Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Месть- это такое блюдо, которое лучше есть холодным.(Стивен Кинг)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Сӑкӑт...

Аçтахар Плотников16.03.2018 22:4211372 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Миҫе Сӑкӑт чӑваш ҫӗрӗнче?.. Тата ҫак сӑмах мӗн тенине пӗлтерет-ши?

Сӑкӑт — ял ячӗ. Патӑрьел районӗнче икӗ Сӑкӑт: пӗри — чӑваш ялӗ, тепри — тутар ялӗ. Вӑрнар районӗнче те Сӑкӑт пур. Тата тепӗр ял — Мӑналт Сӑкӑт (вырӑсла — Янгильдино). Тӑвай районӗнче Сӑкӑтпуҫӗ пур. Сӑкӑт ятлӑ ҫырма та пур унтах. Ӗлӗк Шупашкар ҫумӗнче Сӑкӑт ялӗ пулнӑ. Халӗ ҫав яла пӗлтерекенни Сӑкӑт ҫырми пур, вӑл Шупашкар ҫырмине юхса кӗрет. Халӗ Шупашкарти Сӑкӑт ҫырми урлӑ аслӑ кӗпер хывнӑ. Етӗрне районӗнче Сӑкӑт ушкӑнӗ текен ялсем пулнӑ. Унта Урапакассипе юнашар ялсем кӗнӗ.

Мӗне пӗлтерет-ха ҫакӑ, Сӑкӑт тени? Ӑҫтан тухса кайнӑ вӑл?

Чи малтан Сӑкӑт тени ҫын ячӗ пулнине калас килет. 1967 ҫулта хальхи Чӑваш ССРӗн Вӑрнар районӗнчи Ярмушкара Г. А. Отрывановран Ф. Г. Соколов ҫырса илнӗ «Сӑкӑтпа Турпик» ятлӑ легендӑра ҫакна питӗ лайӑх кӑтартса панӑ.

«Ку ӗҫ Пугачев пӑлхавӗ вӑхӑтӗнчех пулнӑ, — тенӗ унта.— Сӑкӑтпа Турпик, пиччӗшӗпе шӑллӗ, Пугачев пӑлхавне хутшӑннӑ, иккӗшӗ пӗр отряда ертсе пынӑ; Сӑкат — аслийӗ, Турпик — ӑна пулӑшаканӗ. Ҫӗрпӳ таврашӗнче, Кӑрмӑш еннелле кайнӑ ҫӗрте, патша ҫарӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ чух вӗсен отрячӗ каялла чакать. Патша ҫарӗ вӗсене хӑвалама пуҫлать, пӑлхава хутшӑннисене тытма шутлать. Сӑкӑтпа Турник те, тарса, Ярмушка ҫывӑхӗнчи хыр вӑрманне (Явӑш вӑрманне) пырса вырнаҫаҫҫӗ. Нумай вӑхӑт хушши пурӑннӑ вӗсем кунта пытанса. Амнисти пулсан ҫеҫ вӑрмантан тухаҫҫӗ. Пытанса пурӑннӑ чух пӳртсем тунӑ, халӑх хутшӑнсах пынӑ, ял пулса кайнӑ.

— Мӗн ятлӑ хурас? — тесе ыйтнӑ пӗр-пӗринчен.

— Сӑкӑт ятлӑ хурас, — тенӗ аслӑ пиччӗшӗ.

— Ман ятпа ма хумастӑр тата, ман ятпа та хурас, — тенӗ Турпик.

Вара ҫураҫнӑ, иккӗшӗн ятне те хунӑ. Ял ячӗ вара Сӑкӑт-Турпик пулнӑ».

Сӑкӑт тени мӗне пӗлтерет тесен, пирӗн ватӑ тӗпчевҫӗ, чӑн-чӑн энциклопедист Н. А. Андреев (Урхи) хӑй хучӗсем хушшинче таҫта илтсе ҫырнине вуласа пачӗ:

— «Виҫӗ Сӑкӑт ав ларать.

— Мӗн вӑл Сӑкӑт?

— Ҫурт».

Чӑнах та, ҫурт тенине пӗлтерет-ши вара вӑл Сӑкӑт? Эпӗ ҫапла ыйтнине пӗлсен, Наум Андреевич сӑкӑт сӑмах авалхи Согда, Согдиана тенипе ҫыхӑннине ӑнлантарса пама тытӑнчӗ. Чӑнах та, ытла пӗр пек янӑрать-ҫке-ха: Сакӑт-Согода, Согда-Согдиана. Ӗлӗк чылай ҫырулӑхра хупӑ сасӑсене ҫеҫ палӑртса ҫырнӑ. эппин: Сакӑт — Сгд. Уҫӑ сасӑсене лартсан, Сокот, Сӑкӑт, Сӑкӑтӑ пулма пултарнӑ. Наум Андреевич тӗпчесе пӗлнӗ тӑрах, сӑкӑтсем чӑнласах та ӗлӗк-авалах Согдӑран тухса ытти чӑваш аслашшӗсемпе килме пултарнӑ. Кун пирки вӑл хӑйӗн «Иранско-чувашские этнокультурные и языковые параллели» ӗҫӗнче ҫапла ҫырать: 1. В чувашском этногенезе участвует согдийский компонент, что ясно видно в наличии в чувашском языке топонима Сӑкӑт (Сугут) как названия ряда селений и рек. Согдийцы известны были под именем согд (по письменным источникам sgd, sogd. 2. Среди политических и религиозных руководителей чувашей были представители согдийских родов Урак, Абруй. Можно даже предполагать, что род Урака в известное время возглавлял чувашский народ. Археологами в Средней Азии найдена согдийская монета с надписью на согдийском языке: «Урак — верховный царь маг». Как известно, зороастрийские жрецы назывались магами, и царь, обыкновенно, являлся верховным жрецом. Примечательно то, что в Булгарском царстве в 922 году, по сообщению Ибн-Фадлана, при введении ислама, среди населения государства противником оказались чуваши, руководимые своим царем по имени Урак (по А. П. Ковалевскому, суваз и Вырӑг)... Эта связь согдийского имени Урак с чувашским имеет весьма важное значение для нашей истории контактов... Чуваши восприняли религиозное учение Заратуштры — зороастризм — от иранцев, первых последователей этого учения. Особую роль в этом отношении сыграли согдийцы в лице их ученых, торговцев и религиозных деятелей зороастризма, известных как распространителей культуры среди других народов». Питӗ тӗрӗс ҫырнӑ ватӑ тӗпчевҫӗ. Сӑкӑт ятлӑ топонимсем хальхи вӑхӑтра тата урах ҫӗрте пур-и?.. Пур иккен. Акӑ, Крымра Сӑкӑт (Сугут-оба) ятлӑ самаях паллӑ ту пур. Ун ҫинчен «Таврия» издательство 1985 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ «По местам боев Крымских партизан» кӗнекере те каланӑ. Сӑкӑт тӑвӗ таврашне ятарласа кайса ҫӳрерӗм. Ӗлӗк унта Сӑкӑт ятлӑ ял та пулнӑ. Ял вырӑнӗ халь те лайӑх палӑрать...

Ҫакӑн евӗр тухӑҫри вырӑнсемпе пӗр евӗрлӗ ятсем Чӑваш ҫӗрӗнче тата та пур. Акӑ, Хоросан ялӗ. Хоросан вӑл авалхи Иранӑн чи палӑрнӑ провинцийӗсенчен (облаҫӗ) пӗри. Е тата Крымсарайка ялӗ, ячех калать ӗнтӗ, Крым сӑмахран тухса кайнӑ. Карай тутри тетпӗр, Карай ялӗ те пур. Ку вӑл Караимсен ҫӗрӗ ячӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ...

1701–1703 ҫулсенче Голланди художникӗ, этнографӗ тата писателӗ К. де Бруин Раҫҫее килсе тӗрлӗ ҫӗрте курса ҫӳрет. Кайран вара вӑл Мускавран Аҫтӑрхана ҫити Атӑл тӑрӑх пӑрахутпа каять, унтан хайхискер Персине тата Индине ҫитет. Хӑй ҫапла тӗрлӗ ҫӗрте ҫӳрени ҫинчен вӑл 1711 ҫулта «Московирен Персине тата Индине» ятлӑ кӗнеке кӑларать. Унта К. де Бруин ӗлӗкхи Шемаха хули патне ҫитеспе Сакат (Сӑкӑт) юханшывӗ урлӑ каҫнине те ҫырса кӑтартать. Эппин, Сӑкӑт хулисемпе ялӗсем е тӑвӗсем ҫеҫ мар, ҫут тӗнчере Сӑкӑт юханшывӗ те пур иккен. Чӑннипех те, Сӑкӑт этносӗ ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пысӑк йӗр хӑварнӑ.

«Сӑкӑт» сӑмах пирки шухӑшласанах пирӗн ума тем чухлӗ ыйту сике-сике тухать. Шыравпа тӗпчев — тӗлӗнтермӗш япала. Этем пуҫ мими асамлӑ компьютер. Сӑкӑтсем ҫинчен эпӗ тахҫанах «Ылтӑн сӑпка» тӗпчевре ҫырнӑ ӗнтӗ. Халӗ манмалла та пек. Ҫук, акӑ «Авалхи чӑваш хулисем» ятлӑ шыравпа тӗпчев кӗнеки ҫыратӑп. Мӗн калас тенине каланӑ ӗнтӗ, мӗн ҫырас тенине ҫырнӑ та. Ҫапах та, тата мӗскер те пулин тупаймӑп-и тесе, пушӑ вӑхӑтра тӗрлӗ истори тӗпчевӗсемпе наукӑлла кӗнекесене пӑха-пӑха илетӗп. Пирӗн Тӗпчев институчӗ 1965 ҫулта кӑларнӑ «Вопросы истории Чувашии» кӗнеке. Вӑл «Ученые записки» текен статьясен пуххин XXIX кӑларӑмӗ. Л. А. Ивановӑн «Поселения и жилища чувашского населения Прикамского Заволжья и южного Урала» тӗпчеве. Вулатӑп: «Согласно многочисленным легендам, большинство населенных пунктов было основано спасающимися от царской администрации людьми. Имена некоторых из них передаются из поколения в поколение и по сей день сохранились в памяти старожилов. Так. основателем д. Слакбаш считается чуваш-язычник Траль из селения Сугут Торбикова Казанской губернии (ныне Вурнарского района Чувашской АССР)...»

Акӑ хайхи Сӑкӑт йӗрӗ Пушкӑрт ҫӗрӗнче те палӑрчӗ. Эппин, пирӗн аслӑ поэтӑмӑр К. В. Иванов-Пӑртта т.а — сӑкӑтсем, эппин, вӑл та манӑн ҫывӑхран та ҫывӑх тӑван. Эппин, Ухсай Яккӑвӗ те сӑкӑтсем, вӑл та манӑн ҫывӑх тӑван. Чӑнах та, кашни тӗпчев, кашни шырав — тӗлӗнтермӗш, асамлӑх...

Кам пулчӗ-ши вӑл, хӑй вӑхӑтӗнче ҫырса хуманнипе астумастӑп ӗнтӗ халӗ, ЧОКЦ коридорӗнчех пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм тӗл пулчӗ. «Эпӗ, — тет, — Михаил Николаевич, сирӗн пата кӗресшӗнччӗ. Халь ӗнтӗ кунтах калас тетӗп. Эсир Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралнине вуларӑм. Тата эсир хӑвӑр ялӑр Шупашкар патӗнчи Аслӑ Сӑкӑтран куҫса кайнӑ тесе ҫыратӑр. Эпӗ те сӑкӑтсем. Анчах сирӗн ялсем мар. Вӑрнар районӗнчи сӑкӑтсем те мар, Тӑвай районӗнчен те, Ҫӗрпӳ районӗнчен те мар. Эпӗ хальхи Етӗрне районӗнчен».

«Унта Сӑкӑт пулнине пӗлетӗп-ха, — тетӗп. — Урапакасси, Сӑрьел ӗлӗк Сӑкӑт ушкӑнне кӗнӗ. Вӗсем пурте Шупашкар патӗнчи Аслӑ Сӑкӑтран куҫса кайнӑ...»

«Пирӗн ял та Шупашкар патӗнчи Аслӑ Сӑкӑтран куҫса пынӑ, — тет мана ҫак хӗрарӑм. — Анчах пирӗн ял Урапакасси те, Сӑрьел те мар... Пирӗн ял пачах урӑх ҫӗрте, Етӗрне районӗн кӑнтӑр енче, А. П. Айтак ертсе пыракан «Ленинская искра» колхоза кӗрет, Колхоз центрӗ Мӑн Шӑмӑртан ятлӑ ялта. Пирӗн яла халӗ Яракасси тесе калаҫҫӗ. Ӗлӗк вара ӑна Сӑкӑт тенӗ. Ваттисем ҫакна пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, Михаил Николаевич, эпир сирӗнпе хурӑнташсем, иксӗмӗр те — сӑкӑтсем...»

Чӑннипех те, тӗпчевпе шырав тата ӑнсӑртран пулакан тӗлпулу — тӗлӗнтермӗш те, асамҫӑ та...

Акӑ, тата 1966 ҫулта Шупашкарта пичетленсе тухнӑ «История Чувашской АССР» кӗнекен пӗрремӗш томне илер. Степан Разин вӑрҫи вӑхӑтӗнчи Чӑвашстана кӑтартнӑ чухне кӗнекен 89-мӗш страницинче ҫапла ҫырнӑ: «Крестьяне деревни Сугут Ядринского уезда отказались выполнить приказ воеводы о строительстве казенной мельницы на речке Гремячке...» Кунта сӑмах шӑп та лӑп ҫӳлерех илсе кӑтартнӑ Сӑкӑт пиркиех пырать мар-ши?..

«История Чувашской АССР» кӗнекен иккӗмӗш кӑларӑмӗнчи пӗрремӗш томра (1983 ҫ.) «Чувашия в Крестьянской войне под предводительством С. Т. Разина» ятлӑ карта пичетленӗ. Унта чи хаяр кӗрешӳ пынӑ ялсемпе тӑрӑхсене палӑртнӑ. Вӗсен хушшинче Сӑкӑт ялӗ те пур. Вӑл шӑп та лӑп хальхи Хӗрлӗ Чутайпа Етӗрне хушшинче, ҫак хӗрарӑм каланӑ хальхи Яракассиех пулма пултарать.

Ӗлӗк тата Сӑкӑт вулӑсӗ те пулнӑ. Вӑл Шупашкар уесне кӗнӗ. Унӑн центре — ӗлӗкхи Сӑкӑт хули пулнӑ вырӑнти Аслӑ Сӑкӑт ялӗ. Вӑл вырӑн халӗ Шупашкар хули шутне кӗрет... Ҫав вырӑнпа юнашарах ҫырма юхса иртет, ӑна та Сӑкӑт ҫырми теҫҫӗ. Шупашкарта пурӗ 5 аслӑ кӗпер, вӗсенчен пӗри Сӑкӑт кӗперӗ. Ҫав кӗпере Сӑкӑт ҫырми урлӑ хывнӑ.

Сӑкӑт вулӑсӗ пирки эпир авалхи чӑнлавсенче нумай вуласа пӗлме пултаратпӑр. Акӑ, 1608–1609 ҫулсенчи чӑваш халӑх наци ирӗклӗхӗшӗн пынӑ вӑрҫӑ ҫинчен калакан чӑнлавсенче те Сӑкӑт вулӑсне асӑннӑ. «По распоряжению Шереметьева, вулатпӑр эпир «История Чувашской АССР» кӗнекен 1 томӗнче, — отряды царских войск отправились «войной» в Кувшинскую, Чемуршинскую, Шерданскую, Сугутскую и другие волости Чебоксарского уезда...» Хальхи Патӑрьел районне кӗнӗ Сӑкӑт ялӗпе Сӑкӑт Мишер ялӗ те чылай хушӑ Сӑкӑт вулӑсӗнче пулнӑ, унта куланай тӳленӗ.

Хушни. Ӳкерчӗкре Н.Наумов хатӗрленӗ «Халӑх ҫӳпҫинчен» кӗнекерен илнӗ.

Ку статьяра илсе кӑтартнӑ фактсене, шел те тӗрӗслеме питӗ йывӑр. «Сӑкӑт» тени чӑн та иран халӑхӗпе ҫыхӑннӑ пуль, кунта Юхма Мишши йӑнӑшать тесе шутламастӑп. Яракасси пирки каласан, вӑл тахҫан ӗлӗк-авал Сӑкӑт ятпа ҫӳренине хӑвӑрт кӑна тӗрӗслесе илме май ҫук ҫав. Ашмарин словарӗнче те ку сӑмаха ҫиелтен кӑна палӑртса хӑварнӑ: «название нескольких селений» тенӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (14)]

Comments:

Микула // 9259.3.8429
2018.03.17 10:05
Чебоксары тени те дословно "çупахлă шыв вырăнĕ" пулать. Чебок-çупах,сары -шыв.
Микула // 9259.3.8429
2018.03.17 10:16
Чăвашра Мочар ятлă ялсем пур. Мочар тени калăпăр мадьяр (венгр)сăмахпа пĕрех тейĕпĕр. Çĕрпÿ тени сербы тейĕпĕр. Вăрнар хальхи Варна, Етĕрне Турцинчи Эдирне,Чотай,Ачак,Бурнаш Крымара та пур. Çынсен сăнĕсене те пăхса тухăр,калăпăр Акапасарăн "типично сирийский сăн-сăпат". Аçтан ун пек эралаш ? Пилĕкçĕр çул каялла Хусан таврашĕ паянхи Америкă çĕршывĕ пекех,питĕ илĕртÿллĕ пулнă.Çыннисем таçтан та пухăннă. Пĕр енчен суту-илÿ питĕ вăйлă аталаннă пулнă,тепĕр енчен çар çыннисем кильсех тăнă.
Agabazar // 2134.98.3843
2018.03.17 20:57
Agabazar
Микула // 9259.3.8429
2018-03-17 10:05
Чебоксары тени те дословно "çупахлă шыв вырăнĕ" пулать. Чебок-çупах,сары -шыв.
============================================

Ку — ултав.

Микула // 9259.3.8429
2018-03-17 10:16
Етĕрне Турцинчи Эдирне,
==============================================

Пирĕн яраплана çапса антарнă Эрдоган санăн тусу-им?
2018.03.19 21:46
Владимир Болгарский
Карай ял ячĕ, Караим сăмахпа çыхăнман. Герай патшапа çыхăннă. Хусан патшисем, икĕ патша Крымри Карай(Герай) йăxĕнчен пулнă. Вĕceн Ĕнел(Инал) ачисем те Карай йăx ячĕпе çŷpeнé. Инал является одним из тюркских титулов и означает наследник престола». Чàвашла Ĕнел.
Микула // 9259.3.8429
2018.03.20 04:42
Янгиреево ял та çавах пулĕ. Сахиб Гирея асăннă .
Agabazar // 2576.72.0492
2018.03.20 13:48
Agabazar
"Янкăр" тени тутарларан куçарсан "çумăр" (дождь) пулать.
2018.03.20 22:36
Владимир Болгарский
Tĕpĕcpex Гирей мар, Герай. Вырăc летопиçĕceнче кăна Гирей тесе çырма тытăннă. Xăйсенле Geray. Чăвашла (Герай тенине) Карай калаnнă. Гире́и (Гера́и, Гира́и; крым. Geraylar, كرايلر‎; ед. ч. — Geray, كراى) — династия ханов, правившая Крымским государством с начала XV века до присоединения его к Российской империи в 1783 году.
2018.03.21 11:23
Владимир Болгарский
Янгиреево- Çĕнĕ Гирей(Карай), Янмурзино- Çĕнĕ Мăpca(Трак р-нĕ), Хусан ханстви вàxàтéнче панă ял ячĕceмех.
Михаил Волков // 4210.82.6395
2018.03.24 22:28
Ахалех хуратрон. КАРай - ГРАМОТНЫЙ.
Кумыксене вула. Кавказра ку топонима туп.
Михаил Волков // 4210.82.6395
2018.03.24 22:40
Ку пить авалхи ят.КАРТ(а) сирулохран.

Pages: [1], 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters