Тĕлĕнмелле "хутне кĕрекен". Президент пуласшăн пулнă та "хутне кĕнĕ". Пулайман та "хутне кĕме" пачах пăрахнă пулса тухать? Халăх уншăн сасăланă пулсан та мĕншĕн çавăн пек тунă вăл? Немцов ун пек туман. Навальный те ун пек тумаç. Дежурный "кандидатсем" кăна çавăн пек тăваççĕ. Нихăш енчен те политик пулман.
Патша(президент) пулса,шупăр тăхăнса, кĕрекере ларас текенсем пулманнине ĕненмес. Паян та тархан грамотине паракан пур теççĕ. Тен Николай Плотникова ,патши пур пулсан, каган ятне парас? Кагана суйламалли йĕркесене пĕлетпĕр,çĕклеме те кавир тупăпăр? Темле пулсан та патшаран аслăрах пулĕ ?
"К сожалению, уровень мышления у чувашей остаётся провинциальным — "ял шухăшлавĕ", как говорится".
На слова Атнера,слова Яковлева.
"Сильные люди борются за то, чтобы прославить родной народ, сделать его великим. Они понимают, что отсутствие собственных достоинств нельзя маскировать достоинствами нации». От себя добавлю .Собственные недостатки нельзя перекладывать на народ.
Ялтан // 9259.3.8429
2018-11-17 17:36
Тĕлĕнмелле "хутне кĕрекен". Президент пуласшăн пулнă та "хутне кĕнĕ". Пулайман та "хутне кĕме" пачах пăрахнă пулса тухать? Халăх уншăн сасăланă пулсан та мĕншĕн çавăн пек тунă вăл?
==========================================
Эс ухмах-и, ăслă-и?
"Пулайман" хаççăн — президент суйлавĕ тĕлĕшпе мораторий тунă.
Мораторие пăрахăçласан — тепĕр хут суйлав ирттернĕ. Вăл суйлав Атнер Хусанкайшăн ăнăçлă пулман. Пĕр-ик процент çеç пухнă.
Çĕрпÿ районĕнчен каллех депутат пулма хăтланса пăхнă. Анчах та пулайман.
Ялтан тенине шеллеме кирлĕ мар пулĕ. Вăл президент пуласшăн пулман. Ялтанах пулсан пурнăç мĕнне пĕлет ? Теплицăри çимĕç пек çитĕнмен, сиввине те ăшшине те курнă? Кăштах çиль вĕрсенех,хĕвел пытансанах "К сожалению, уровень мышления у чувашей остаётся провинциальным — "ял шухăшлавĕ" тесе ÿпкелешмен. Президент пуласшăн пулнă пулсан малтан ăнланмалла пулнă ,пур халăхшăн та "базис"-экономика. Чăваш халăхĕ те çавах,ăна уйăрмалла мар. Наци ирĕклĕхĕ экономика ирĕклĕхĕнчен пуçланать. Чăваш чĕлхи статусĕ пирки уйрăммăн мар яланах экономика ыйтусемпе çыхăнтарма пĕлмелле. Каланă сире, Атнертен паян чăвашла ÿстермелли ача сачĕсем кирлĕ тенине илтмен пулсан , Эхветкассинчи чăвашсем те ăна курман пулсан... Сăмах май ыттисене те курман. Халăха тиркесе пĕр сăмах та ан калăр. Мода ильнĕ халăха тиркеме.Министăрсене халăх килĕшмеç,тахçанхи президента килĕшмен... Нарцис чирĕ сирĕн тен пуçланнă ?
Пурăнаканнин яланах малалла пăхмалла. Кукамай, 96 çулччен пурăннă пулсан та нихăçан та алăсене усман. Яланах, кайнисемшĕн кулянмалла мар теччĕ,кулянсан унта вĕсене йăвăр теччĕ. Яланах чăвашăн тĕплĕ пулмалла теччĕ.Халăхра Тÿрĕ Анни тесе каланă ăна. Пулницăна кайнă пулсан татах та пурăннă пулĕччĕ,анчах та Хветĕркке ильме кильчĕ ,кĕтсе ывăнчĕ полĕ терĕ,пулницăна кайма килĕшмерĕ. Хветĕркке ,пĕрремĕш упăшки, ăна 1917 çулта "Хусан уйĕнче" персе пăрахнă. Чăвашсен тĕнĕпе, пĕрремĕш упăшки , Торă çырни полнă. Кукамай яланах калатчĕ ,мĕн кирлине Хĕвелтен ыйт тесе. Чăваш хĕрарăмĕ çинче ытларах тăрать пулмалла Чăваш Тĕнчи. Чăн чăваш арçыннисем ытларах çапăçусенче пĕтнĕ пулас.
Тата. Чĕлхене калаçма тунă,ĕçе пуçличчен мĕн тăвассине пĕлес пулать. Малтанхи йăнăшсене ăнланас пулать. Сăнчăрне татма халлĕхе вăй çитмесен те сăнчăрĕ çине сурма хушнă,тутахать те татăлать. Анкулян Акапасар.