Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Дружба всегда приносит пользу, любовь иногда вредит.(Сенека)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чура ӗмӗчӗ: хуҫа туянмалӑх пасар пулинччӗ

Аçтахар Плотников03.02.2018 22:4611950 views

Статья ячӗ — Станислав Ежи Лец поляк сӑвӑҫи тата философӗ хайланӑ афоризм. Полякла вӑл ҫапла ҫырӑнать: «Marzenie niewolnikow: targ, gdzie mozna sobie kupic panow», вырӑсла вара ӑна ытларах «Мечта рабов: рынок, где можно было бы покупать себе господ» тесе куҫараҫҫӗ. «Чура ӗмӗчӗ: хуҫа туянмалӑх пасар пулинччӗ» тесе чӑвашла хам пӗлнӗ пек куҫартӑм (тен, эсир лайӑхрах та ҫавӑрттарса хума пултараятӑр — комментарире сӗнӗр).

Мӗн пирки сӑмах хускатасшӑн-ха? Нумай пулмасть Шупашкар Раҫҫейӗпех чапа тухрӗ — парӗн шӗкӗр хулара, имӗш, Навальнӑй йӗркеленӗ «саккуна пӑхӑнман» митингра чи нумай ҫынна тытса чарнӑ. Шел те, ҫакна хӑй вӑхӑтӗнче ҫутатма май килмерӗ. Ӗҫ пӗр купаччӗ те, хыпарсемпе паллашма та вӑхӑт ҫукччӗ. Кайран вара кая юлтӑмӑр — пулӑм иртсе кайнӑ хыҫҫӑн 3-4 кунран хыпарлани йӗркеллӗ япалах мар. Ҫавах та иртнӗ вырсарникунхи митинг пирки пӗр-ик сӑмах ҫырасах терӗм. Тӗрӗсрех, ун хыҫҫӑнхи лару-тӑру пирки.

Сӑмаха Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире ӑс пухакан ачапа Наталья Андрианова вӗрентекен хушшинче пулса иртнӗ калаҫу пирки хускататӑп. Хайхи ҫак ача Навальнӑй митингне ҫитнӗ тет, ӑна унта йӗрке хуралҫисем ярса тытнӑ тет. Кун хыҫҫӑн пирӗн вӗренӳ министерствинчен хушу килет — ачапа, имӗш, ӑнлантару ӗҫне ирттермелле. Ирттернӗ те. Хальхи ачасем вара питӗ харсӑр, хӑйсене мӗнле тытмаллине пит лайӑх пӗлеҫҫӗ. Унпа калаҫу пуласса сиссе диктофон ҫутнӑ, вара унта мӗн калани тепӗр кунах, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнчех, тӗнче тетелне лекнӗ. Эп хам унта мӗн каланин расшифровкипе «7x7» ресурсра паллашрӑм. Камшӑн кӑсӑклӑ — каҫӑпа каҫса вулама пултаратӑр. Итлеме те.

Ӑна итленӗ хыҫҫӑн кашнин, паллах, хӑйне май шухӑшсем пулӗҫ. Пӗри ачана мухтӗ, тепри — хурлӗ. Ку кашни ҫыннӑн хӑйӗн ирӗкӗ. Ҫавах та хамӑн пӗтӗмлетӳсене пӗлтерем.

Калаҫӑва итлесен паянхи пурнӑҫра тӗп вырӑнта шкул пулни питӗ пӑшӑрхантарать. Ашшӗ-амӑшӗ ачана темле ӳстерсен те шкул системи ҫак хутшӑнӑва май ҫитнӗ таран савӑл пек хӗсӗнсе кӗме тӑрӑшать (ашшӗ-амӑшӗ ирӗк параҫҫӗ пулсан шкулӑн мӗн ӗҫ унта?). Ҫакна сӑнатӑн та паянхи шкул ачана ӑс пама мар, «ҫӳлтисене» юрама вӗрентме тӑрӑшни курӑнать. Те чӑн та ҫутта тухса пӗтрӗмӗр, те ӑс парасси халь малти вырӑнта мар. Те патшалӑха ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем кирлӗ мар пулса тӑчӗҫ, ытларах «чурасем» ӳстерме тӑрӑшать.

Чурасем тенӗрен, калаҫӑва хутшӑннӑ икӗ педагог шӑп та лӑп ҫавсен ретӗнчен. Станислав Ежи Лец тӗрӗс палӑртма пултарнӑ — чурана темле ирӗклӗх парсан та вӑл унтан хӑрать, хӑйне валли хуҫа шырама пикенет. Калаҫӑва хутшӑннӑ вӗрентекенсене те ӑнланма пулать: вӗсем патшалӑхран укҫа илсе тӑраҫҫӗ, ӑна, «патшалӑха» юрамасан, ӗҫсӗр те тӑрса юлма пултараҫҫӗ. Ан тив, ӗҫ укҫи пысӑках ан пултӑр, ҫавах уншӑн та хытӑ пӑшӑрханаҫҫӗ. Леш хайхи ӗҫ укҫи йӑлт «ҫӳлтисене» пула пӗчӗк пулнине пӗлеҫҫӗ (те чухламаҫҫӗ те...) пулин те ҫавах вӗсенех хӳтӗлеме тӑрмашаҫҫӗ. Ирӗксӗр ҫын ҫунат сарма хӑрать. Ҫунат сарсан ун чунӗнче мӗнле те пулин туйӑм ҫуралсан та шиклӗхпе уҫӑмсӑрлӑх кӑна пулаять. Малалли пурнӑҫ мӗнле пуласси паллӑ марри хытӑ хӑратать. Шӑп ҫавна пулах ҫав «чурасем» хӑйсен пӗчӗк шалу укҫисемшӗн вилсе каясла тытӑнаҫҫӗ. Пӗр-ик пус хушса парсан савӑнаҫҫӗ, чакарсан шыв хыпнӑ пек шӑп тӑраҫҫӗ.

Пӗлтӗр эп «Революци валли вӑхӑт пиҫсе ҫитнӗ-и?» статья ҫырнӑччӗ. Унта пирӗн пурнӑҫ хӑҫан ҫӗнӗ ҫул ҫине тӑма (революци ҫав ӗнтӗ вӑл) пултарнине кӑтартма тӑрӑшнӑччӗ. Вӑт хӑҫан та хӑҫан кивӗлле (е тепӗр май каласан, чуралла) пурӑнма хӑнӑхнисем сахалланса ҫитӗҫ, хӑҫан та хӑҫан ҫӗнӗлле, ирӗкре ҫунат сарма пултаракансем вӑй илӗҫ — ҫавӑн чухне кӑна эпир совет саманинчен те, ытти ҫӗрӗк те пӑнтӑх япаласенчен хӑтӑлма пултараятпӑр. 6-мӗш гимназире пулса иртнӗ калаҫури шкул ачи — шӑп та лӑп ҫӗнӗ пурнӑҫ тума пултараканскер те. 15–16 ҫултисем, совет саманине кинопа кӗнекесем тӑрӑх ҫеҫ пӗлекенскерсем ҫӗнӗлле пурӑнма пултараҫҫӗ те. Ку ачан шӑпи мӗнле пулассине пӗлместӗп те (ӑна Турӑ кӑна пӗлет), анчах вӑл — ҫав ҫӗнӗ пурнӑҫӑн сӑнарӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (15)]

Comments:

Agabazar // 1348.35.4209
2018.02.04 19:36
Agabazar
Путинпа "усă курма" хĕнтерех çав.
Тимер // 4210.60.0904
2018.02.04 20:14
Мӗн тӑван пирӗн ӑрупа?.Енчен те павлик морозовсем паттӑрсем тесе пире вӗрентнӗ.Ленинӑн пиччӗшӗ патша ҫине бомба пӑрахать те вӑл иккен каллех паттӑр,террорист мар.Хамӑн ачана хамӑнах вӗрентме лекет мӗн вӑл лайӑх,мӗн вӑл япӑх.Шкула ан шан.Вӗрентекен вӑл ют ҫын ман ачашӑн,вӗренттӗр вӑл ик хут иккӗ.Ыттине вара хамах вӗрентӗп.
Agabazar // 3887.51.3318
2018.02.05 21:32
Agabazar
Павликморозовсем ниçта та çухалман — https://www.currenttime.tv/a/27130598.html
2018.04.05 16:07
Революцию совершают романтики, но плодами пользуются негодяи, тесе каламан-и францинчи революцие йĕркелекенсем? Акапасаршăн уйрăммăн асăрхатаратăп: франци чĕлхипе çырсан кашниех ăнланмасса та пултарать. Францири революци пуçлăхĕсем мĕнле вĕçлеççĕ пурнăçне? Раççейри 1917 çулхи революци çулпуçĕсем мĕнле вĕçлеççĕ? Хăйсенех истори кустăрми таптаса, якатса каймасть-и? Паян мĕнле асăнаççĕ çав пуçтахсене? Вырăссен питĕ вырăнлă каларăш пур: за что боролись, на то и напоролись
2018.04.05 16:13
Паянхи кун телевидени çинче "Холостяк" ятлă проект пур, ăçта хĕрсем пĕтĕм Раççейрен пухăнса тавар, Вăтам Азири чура пасарĕнчи евĕр хăйсене тăратаççĕ. Вăтам Азиринчи пасарне ăнланма пулать, унта хĕрсене вăйпа илсе килнĕ, хальхи пикесене кам вара турса килет-ши çакă пасара? Е эпир укçа-мул тесе хамăра хамăр та сутам хатĕр-ши? Çакăнтан пуçланмасть-ши пирĕн чурала кăмăл-cипет? Хальхи çамрăксем чылайăшĕ укçа-тенкĕ тесен темĕне те хисеплеме хатĕр
Agabazar // 3425.87.2772
2018.04.05 18:54
Agabazar
Мдя... Ĕнтĕ ку Герсоновран хăтăлассисем часах пулмаççĕ пуль... Ленин калашле, "всерьёз и надолго".
Сайта çĕлен пек яваласа илет те пурин юнне те пăсма пуçлать. Хăрушă!


...Хранццус чĕлхине ăнланмаççĕ пулсан, юнашар чăвашла куçару вырнаçтараççĕ. Атту Наплюн патша шарлантарса вырăсла калаçнă пек пулса тухать.
2018.04.05 19:04
Аçтахар Плотников
Акапасар, мӗн, хӑвӑн вырӑнна туртса илесрен хӑратним? :)
Agabazar // 3425.87.2772
2018.04.05 19:57
Agabazar
Паллах, акапасартан хăрушрах çвер тĕнчере çук.
2018.04.05 20:14
Юрать, Наполеон чăвашла калаçман. Гитлер чăвашла дубляжсенче чăвашла пуплет. Гитлер вара чăваш пулнă-и? Акапасар, тĕрĕслĕх, тен, куçа çурать-и е чĕрене тивет-и? Çвер, сăмах майăн чăвашла тискер чĕрчун пулать. Е тĕрĕс мар-и?
2018.04.05 20:14
Юрать, Наполеон чăвашла калаçман. Гитлер чăвашла дубляжсенче чăвашла пуплет. Гитлер вара чăваш пулнă-и? Акапасар, тĕрĕслĕх, тен, куçа çурать-и е чĕрене тивет-и? Çвер, сăмах майăн чăвашла тискер чĕрчун пулать. Е тĕрĕс мар-и?

Pages: 1, 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters