Пӗрисем килте калаҫмалла теҫҫӗ, шкула шанмалла мар тесе шутлаҫҫӗ.
Теприсем пӗтӗмпех шкула шанаҫҫӗ.
Килте те шкулта та чӑваш чӗлхине аталантармалла текенсем ҫук-им? Мӗн-ма пайланатӑр? Килте те калаҫмалла. Ҫав вӑхӑтрах чӑваш чӗлхи шкулта та пулмаллах! Унта кӑна мар, аслӑ шкулсенче те, пурнӑҫри ытти сферӑсенче те!
Уйрăм килйыш — суверенла уçлăх. Мĕнле пурăнас теççĕ — çавăн пек пурăнаççĕ. Унта пырса сăмсана чикейместен.
Паллах, саккунпа ашшĕ-амăшĕн яваплăхне палăртма пулать ку тĕлĕшпе те. Ачуна чăвашла вĕрентместĕн пулсан — пысăк штраф тÿле? Енчен те капла та тăна кĕрейместĕн пулсан — ачуна интерната кайса леç? Ача çуртне? Ашшĕ-амăш тивĕçĕсенчен хăтарас ун пек çынна?
Анчах та никам та кунашкал саккунсем йышăнас çук. Йышăнсан та, кам ăна тĕрĕслесе тăрĕ? Прокурор-и?
Тепĕр енчен, ача çурчĕсене леçнин мĕн усси? Унта вĕт чăвашла мар, вырăсла витерсе пăхса ÿстереççĕ ачасене, ашшĕ-амăшĕ кирек кам пулнă пулсан та! Чăвашла çитĕнтерекен ача çурчĕсем тĕнчере пачах çук пулмалла.
Çапла вара ашшĕ-амăшĕнчен ку тĕлĕшпе ним те ыйтма май çук. Патшалăхран ыйтма вара халлĕхе май пур-ха. Малашне епле пулĕ — пĕлместĕп.
Акапасар, тепĕр хутчен те калас тетĕп: енчен те ача чăвашла калаçма кăмăлламасть пулсан, кунта мĕскер тăвайăн? Хальхи ача-пăча иртнĕ ĕмĕрти мар, харсăр. Е тата чăвашла вĕренесси килмесен выçă усрар-и çавнашкаллисене? Чăвашла пуплесен хур тукмакки параççĕ, тесе шутлĕç.
Вырӑсла ҫырса идея калатӑп..До тех пор пока язык гуннов(чаваш челхи) не выйдет на мировой уровень.пока не будет применяться в Новых Технологиях наш Язык наших Великих Предков перед которыми Европа стояла на коленях включая Римскую Империю ,будет отставать и я Прошу Молодые Потомки ГунновГуннов-чаваш с,ынни, создавайте Компьютерные Программы и Средства Общения используя Чаваш с,ынн(гунн) челхи...но для Начала ,Надо Срочно Перейти на Латинский Вариант ближе к германскому варианту,,где есть умляуты как и в чувашском языке гуннов...Германцы и гунны в одно время как одна нация воевала против Римской Империи и впоследствии некоторые германские племена ушли вместе с нашими предками Причерноморье(Асла Палхар7-8 вв) ,а потом и на реку Аттилы где создали Атил Палхар С,ершывне)))Слава нации!Гуннам Слава!
Attila, казахсем инçе кайрĕç-и хăйсен алфавитне латиница çине куçарса? Ĕç-пуç алфавитра çеç пулсан вĕсем çĕкленейĕтчĕç. Кирлĕ мара сÿпĕлтетме кирлĕ мар, чăваш чĕлхине пĕлмесĕр кириллицăпа çырман пулĕ пуçламăшĕнчех. Нарспи поэмăна чăваш чĕлхипе кириллица çинче çырнă пулсан та пĕтĕм тĕнче пĕлет, к у тĕслĕх мар-и? Сирĕн хыççан кайсассăн, вырăс чĕлхине те латиница çине куçармаллла. Ку ĕнтĕ сăмах та мар
Аскольд,
Казахсем:
— мĕльюн çынран тăракан çĕнĕ тĕпхула çĕклесе лартрĕç,
— Казахсен процент шайне 70% патне çитерчĕç (СССР чухне çурринчен те сахалрах пулнă)
— патшалах чиккисене сумлă договорсемпе çирĕплетрĕç
— унта та кунта казах историйĕпе çыхăннă палăксем çĕкленчĕç
.............................................................................
Вăт çавнашкал вăл пăхăнманлăх текеннин тивлечĕ!
Теприсем пӗтӗмпех шкула шанаҫҫӗ.
Килте те шкулта та чӑваш чӗлхине аталантармалла текенсем ҫук-им? Мӗн-ма пайланатӑр? Килте те калаҫмалла. Ҫав вӑхӑтрах чӑваш чӗлхи шкулта та пулмаллах! Унта кӑна мар, аслӑ шкулсенче те, пурнӑҫри ытти сферӑсенче те!