Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Что я делаю когда испытываю искушение? Стараюсь испытать его подольше.(Пруст)
 

Ad

Agabazar: Ашмарин, Родионов, Егоров

Agabazar25.01.2018 23:0313590 views

Чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет..

Статьяна ак ҫапларах пуҫлас терӗм. Вӑт пур ӑславра танлаштарулӑх теорийӗ текен япала (СТО). Урӑхла ӑна релятивизм теорийӗ теҫҫӗ. Ӑна, унӑн никӗсӗсене, вӑтам шкулта вӗрентеҫҫӗ. Ҫав теорие пуҫласа яраканӗ тесе Альберт Эйнштен текен ҫынна палӑртаҫҫӗ.

Анчах та халӗ, ӑслав историне тӗплӗнрех тишкернӗ май, никӗсре урӑх ӑславҫӑсем те пулни курӑнать. Урӑхла каласан, хӑшпӗр никӗслевҫӗсене тивӗҫсӗрех манса хӑварнӑ иккен.

Хендрик Антон Лоренц, Анри Пуанкаре, Альберт Эйнштейн.

Халӗ вара майӗпен тӗп калаҫу патнелле куҫар. Пирӗн ӑславҫӑсем акӑ, пирӗннисем ҫеҫ те мар, чылай вӑхӑт "чӑваш" сӑмах тупсӑмне тавҫӑрса илессишӗн пуҫ ватнӑ. Килӗшес пулать, юлашкинчен, ҫапах та, тавҫӑрса илнӗ-илнех. Кам-ха вӑл, ҫавна тавҫӑрса илекенӗ?

Эпир ҫав ҫын Николай Иванович Егоров пулӗ тесе шутланӑччӗ.

Кӑштах вӑхӑт иртсен Виталий Григорьевич Родионов ячӗ те хӑй вырӑнне йышӑнчӗ.

Ҫапах та чи пирвайхи утӑмсене Николай Иванович Ашмарин тунине сиссе илни нумаях та мар-ха.

Мухтав Ашмарина! Мухтав ун ӗҫне малалла тӑснӑ Родионова тата Егорова!

Аналогие вӗҫнех ҫитерес пулсан, Ашмарина Лоренцпа, Родионова Пуанкарепе, Егорова Эйнштейнпа танлаштарас пулать.

Николай Ашмарин, Виталий Родионов, Николай Егоров.

Ашмарин, Родионов, Егоров хоспочынсем мӗн тупса палӑртни пирки эп хам "чувашорг" сайтра пайтах ҫыртӑм-ха. Апла пулин те, уҫнӑлӑхсене тепӗр хут аса илтерес килет.

Вӑтам ӗмӗрсенче Атӑлҫи пӑлхарсем пурӑннӑ. Пӗрисем — мӑссӑльмансем, теприсем — авалхи тӗне тытса пурнакансем. Пурӑна-киле малтанхисене бессермянсем теме пуҫланӑ, теприсене — ҫӑваҫсем. Вӑт ҫав юлашки сӑмахран пуҫланса кайнӑ та ӗнтӗ чӑвашсем тени.

Ҫакнашкал пулӑм тӗлӗшпе ҫав тери хытӑ аргументланӑ никӗслевсем пур. Вӗлерсе ярасла хӑватлӑн аргументланӑскерсем! Пуҫран чуххӑмла шутласа кӑларнӑ япала мар ку.

Чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет..

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (11)]

Comments:

Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.28 15:38
Ай,ай, каллех суйнинчен пуçлан. Кам тата хăçан источниксемпе çирĕплетнĕ " ыттысене çăваçсем" тенине. Кун пек документ çук. Нимле аргумент ,нимле никĕс те суя çинче çирĕпленеймеç. Факт пĕрре кăна,чăваш ячĕ 16 ĕмĕр пуçламĕшĕнче кăна палăрать. Унчен малтан бессермяне,татах малтан болгары. Чăваш ят куçса кильнĕ,источниксенче кăтартса панă , "мнози варвары из разных земель из Азуева и Крыма" тенипе пĕр вăхăтра çуралать. Çĕр хут "аса ильтерсен те " çăваç -чăваш кăнтăрта сарăлнă çар сослови ячĕнчен халăх çумне çыпçăннă. Йăлт вăрçăсем пынă вăхăтра çавăн пек пулса тухнă.

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters