Акапасар, пушкăртстанра тутарсем пушкăрта çырăнаççĕ те, ку пушкăртсем чылайрах пулнине пĕлтерет-и вара? Казахстанра та çавах, аванрах вырăн тупас тесен е казах пулан, е çÿрен акку-тĕкки ĕçре, кун пирки улталама кирлĕ мар. Хаçат тăрăх Тутарстан виççĕмĕш вырăн йышăнать пурнăç условийĕсемпе. Килсе пăхăр хăвăрăн куçăрпа.
Çакна тата çырса хăвармалла, тутарсем иртнĕ ĕмĕрте талпăнса пăхнăччĕ латиница куçма, пырса тухрĕ-и? Халĕ кириллица çинчех тутарла клавиатура тумашкăн аппаланаççĕ, Китайра кун пирки ĕçлеме хатĕрсем те пур. Сыснана лаша тенипе урапа туртакан пулаймасть вăл.
Кашни халӑх ҫынниех ачине шкула янӑ-чух час-часах вӑл хамӑр чӗлхене пӗлет, урӑххисене (вырӑсла, акӑлчанла...) вӗрентӗр тет. Тӑван чӗлхене вырӑс ачи те тимлесшӗнех маррине ак мӗнрен асӑрхама пулать. Иннетри комментсенче йӑнӑш туллиех тӑваҫҫӗ мӑннисем те. ЕГЭ тытма та нумайӑшӗ пултарайманран репетитор тытаҫҫӗ ашшӗ-амӑшӗ. Ҫавӑнпа акӑлчаннисенпе танлаштарсан вырӑс шкулӗнче тӑван чӗлхи урокӗсем темиҫе хут нумайрах. Анчах усси курӑнсах кайсмать. Грамматики йывӑр, методики те мухтамаллах мар. Ытларах грамматикӑна кӑшлаҫҫӗ (зубрят) урокра:кичем, йӑлӑхтарать. Шел пулин те хамӑр тӑван чӗлхене те ҫавнашкалрахах вӗрентме хӑтланатпӑр.
Пĕлместĕп вуник куккук, е тата вунвиççĕ, шутласа пăхман, мана тĕрĕслĕх хаклăрах, вăл вара сирĕн ĕмĕтĕрпе пĕртте пĕр çулпа пымашкăн шутламасть. Хăйĕн çулĕпе такăртаттарать
Михаил ВолковСун, тĕрĕс, çакăн çинчен хăçантанпа çыратăп ĕнтĕ. Вырăсла вырăссем те тĕплĕн пĕлмеççĕ. Анчах та çав хушăрах пирĕн Павлă районĕнче вуннăмĕш клас пики вырăс чĕлхипе ППЭ 100 балл йышăнмаллăх тытнă. Вырăс çыравçисем чылай чухне хăйсене çавăн пек тарăн пĕлнине у çаймаççĕ. Ухмахсен çурчĕ темелле-ши? Тĕрĕспе вĕт ППЭ никĕсĕ ухмахсен çуртĕнчен тухнă пулăм, эпир вара çавна кулленхи пурнăçа кĕртрĕмĕр, телевизорĕпе те "Дурдом-2" пырать талăкĕпе. Паллă ĕнтĕ: камăн аллинче, çавăн çăварĕнче. Шкулта та директор е учитель ачисене мĕскер хăтлансан та юратьчĕ.
Каçхине тунтикунччĕ, юрать, йывăр кун, кану хыççăн, анчах паянхине те комментарисене уçакан пулман. Модераторсенчен хăшĕ те пулсан пур-ши сывви? Неизвестный гений сайт çинче модераторпа талăкĕпе çыхăнма пулать, хуть хăш вăхăтра пăхсан та. Хăвăр вара чăваш чĕлхишĕн тăрăшатпăр тетĕр. Куратăп мĕнлерех тăрăшнине...