Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Истина - единственный источник мужества.(Агни)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Суту-илӳре сутаканӗ е илекенӗ аслӑрах?

Аçтахар Плотников07.02.2019 17:099411 views

Паян пӗр киоска кӗтӗм те апат-ҫимӗҫ туянтӑм. Хам вара банк карточкипе тӳлерӗм. Ара майне туса панӑ та мӗншӗн усӑ курас мар? Тата карточкӑпа тӳлеме самай ҫӑмӑлрах — енчӗкре карточка сахал вырӑн йышӑнать, ваккине шутласа тӑма вӑхӑт кирлӗ мар. Тепӗр ансатлӑхӗ те пур — карточкине тӗксе илмелле ҫеҫ, нимӗнле код та кӗртмелле мар. Сутӑҫ ӗҫне вара карточкӑсем, паллах, йывӑрлатаҫҫӗ. Пӗрре кассӑна тата кӗсьене укҫа капла лекмест, тепре банк ҫак тӳлеврен хӑйӗн процентне хӑйпӑтса юлать.

Вӑт хайхи, карточкӑпа тӳлерӗм те сутӑҫ мӑрлатса илчӗ — вакки ҫук-им тет. Эп вара ҫак меслетпе тӳлени маншӑн меллӗрех пулни пирки каларӑм. Сентре хыҫӗнче тӑракан хӗрарӑм ҫавах мӑкӑртатма пӑрахмарӗ — калӑн, эп ун таварне туянса ӑна темле сиен турӑм.

Ҫак пӗчӗкскер пӑтӑрмахла япала мана шухӑша ячӗ. Мӗншӗн-ха пирӗн сутӑҫсем хӑйсене питӗ мӑнна хураҫҫӗ? Енчен те анӑҫра туянакан яланах тӗрӗс (выр. Покупатель всегда прав) тесе калаҫҫӗ пулсан пирӗн сутӑҫсене ҫакӑ темшӗн пырса тивмест. Ҫук, пирӗн лавккасенче те туянакансене юрама тӑрӑшакансем чылаях. Нумай пулмасть пушмак сутакан пасар кӗтӗм те кашни сутуҫӑ ман пата чупса пыма тӑрӑшрӗ, эп чӑвашла калаҫнӑран чӑвашла пӗлменнисем те (ара калаҫнинченех туйӑнать те) чӑвашлах хуравлама хӑтланчӗҫ. Мӗн тӑвӑн? Сивӗччӗ ун чухне, туянакан мансӑр пуҫне ҫуккипе пӗрехччӗ. Вӗсен вара сутмалла… Анӑҫри пирки те — кашни туянакана юрама хӑтланни пирки — татсах калаймастӑп. Кӑна ҫынсем пӗлтерни тӑрӑх кӑна калаятӑп та…

Ҫавах та туянакансене ним вырӑнне те хуманни, сутӑҫсем хӑйсене туянакансенчен аслӑрах туйни мӗншӗн тӗл пулать-ха? Ман шутпа сӑлтавӗ совет саманинчи япаласем дефицита тухнӑ вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ. Ун чухне тӗрлӗ сутӑҫсем ырӑ курнӑ темелле — пӗтӗм ҫителӗксӗр япала вӗсем урлӑ тухнӑ, туянаканӑн вара вӑл япаласем пулман. Ҫапла май сутӑҫсем туянакансенчен аслӑрах пулнӑ. Паянхи ҫав сутӑҫсен йӑли те шӑп ҫав саманапа ҫыхӑннӑ тесе шутлатӑп. Эп асӑрханӑ тӑрӑх та хӑйсене аслӑрах тесе тытакан сутӑҫсем те ытларах енӗпе 40-рен иртнӗскерсем.

Эсир мӗн шутлатӑр? Хӑш-пӗр сутӑҫ хӑйсене туянаканран аслӑрах пек тытни мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ку ҫав сутӑҫсен айванлӑхӗ е ҫав-ҫавах дефицит тапхӑрӗн витӗмӗ?

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (13)]

Сутӑҫсем хӑйсене асла хуни мӗнпе ҫыхӑннӑ?

Вӑл сутӑҫсем кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗпе хавшак
Ку ыйту ҫине татсах хуравлаймастӑп
Дефицит вӑхӑтӗнчен юлнӑ йӑла
Ман шутпа кашни сутӑҫ туянакана асла хурать
Маншӑн ҫав-ҫавах
Вӑл сутӑҫсем айван ҫеҫ, пасар саманине ӑнланмаҫҫӗ

Comments:

Атнер // 2903.30.7295
2019.02.11 22:49
Ан кулянӑр.Пирӗн чи лайӑх танккӑсем тата ракетӑсем.
Agabazar // 1273.60.9318
2019.02.12 12:48
Agabazar
"Армата" танкка еплерех "лайăх" иккенне Мускаври Хĕрлĕ лаптăкра пит аван куртăмăр.

А пирĕн С-ЗОО текеннисене, ракетăсене (ЗРК), Сирире израильсем мăйăр пек шĕкĕлчеççĕ темеççĕ-и-ха?
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.02.12 22:32
Асамлӑ сӑмах пур: «ӲПКЕВ КӖНИКИ».

«ШАЛОП КӖНЕКИНЕ ПАР! – хулӑм саспа каламалаччӗ.-
Памасан ӗҫрен кӑлартаратӑп".
Сакун-йӗрки ҫавнашкал.


Agabazar // 2139.08.1986
2019.02.17 12:40
Agabazar
Шалăп кĕнеки.

Пульниццарисене илес пулсан, пĕр форумра çапла калаçма пуçларĕç: "Ах, мĕнлерех лайăх пирĕн патри пацциентсем!"


Пациент вăл яланах лайăх. Начар пацциент çук. Хуть те мĕнле пациент пултăр, анчах та ăна эсĕ, тухтăр юлташ, сипле!
Атнер // 3194.42.1645
2019.02.17 21:11
Эсӗ малтан ыйтса пӑх шалӑп кӗнекире кайран судсем тӑрӑх ҫӳресе пӑх памасан. Тымарлансӑр пуҫне памасан ӗҫрен кӑларасси патне халиччен никам та ӗҫ-пуҫа ҫитереймен.
Agabazar // 7958.1.7198
2019.02.17 22:28
Agabazar
Шалăп кĕнеки вăл Интернет пек япала. Унта кирек кам та пăх-шăк тата ытти кăларса тăкма пултарать. Купи-купипех! Кам ÿркенмест, çавă çапла тăвать.


Паллах кăларса тăкма пулать пăх-шăк çеç мар, халва-канихвет-пĕремĕк те.

Пирĕн пек айвансем çавна пырса пăхĕç, ĕнсине кăтăр-кăтăр хыçса илме манса кайĕç.

Ку хайхи телевăйăсенче хăшпĕрисем миллион-миллион выляса илнĕ пек. Каллех пирĕн пек айвансене, лохсене ултамалли япала! <<Ах, епле ăслă!>> тетпĕр. Илтрĕр пуль "пурне те пĕлекен" Друзь куккăр пирки? #Друзь
2019.02.19 06:50
Акапасар, хуть мĕнле телевăйăра та тупăшра артсе пыракан юлать, халĕ тухнă пулăм мар. Ахальтен мар-тăр, вĕсене пурне те лохотрон теççĕ, е эсир "Поле чудес"ран машина выляса илнисем машиналлă пулса каяççĕ тетĕр-и? Эх, айвансем! Машиналлă пулса кайма, майне пĕлмелле унта. Шалăп кĕнеки тĕрĕс, Интернет евĕрех пурне тÿсет, пĕр уйрăмлăх: интернета пăхаççĕ, шалăп кĕнекине çук.
Agabazar // 4000.91.1818
2019.02.19 15:25
Agabazar
Шалăп кĕнеки çине хуть те мĕн те çырма пулать. Хут — чăтать!
Agabazar // 4000.91.1818
2019.02.19 15:25
Agabazar
Шалăп кĕнеки çине хуть те мĕн те çырма пулать. Хут — чăтать! Хут — чăтать! Хут — чăтать! Хут — чăтать! Хут — чăтать! Хут — чăтать! Хут — чăтать!
2019.02.21 16:50
Тĕрĕс, килĕшетĕп: хут чăтать, çутăлтарса яраймасть)))

Pages: 1, 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters