ытлӑн-ҫитлӗн туйма-курма ҫуралнӑ та хут ҫине сипетлӗ Сӑмах шӑрҫалакан калем ӑсти. Ун валли — куҫпа виҫейми, алпа тытайми, сӑмахпа вырнаҫтарайми пӗтӗм ӑс-хакӑл тӗнчи.

Пӗр енчен, ҫав вӗршӗн евӗрлӗ харсӑр та вӗҫевлӗ Ҫӗр-аннемӗрӗн, Ҫутҫанталӑкӑн, Ӑс-Хакӑлӑн таҫти авӑрӗсенчен капланса килекен тарӑнӑҫлӑ тивлетсем утса тухнӑ кун-ҫулӑн такӑрах мар сукмакӗсене куҫ умне ҫавра ҫил пек кӑларса тӑратаҫҫӗ те ҫыравҫӑсем, тен, туса ҫитереймен ӗҫсем патне тепӗр хут вӗсемех таврӑнма пире хистеҫҫӗ, малаллах шав уттараҫҫӗ. Тепӗр енчен, кулленхи ӗҫ-хӗле пур енчен тишкерсе лайӑх хак пама пани, ӑшшӑн ырӑ сунса ҫавӑрттарса калани тӗлӗнмелле савӑнӑҫ, пархатар, сатурлӑх кӳрет, татах малалла тӑван халӑхшӑн, тӑван чӗлхемӗр пӗлӗвӗшӗн ҫине тӑрсах ӗҫлесе пурӑнма хавхалантарать, хушать, йыхравлать. Л.Н. Сачкова та ҫак танлах мар пурнӑҫра чӑвашлӑх анинче тарӑн йӗр хӑварма хистесех малаллах чӗнет тӑван чӗлхе вулавҫине.

Асамлӑ чӑваш сӑмахӗпе ҫынна сыватма та, амантма та пулнине пӗчӗклех туйса илнӗ Людмила Николаевна. Ҫавӑнпах пулӗ сӑпкаранах пуҫласа чӗлхемӗрӗн янравлӑ та илпеклӗ тӗнчине хӑйӗн аллине ярса илнӗ те, акӑ халӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех ӑна вӗҫертмесӗр, сар хӗвел шевлипе ҫеҫ ҫӳрекен вӑхӑт машини ҫинче ҫирӗп, рульне пӗр самант та алран ямасӑр пултарулӑх ҫулӗпе пӗр тикӗс ларса пырать. Л.Н. Сачкова пултаруллӑ ҫыравҫӑн ӑслӑх клавиатури вара тӗрлӗ ӳсӗмрисем валли пӗр чарӑнмасӑр кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке калӑплать.

Ҫак арӑш-пирӗш тӗнчен сӑн-пичӗ уншӑн пӗтӗмпех уяв сассиллӗ пулчӗ-ши, пулаймарӗ-ши (ӑна вӑл хӑй кӑна пӗлет!!!), анчах та салхуллӑ шухӑш пӗлӗчӗсене ҫын куҫӗ умне кӑлармалла маррине чӑн чӑвашла палӑртса, паянхи кунчченех хальхи ҫамрӑксене, шкул ачисене — хӑш чухне хаваслӑн йӑл кулса, тепӗр чухне ӗшенчӗк кулӑпа — пурнӑҫ ҫулӗпе пуҫа усмасӑр малаллах утма хистет. Пире те ҫаплах пулма вӗрентет, хӑнӑхтарать, ӑс парать. Вӑл ХХ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа паянхи кунчченех чӑвашлӑх тӗнчин Пурнӑҫӗпе Кил-Йышне, Вӑхӑчӗпе Шӑпине, Чӗлхийӗпе Литературине, Сӑмахӗпе Сӑмахлӑхне, Уйрӑмлӑхӗпе Пӗрпеклӗхне, Аталанӑвӗпе Тӑрӑмне ӑс-хакӑлпа хавхаланса туптама мехел ҫитерчӗ, ӑс паруллӑ кӗнекесем, пьесӑсем, калавсем статьясем пичетлесе кӑларма куллен хавхалансах тӑрӑшрӗ, халӗ те ҫине тӑрсах ӗҫлет (акӑ, кӑҫалхи «Тӑван Атӑл» журналӑн 10-мӗш номерне ҫеҫ пӑхса илсемӗр!). Унӑн ҫыру мелне, кӗвви-ҫеммине «ку Сачковӑн» тесе вулакан тӳрех калама пултарать. Ҫак пултарулӑх лаҫҫи унӑн малашне те ҫӗнӗ кӑларӑмсемпе пур енлӗн пуянлансах пырасса шанас килет. Ҫаплах пулса пытӑрччӗ.

 

Л. Атлай

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

2017.11.22 19:18
Владимир Изачак
Летели в стае гуси вереницей
Рукой, махая, проводила их...
Слезами осень продолжала литься;
Лишь чибис там искал подруг своих.

У них, гусей свои пути-дороги,
Вослед махая, вдаль их провела.
Зима же, ветерком кружа в итоге,
Следы воспоминаний замела.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters