Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
+0.3 °C
Сделать из любовника мужа так же трудно,как из мужа любовника. (Бальзак)

Ad

Микула: Чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне ытти чӗлхесенче шырамалла пулнӑ

Микула17.05.2018 06:1328194 views

Паянхи кун та палӑртса паман халӑх ячӗ... Ятарласа палӑртса паман тесе каласан тӗрӗсех пулӗ. Мӗншӗн тесен малтанах ҫулӗ тӗрӗс мар пулнӑ. Лашине урапинчен мала тӑратнӑ пекех. Сувар сӑмахран чӑваш сӑмаха нимле майпа та тӑсса, улӑштарса пама ҫук пулсан та ҫавӑн ҫинех «тиенме» хӑтланаҫҫӗ паян кун та. Лавӗ чӑтаймасть пулсан та. Паян кун ҫӗнӗлле информаци пулнине шута та хурасшӑн мар. Ӗлӗкхи тӗпчевҫӗсен информаци тени ҫав тери сахал пулнӑ пулсан, паянхи кун та вӗсен ӗҫӗсене тӗп вырӑна хурса пыни наукӑна аталанма чарса пырать. Ҫавӑ ӗнтӗ чӑрмантарать пире «чӑваш» сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшне палӑртма.

Ӑнланас пулать, чӑваш ятне палӑртма «чӑрмантаракан» тепӗр хушма тупсӑмне те. Вӑл Турципе Раҫҫей патшалӑхӗ чылай вӑхӑт хирӗҫ тӑнипе ҫыхӑннӑ. Тепри, чӑрмантараканни, Хусан ханстви тапхӑрӗ пирки уҫҫӑмӑн ҫырма юраманни. Паянхи кун вӑл «табусем» ҫук, ҫавӑнпа та чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне уҫҫӑмӑнах палӑртма пулать.

Филологсен чи пысӑк йӑнӑшӗ вӑл «чӑваш» тата «чӑвуш» сӑмахсем ҫине саспаллисем витӗр пӑхни. Ҫырни вӑл улшӑнма пултарать, акӑлчан чӗлхинчи пекех, паянхи Турцинче чавуш сӑмаха ытларах «чӑваш» тесе калаҫҫӗ. Ӗлӗк те ҫавӑн пекех пулма пултарнӑ-ытларах чавуш, е чауш мар чӑваш тенӗ?

Ашмарин чӑваш сӑмаха «ҫӑваҫ» сӑмахпа ҫыхӑнтарнӑ. Ҫӑваҫ сӑмах ҫӑва сӑмаха аса илтернипе пирӗн историксем вӑл шухӑша ырласах кайман. Мӗншӗн ырламан? Информаци сахалтарах пулнӑ. Паянхи кун Ашмарин каланине тӗрӗс теме пулать, анчах та унӑн шухӑшне те малалла тӑсас пулать. Мӗншӗн ҫӑваҫ сӑмах чӑваш сӑмахпа пӗрешкел пулнине ӑнлантарам.

Ҫӑваҫ сӑмах паянхи кун тӗрӗк чӗлхисенче, уйрамах Турци патшалӑхӗн чӗлхинче мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине тишкерер. Азербайджан чӗлхинче «саваш», Турцинче «саваҫ» тесе калаҫҫӗ. Пӗлтерӗшӗ вӗсен анлӑ, анчах та пӗтӗмпех ҫарпа ҫыхӑннӑ, ҫапӑҫу вырӑнӗ, ҫар ҫынни тата ытти те. Калӑпӑр мӗнле пулать Турци патшалӑх чӗлхинче «ҫар карапӗ»? Пулать «саваҫ кемисси». Ашмарин чӑваш сӑмах ҫӑваҫ сӑмахпа пӗрешкел пулнине тӗрӗс каланӑ, анчах та ҫаваҫ сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшне палӑртман. Палӑртма вӑл вӑхӑтра информаци ҫителӗксӗр пулнӑ.

Герберштейн Чӑваш ҫӗрне палӑртса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫӗнӗлле пӑхсан ӑнланмалла ҫав сӑмахӑн пӗлтерӗшне. Вӑл вӑхӑтра «линия фронта» унта пулнӑ, ҫавӑнтах тӗп ҫапӑҫу вырӑнӗсем пулнӑ, унтах ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнисене пытарнӑ вырӑнӗсем те пулнӑ. Курбский ахальтен мар асӑннӑ «чӑваш ялӗсем пысӑк кармансем ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ» тесе. Чувашия тени ҫапӑҫу вырӑнӗ тенипе пӗрех илтӗннӗ.

Паянхи Турци патшалӑх чӗлхинче сувар, сӑваҫ тата чавуш-чӑваш тени пӗр пӗлтерӗшлӗ, пӗтӗмпех ҫарпа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май филологсенчен ыйтас килет. Мӗнле майпа ҫавӑн пек информацине курмасӑр иртсе кайма пулать? Ун пек юрамасть.

Паянхи кун палӑртнӑ фактсене пӗрлештерсен чӑваш сӑмахӑн пӗлтерӗшне нимле майпа та пытарма ҫук. Чӑваш тени ҫар ҫынни пулать. Чӑваш ен тени ҫапӑҫу вырӑнӗ, е чӑваш — ҫар ҫыннисен ҫӗрӗ пулать.

Халӗ чӑваш сӑмахӑн сӗм авалтанах, ҫар ҫыннинчен малтанрах пулнӑ тупсӑмӗ. Малтанхи «чи», «чу», «чӑ» тенине чӑваш чӗлхинче те ытти чӗлхесенче те, вырӑс чӗлхи ҫине куҫарсан «быстрый, первый, новый, передовой» пулать. Аш тени арап чӗлхинче тата ытти чӗлхесенче ытларах «знатный муж, удачливый» пӗлтерӗшлӗ. Ӑнланмалла, чӑваш тени хӑвӑртлӑхпа, ҫӗнӗлӗхпе тата пысӑк статуслӑ пулнипе ҫыхӑннине.

Вир(ь)ял сӑмах пӗлтерӗшне те палӑртам. Вир(ь)ял тени «верховые» сӑмахпа пӗрешкелтерех тени тӗрӗсех, анчах та каллех пӗтӗмпех мар. Вир(ь)ял тени шыв юхӑмне хирӗҫ ишме пултаракан кимӗ ячӗ пулнӑ. Парӑспа усӑ курма пӗлнӗ чӑвашсем. Герберштейн ахальтен мар асӑнать, «чӑвашсем ытти халӑхсенче шыв ҫинче ҫӳреме пӗлнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ» тесе.

Ҫавӑн пек аптраман чӑвашсем. Халӑх ячӗ ҫине унӑн истори ҫине ҫӗнӗлле пӑхма вӗренер. Ҫурма тата хӗсӗк истори кивелнӗ. Ҫӗннине ҫырма вӑхӑт.

Николай Мефодьев

Унсӑр пуҫне,эпӗ шутлатӑп,Шупашкарта тата ытти хуласанче тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла.

Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (75)]

Comments:

Михаил ВолковСун // 6344-5785
2018.07.01 00:14
Ан култарсам, Микула. Ку сӑмахсене пӗр пӗлтерӗшлӗ теме ҫук.Пӑлхар - пулӑх арӗ (полевод,житник), вӗсене грексем АГАРЧЕИ - (ака арӗсем, акарҫӑсем) те тенӗ, хапь анлӑ сарӑлнӑ АГРАРИЙ сӑмаха аса илер. ЧУ,ҪУ, Ю - питӗ авалхи смахсем. ВЫРӑссен ЛЕТО, ЛЕТ - кальккӑсем. Ари-плхарсем пир.зрачченхи 3-иеш ӗмӗртех Кӑнтӑр Китайра ЧУ ПАТШАЛӑХӖ тунӑ. ("Царство ЧУ" ыйтса вула.)
Микула // 9259.3.8429
2018.07.02 18:28
Аха çав. Пулă тени "рыба" пулать. Болгар хули те "дословно" пулăçсен хули пулать. До нашей эры теиччен, малтан пилĕкçер çул каялла мĕн пулнине ăнланмалла. Чуваши отличаются знанием судоходства (Герберштейн). Астуса юл çавна. Ага Туй тенинче те "Ага" акни (сев) мар .Кунта "Ага" çарпа ертсе пыраканни. Туйне-уявне те вăлах ирттернĕ пулса тухать .Чăваш çар округĕнчи Агатуй вăл паянхи çуркуннехи "смотр" пекех пулнă. Чăвашсем çĕр ĕçченĕсем кăна пулман чаплă çар çыннисем те пулнă. Ăçта "чу" пур чăвашсене шырама кирлĕ мар. Сăмахăн хăйĕн çулĕ,халăхăнпе пур чух пĕрешкель мар.
Михаил ВолковСун // 1627.99.4202
2018.07.02 22:49
Хуратан, пулӑӑҫ юлташ. Сайт шыв кӳлленчӗкӗ мар. Ан пӑтрат.Ху
пӗлӳ шайне хаклама пӗл.
Микула // 9259.3.8429
2018.07.03 18:33
Аргумент мар ку сирĕн,пустуй ÿпкелешни кăна. Пирĕн историне пăтратаканнисем партийный ,директивăсене çырса илекеннисем. Вĕсем хыççăн тÿрлетмеле те тÿрлетмелле...
Михаил ВолковСун // 2245.08.0628
2018.07.04 00:29
Тӳрлет, тӳӳрлет, анчах малтан хӑвӑӑн пӗлӳӳ шаюне ӳстер. Мӗн пуҫҫҫҫҫа килнине ҫырса ан айванлан.

2018.07.04 06:21
Микула, "Сувар" хаçатра пĕринче, икĕ-виçĕ çул каярах чăвашсенчен çынсен ĕмĕрĕ пуçланса кайнă тесе вуланăчччĕ, Этем, Адам пĕрпеклĕх пур вĕт? Тен, тата Çÿлти урра та чăваш тесе çырса хуратпăр? Ну юптаратăр, Кукша Кĕркури те çитеес çук сирĕн хыçăртан, тусанпа чыхланса юлать
Микула // 9259.3.8429
2018.07.04 18:52
Сувар хаçат çавăн пек. Тĕллевĕ- чăваш историнчен юмах кăна тăвасси пулмалла. Микула "çăлкуçсем" çине тайăнса çырать. Юптару кунта çук. "До нашей эры" чăвашсем пирки калакансем чăннипех юптаруçăсем. Чăваш халăхĕ 15-16 ĕмĕрсем хушшинче пăлхарсем ытти выранти халăхсем, тата айкăран, тĕрлĕ çĕртрен кильнĕ çынсем пĕрлешсен "çуралать". Америка наци çуралнă пек чăваш та çуралать. Айкăри вăйсем хутшăнман пулсан çĕршер çухрăм йĕри -тавра чăваш кăна пулнă пулĕччĕ. Чăвашăн вăйĕ çавăн тери пысăк пулнă. Тутара та вырăса та "вăйпах" кăларнă пулсан та паян кун та çĕкленмелĕх вăйĕ юлнă.
Михаил ВолковСун // 3500.56.1285
2018.07.04 23:47
13-мӗш ӗмӗртех Пӑлхарӑн Ҫӗпӗрпе Казастан, Вӑтам Ази енчи чиккисене хӳтӗлнӗ ХУРАПУҪСЕМ, ИШТЕКСЕМ, СӐКӐТСЕМ, Кавказран АВАРСЕМПЕ СУВАРСЕМ чакса килнӗ.Тутар-монголсенчен. Кавказра ку йӑхсен (аврсемпе, суварсен, карайсен ячӗллӗ топонимсемпе этнонимсем юлнӑ. Ку юмах мар. Пӑлхар чӗлхи патшалӑх чӗлхи пулнӑ авалхи (доисторический) чӗлхе. Тарӑн тӗпчевсем тума пысӑк та наукӑна чунтан парӑннӑ йыш кирлӗ.
Микула // 9259.3.8429
2018.07.10 17:58
Куçса кильнĕ пултăр,анчах та 15-16 ĕмĕрсенче те чылай куçнă .
2018.07.11 21:52
епĕр хутчен те асăрозаттăрас килĕт, Кавказ, Ази халапĕсенче хура сăнлă пике, чăваш пики вара пур халапра та сарă пике. Нивушлĕ эсир чăвашсем çавна та аслă пĕлÿ илнĕскерсем тавçăрса илме тăн çитерейместĕр? Е тата сире çав тери те Кавказпа çыхăннă теори çывăх? Эпир чăвашсем викингсем патне çывăхрах, мана пурпĕрех мĕскер эсир пакăлтататăр, сире уншăн укçа-тенкĕ тÿлеççĕ, мна чун туртăмĕ туртать. Супăнь сутакана кам йÿнĕрех смĕнет тавара çавăн тан туянать,хаклăрах сутас тĕлĕшпе, эпĕ сутăнмастăп, маншăн вăй кăларса илнĕ укçа хаклăрах та тивĕçлĕрех тем каласан та. Тек ларăр эпир Кавказ енчен килнĕ халăх тесе е Азирен, куна эпĕ иртнĕ ĕмĕртех иртнĕччĕ ĕнтĕ, çĕнĕ юптару майлаштарăр.Тен тата çавăнпа та çыракан çук комментарисем? Ултава мĕнле хирĕçлеме пулать?.

Pages: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters