Пульниццарисене илес пулсан, пĕр форумра çапла калаçма пуçларĕç: "Ах, мĕнлерех лайăх пирĕн патри пацциентсем!"
Пациент вăл яланах лайăх. Начар пацциент çук. Хуть те мĕнле пациент пултăр, анчах та ăна эсĕ, тухтăр юлташ, сипле!
Атнер // 3194.42.1645
2019.02.17 21:11
Эсӗ малтан ыйтса пӑх шалӑп кӗнекире кайран судсем тӑрӑх ҫӳресе пӑх памасан. Тымарлансӑр пуҫне памасан ӗҫрен кӑларасси патне халиччен никам та ӗҫ-пуҫа ҫитереймен.
Шалăп кĕнеки вăл Интернет пек япала. Унта кирек кам та пăх-шăк тата ытти кăларса тăкма пултарать. Купи-купипех! Кам ÿркенмест, çавă çапла тăвать.
Паллах кăларса тăкма пулать пăх-шăк çеç мар, халва-канихвет-пĕремĕк те.
Пирĕн пек айвансем çавна пырса пăхĕç, ĕнсине кăтăр-кăтăр хыçса илме манса кайĕç.
Ку хайхи телевăйăсенче хăшпĕрисем миллион-миллион выляса илнĕ пек. Каллех пирĕн пек айвансене, лохсене ултамалли япала! <<Ах, епле ăслă!>> тетпĕр. Илтрĕр пуль "пурне те пĕлекен" Друзь куккăр пирки? #Друзь
Акапасар, хуть мĕнле телевăйăра та тупăшра артсе пыракан юлать, халĕ тухнă пулăм мар. Ахальтен мар-тăр, вĕсене пурне те лохотрон теççĕ, е эсир "Поле чудес"ран машина выляса илнисем машиналлă пулса каяççĕ тетĕр-и? Эх, айвансем! Машиналлă пулса кайма, майне пĕлмелле унта. Шалăп кĕнеки тĕрĕс, Интернет евĕрех пурне тÿсет, пĕр уйрăмлăх: интернета пăхаççĕ, шалăп кĕнекине çук.