Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Истина способна стоять, ложь нет.(Талмуд - Шаббад)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Кадыров чӑн сӑмах калать?

Аçтахар Плотников14.12.2018 11:449034 views

Нумай пумасть тӗрлӗ МИХсем Кадыровӑн сӑмаххисене сара пуҫларӗҫ.

«Если бы по (федеральной целевой) программе нам необходимые средства выделили — мы сделали бы больше. И еще больше, если бы нам не мешали»

--

чӑвашла: «Енчен те федераллӑ программӑпа пире укҫа-тенкӗ ытларах уйӑрнӑ пулсан эпир ытларах тунӑ пулӑттӑмӑр. Тата ытларах — енчен те чӑрмантарман пулсан»

— тенӗ хайхи Чечен Республикин Кӑлави Рамзан Кадыров.

Мускаври тата ытти федераллӑ хаҫатсемпе сайтсем, паллах, ку сӑмахсене йӗкӗлтесе илес тӗлӗшпе сара пуҫларӗҫ — вӗсен шухӑшӗпе кӑнтӑрти республикӑна укҫи-тенки сахал мар каять, лешсене вара ҫавах ҫителӗксӗр. Теприсем вара, уйрӑмах республикӑрисенчисем, Рамзан Ахматович ирӗклӗх сахалли пирки сӑмах хушнине асӑрхарӗҫ, хыпара ҫавӑн тавра йӗркелерӗҫ. Эпир те вӑл шухӑш тавра ташлакаласа пӑхӑпӑр.

Чӑн та, республикӑсене ирӗклӗх ҫитмест. Паянхи кун хӑть республикӑсене ил, хӑть облаҫсемпе крайсене — пурте тенӗ пекех Мускав ҫӑварӗнчен пӑхаҫҫӗ, вӗсем мӗн каласса кӗтеҫҫӗ. Сӑлтавӗ те паллӑ — федераллӑ центр пӗтӗмпех хӑй ҫине илнӗрен регионсен хӑйсен ӗҫӗпе аппаланма вӑхӑт та юлмасть. Мӗн тавӑн? Улатимӗр Путин йӗркеленӗ влаҫ вертикалӗ ӗҫлет мар-и?

Анчах Кадырова та ӳпкелемесӗр хӑварас килмест. Ара ҫав ҫын марччӗ-и-ха, республикӑсене президентсенчен хӑтӑлтараканни? Шӑп вӑл пуҫарнипе вӗт-ха пирӗн Раҫҫей Федерацинче икӗ президент кӑна юлчӗ — пӗри Раҫҫейӗн, тепри — Тутарстанӑн (тӗрлӗ пӗрлӗхсен президенчӗсене шута илмӗпӗр). Ҫавнашкал утӑм ирӗклӗхе хӗсесси пирки шухӑшламан-ши вӑл ун чухне? Е ҫав тери Путинӑн шанчӑклӑ салтакӗ пулас килнӗ?

Кун пирки ваттисен сӑмахӗ пур — мӗн акатӑн ҫав шӑтать. Апла-тӑк Рамзан Кадыровӑн ӳпкелешме халь нимӗнле сӑлтав та пулма пултараймасть. Хӑй йӗркелеме хутшӑннӑ йӗркепех шӑппӑн ҫеҫ ӗҫлемелле. Ирӗклӗх ыйтиччен вара президентсене пӗтерме хутшӑннӑ ӗҫ пирки пуҫа тытмалла.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (15)]

Comments:

Agabazar // 1435.81.1268
2018.12.15 10:36
Agabazar
Чечня пирки тата Чечня тавра калаçма хăтланнин усси пĕр пĕрчĕ те çук.
Agabazar // 2605.48.4451
2018.12.15 14:14
Agabazar
1941-45-мĕш çулсенчи вăрçă пĕтнĕренпе миçе çул? 70 çул ытла вĕт! Çавăн чухлĕ çул иртнĕ пулсан та, çулсерен куççуль юхтарма пăрахман-ха эпир çав вăрçă тĕлĕшпе.
Микула // 9259.3.8429
2018.12.15 16:49
Пурте вăхăтлăха кăна, шантарнисем те. Путин кăна ĕмĕрлĕхе. Паян сана пуçлăх ырлани ыран та ыралссине пĕлтермеç. Пенсине тухмалли çулсене хăпартмас тени те кăтартуллă ? Çĕршывра кĕçех "насилственная губернизация" пуçланмалла теççĕ? Апла пулсан республикăсенчи элитăсемпе "ĕçлеме " тытăнĕç ? Хăвăрах куратăр пуçланине. Республикăсенчи национальный элитăн ялти староста шайĕнче кăна пулмалла сценари тăрăх ?
Микула // 9259.3.8429
2018.12.15 17:10
Ăнланас пулать. Чăннипех наци элитине таптаса пырĕç. Наци элитин рольне выляканнисене, вăхăтлăха пулсан та хăпартса пырĕç. Кайран вĕсене те,юрăхсăра тухнăран, ялти староста шайне антарса лартĕç. Кун пекки историнче чылай пулнă,чăвашсен ĕлĕкхи элитипе те.
Вулакан // 7406.4.9845
2018.12.15 18:20
Р.Кадыров РТВ тарах калана: "Мы все пехотинцы Путина". 2014 султа кадыровецсем Донбассра та хес-пашалпа пулна. Весен ушкан "Смерть" ятлачче. Чечняра оппозицине термене хупассе, тата велерессе. Сынсем "сухалассе". Хаш-перисем унтан тарассе.
Чечняра Фонд Кадырова пур. Унталла пысак уксине пустарассе. Кадыров палла чике енчи спортсменсене, артистсене пысак уксипе йыхравлать...

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters