Тимушкел хĕрĕ калани:"Чăвашла пурте вĕреннĕ, сайра хутра леккелетчĕç вĕренесшĕн маррисем. Халь ун пеккисем нумайрах."
(малалли) Тата хăшпĕр чухне çемйесем хуларан яла куçса килеççĕ, ачисем чăвашла пĕлмеççĕ. Каллех эп çырса кăтартнă пек турткалашу пуçланса кайма пултарать. Унчченхи вăхăтсенче унашкал япаласем яланах майĕпен вырăна ларнă, ниепле проблема та пулман. Анчах, —тата тепре калатăп,— пурнăç улшăнсах пырать.
Пĕтĕмпе тĕрĕс, пирĕн ялах илер, ашшĕ-амăшĕ чăвашла калаçтармасть ачисене, куна чиновник айăплă-ши? Паянхи куна районта "гений чувашской поэзии" текен конкурс йĕркелет "Благодарение" фонд. Чăваш чĕлхине çĕтнинче хамăрта та айăпĕ аванах
Акапасар, манпа кĕвĕçнипе инçе каяяс çук, эпĕ министрта лармастăп. Тата хăш енчен эпĕ айăплă пулам-ха, енчен те эпĕ чăваш çыравçи, ку вĕт парадокс пулса тухать.Çапла мар-и?
Аttila, куна никам та чармасть, пĕтĕмпе хăвăн ирĕк. Казанова вăл енне кайсан 27 чĕлхе çинче çырнă, вуланă, калаçнă, унсăр пуçне математик. Ăна вара вăйпа вĕрентнĕ-ши? Е тата мĕскер-тĕр сĕнсе? Пирĕн чăваш ялĕнче тутар чĕлхи обязательный предмет, чăваш чĕлхи çинчен асăнмаççĕ те. Никам та ашшĕ-амăшĕ енчен турткалашни те çук. Вăт çапла
Мĕнле вырăсла?
Курмастăн-им аялта мĕн çырса хунине — Аксӑва кӗнӗ ҫӗрте. 2014-мӗш ҫул. ----------------------------------------------------
Аскольд Де Герсо // 3812.07.1401
2018-04-08 23:30
Аttila, куна никам та чармасть, пĕтĕмпе хăвăн ирĕк.
---------------------------------------------------------
Кунашкал "ирĕке" леш вырăначиксе хума пултаран.
Акапасар, эпир сирĕнпе çур литр та чĕрĕк те пушатман, пĕр-пĕрне эсĕ тесе чĕнме. Пилĕкрен çÿл енче çĕнме пулмасан, пилĕкрен аялалла анма шутларăр-и? Енчен те хăвăра аслă пĕлÿллĕ çын вырăнĕнче шутлатăр пулсан, воспитани енчен ноль. Аçăр, аххăр чĕн пиççихи çыхман курăнать. Эпĕ сăнÿкерчĕк айĕнче темерĕм, сăнÿкерчĕкре.
(малалли) Тата хăшпĕр чухне çемйесем хуларан яла куçса килеççĕ, ачисем чăвашла пĕлмеççĕ. Каллех эп çырса кăтартнă пек турткалашу пуçланса кайма пултарать. Унчченхи вăхăтсенче унашкал япаласем яланах майĕпен вырăна ларнă, ниепле проблема та пулман. Анчах, —тата тепре калатăп,— пурнăç улшăнсах пырать.