Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +19.3 °C
Случай - это самая древняя аристократия мира.(Заратустра)
 

Ad

Виталий Станьял: «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра

Виталий Станьял26.11.2019 13:3421042 views

«Паттӑр тесен эпир арҫынна курма вӗреннӗ. Анчах та пурнан пурнӑҫра ҫепӗҫ хӗр, тӑлӑх арӑм арҫынран та вӑйлӑрах пулма пултарать иккен. Ӑна нимле нуша-хуйхӑ та, Тӗнче вӑрҫи те ҫапса ӳкереймен. Ку кӗнекене вӑрҫа чарма пикенннӗ улӑпла харсӑр чӑваш амӑшне асӑнса ҫырнӑ», — ҫапла сӑмахсемпе Наци вулавӑшне мана валли темиҫе уйӑх каяллах парнелесе хӑварнӑ пулнӑ хӑйӗн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекине Хусанта пурӑнакан чӑваш ҫыравҫи Николай Сорокин. Ӑна тав туса хурав парас терӗм.

Шупашкартан Хусана

Хаклӑ ҫыннӑм Николай Михайлович!

 

Кӗнекӳшӗн чӗререн тав тӑватӑп. Лавккасемпе вулавӑшсене тухса ҫӳрейменскер, эпӗ ӑна туянмасӑр та вуламасӑр юлнӑ пулӑттӑм

Алӑран ямасӑр, кӑранташпа чӗркелесех, савӑнса та хурланса вуласа тухрӑм кӗнекене. «Аха, «савнисен романӗ» тесе палӑртни астарнӑ ӗнтӗ» тесе ан шутла. Юрату-савӑшу юмахӗсемпе айланасси ман ӳсӗмри вулаканшӗн, тен, ытти чӑвашсемшӗн те, килӗшӳллех мар ҫав.

Парнеленӗ лашан шӑлӗсене шутламаҫҫӗ тенӗ те, манӑн хамӑн йӑлана пӑрахасси пулмасть — шутланине ҫырас терӗм, Эсӗ, укҫаллӑ та пултаруллӑ ҫын, кӗнекене лайӑхрах пӑхса тухса, тепӗр хут кӑларатӑнах тетӗп. Ҫавӑнпа тӳрех ман шутпа тӳрлетме кирли пирки калам.

Минтер кунта «хӑлхаран туртса ҫакнӑ» символ кӑна, чӑваш Жанна Д Аркне е хамӑрӑн Агафия Гаврилова пек паттӑр Ваҫиле Кузнецовӑна ачашлӑх енчен кӑтартмалли сӑпрай вырӑнне. Лару-тӑрӑва тимӗр алӑк хыҫӗнчи хытӑ тапчан уҫӑмлатать: «Акӑ вӑл — тӑлӑх арӑм минтерӗ!». Ҫакӑнта, ман шутпа, тӗрӗслӗх хӑҫан мӗн хак тӑни ҫинчен каласан вырӑнлӑччӗ. Тӗп сӑнар Веселина вырӑсла аван илтӗнет пулӗ-ха та, чӑвашла ӑнӑҫсӑр ятне ӑҫтан туртса кӑларнӑ? Пурнӑҫран? Ҫапах та, илемлӗх саккунӗсем фактографирен пӑрӑнма хистеҫҫӗ. Нарспи, Салампи, Селиме, Укахви ячӗсем чӗлхе ҫинче, сирӗн Ваҫиле вулакан асӗнче юласси мана иккӗлентерет. Сӑнарӗ вара ҫак рете тӑмаллискер! Ӑна эсӗ лайӑх унаса кӑларнӑ.

Кӗнеке «пурнӑҫ романӗ» пулнипе хытӑ килӗшрӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи, ун хыҫҫӑнхи пурнӑҫ ҫинчен шӑпах ҫакӑн евӗр хайлав пирӗн ял пирки те ҫырӑнма пултарнӑ. Ҫав тери пӗр пек ҫынсем, пӗр йышши хирӗҫтӑру, пӗр пек йӑласем, савӑнӑҫпа хурлӑх!

Нушаллӑ Ваҫиле пек влаҫа ятлакансем ун чухне пулман мар, ӑна хам та ача чухне илтнӗ. Мӑйӑхлине (Сталина) Гитлерпа тан шутлани те, «Ҫамрӑк гвардири» пек листовкӑсем ҫыпӑҫтарни те пулнӑ пулӗ, ҫавна Тӑван ҫӗршыва, Хӗрлӗ Ҫара хирӗҫ тӑнӑ пек кӑтартни чӑваш ялне тивӗҫлӗ мар тетӗп. Ял халӑхӗ пакарта тухиччен тӑрӑшса Ҫӗнтерӳшӗн тапаҫланни ачасен хырӑмӗсенче, тӑхӑнмаллинче те пит вӑйлӑ. сисӗнетчӗ ҫав! Сӗмсӗр Кабаргасӗ, чул чӗреллӗ пьянцӑ налук агенчӗсем тата ытти сӗлӗхсем хамӑр ялсемехчӗ, вӗсем саккунпа витӗннӗччӗ. Пӗрех, пирӗн колхоз председателӗ, орденсемлӗ уксак фронтовик, вӑрҫӑчченех колхоза ертсе пынӑскер, кӗнекери Егор Подоприхинран ҫирӗпрехчӗ. Вут витӗр тухнӑ салтак нӗрсӗр «районтан килнисене» хӑйсене вырӑна лартатчӗ. Вӑл ӑслӑ та хӑюллӑ пулман пулсан, пирӗн ялӑн вӑрҫӑ ачисем ҫурри ытла сывӑ юлаймастчӗҫ.

Каснӑ-лартнӑ чӑн пурнӑҫ татӑкӗ романра, документсемпе е архив хучӗсемпе ҫирӗплетмесӗрех паллӑскер. Ҫапах та, Хӑрушсӑрлӑх комитечӗн 1932-1933 ҫулсенче тытса хупнӑ 429 ҫын ҫинчен пӗлтерекен справки (31с.), Хусанти музей Суслонгер лагерӗнче 300 салтак выҫӑпа вилни пирки калани (58) кӗнекере вырӑнлӑ. Минтер пичӗ валли Ешӗл Йӑмраллӑра миҫе ҫипрен пир тӗртни, мунча мӗнле кӗни, виҫҫӗмӗш хут ача ҫуратнӑ чух Ваҫиле мӗнле турткаланни, тем каласан та, илемлӗ хайлавра йӳнӗ ҫумҫакки кӑна.

Кӗнекене Галина Матвеева, Роза Власова, Валерий Алексин журналист-ҫыравҫӑсем тата ытти вулакансем хакласа ҫырнӑ. В.Н. Алексин «Чӑваш халӑх сайтӗнче» кӑларнӑ статьяна тишкертӗм. Кӗнеке икӗ кӑларӑшра тухнӑ иккен. Чӑваш патшалӑх кӗнекеҫисем тӳрлетсе тухнине йышӑнмасӑр, эсӗ «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» ӑна йӑнӑшсемпех пичетленӗ пулать.

В. Алексин сюжетри уйрӑм самантсем тата чӗлхе пирки асӑрхаттарнӑ тӳрлетӳсене йышӑнмах тивет. Кӗнекене вырӑсларан куҫарни ҫур ҫухрӑмранах сисӗнет: ун ҫине авланаймарӗ, кӗленче сапунӗ ҫине, такам вулани пирки пилне пырса кӗчӗ, сивӗ ҫирӗпленсех пычӗ, пуҫ ҫаврашкасемпе кайрӗ («голова пошла кругом» пулас), ҫилӗн кашкӑр улавӗ, ҫул вӗҫлевӗ, асап вулавне малалла тӑсрӗ, Ваҫиле ҫултан пӑрӑнас мар тесе мӗнпур вӑйне хучӗ, урисем ҫине тимлӗх уйӑрчӗ, ӗне ҫӑвӗ («услам ҫу» пулӗ) илсе килнӗ, шӑплӑхла выляма пӑрахмастӑн» (вырӑсла кӗнекинче «играть в молчанку»-ши?), «ҫӑкӑр (тырпул!) ӳстерекен»... Эпӗ кӗнекене чӑвашла куҫарнӑ талантлӑ Евгений Турхана университетри студентранпах аван пӗлетӗп, ҫырнисене вуласах тӑратӑп. Вӑлах янӑ-ши капла йӑнӑшсене е тепӗр тӑлмач Вера Александрова-ши? Сӑмахӗ хӑвна лекет!

Кӗнеке хӑй ҫинчен хӑй калать. Ӑна виҫесӗр мухтани е пӗлмесӗр хурлани унӑн хакне улӑштараймасть. Евгений Турхан умсӑмахра романа Михаил Шолохов романӗнчен пӗрре те кая мар, вырӑн-вырӑн вӑйлӑрах та тени тӑрӑхласарах каланӑ пек туйӑнчӗ. Сире ун пекки сисӗнмерӗ-и?

Чӑвашра тӗрӗс хаклав та, критика та тахҫантанпах ҫук. Йӑпӑлти юлташсем вара састашӗ те, виҫи те пӑтранакан сӑвӑсен авторӗсене Маяковскипе танлаштараҫҫӗ, якатса ҫитереймен повӗҫсене Чехов патне туртаҫҫӗ. Ҫитесчӗ Ҫеҫпӗлпе Митта янӑравлӑхӗ патне, вӗренесчӗ илемлӗх ӑсталӑхне, чӗлхе тасалӑхне Юманпа Уяртан, Илпекпе Артемьевран...

«Ҫакӑ-и илемлӗ литература» ыйтать Валери Алексин. Паянхи чӑваш литератури ҫакӑ. Эпӗ юлашки вӑхӑтра вуланӑ романсенчен ӑнӑҫлӑраххи, пӗлтерӗшлӗреххи ку. Ӑна тӑсса янӑ ӳкерчӗксенчен (тӗслӗхе, ҫул ҫинчи нушасене ӗртӗ пахалӑхне чакармасӑрах кӗскетме пулать), ҫакса янӑ кирлеми сӑмахсенчен тата пуплевсенчен тасатсан (сӑмахран, хамӑр историе варалан вырӑнсенчен — «курайман Совет влаҫӗ», «халӑх ылханакан вӑтӑрмӗш ҫулта», «коммунистсем хӑйсен хура ӗҫӗсене ҫӗрле тунӑ», «хӑнкӑласем совет влаҫӗ пекех хыттӑн ҫыртрӗҫ»; эстетикӑпа килӗшмен («лӑкаса хӑвартӑн», «тула ларма тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ...» пеккисене) тата ача пӑрахтармалли инструкцие, минтер википедине катертсен, ун вырӑнне «Корсаковсен вунтӑватӑ вилӗм хучӗ, Самаркинсен йӑхӗнчен ҫеҫ вунвиҫ тӑван вӑрҫӑра ӗмӗрлӗхех юлнӑ» тени мӗне пӗлтернине философилесе парсан, Веселина Кузнецова сӑваплӑ вӑрҫа хирӗҫ тӗрӗс вӑрҫӑ пуҫланине лайӑхрах ӑнланма, унӑн тӳре-шарана хирӗҫ пӑлхавне тӳрре кӑларма пулатчӗ.

Вара пиҫсе ҫитнӗ «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романа шкул вулавне кӗртме сӗннӗ пулӑттӑм. Вӑл «Салампи», «Уках хурӑнӗ» тата ытти классика хайлавӗсемпе тан тӑрӗччӗ.

 

Ятла - ан ятла, ырӑ сунса, Виталий Станьял.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (79)]

Comments:

Ялтан // 2547.79.6585
2019.11.27 14:40
Пĕлес тетĕр пулсан, "Новое время" çапратса панă кăларăмне 400 экз. минкульт туяннă, кĕнеке издательстви кăларнине 200 экз. кăна. Шупашкара пĕркун килсе кайнăччĕ, К.Яковлевпа тĕл пулни ахаль калаçнипех вĕçленмен.
Михетер Павăлĕ // 1291.90.4037
2019.11.27 18:00
Камит! Туркай кашни çырмассерен хăй телефон номерне палăртать. Ку ĕнтĕ ''эпĕ тавлашма хатĕр'' тенине пĕлтерет. Хăвăн адресна ты çырса яр эппин.)) Мĕн мурĕ тума кирлĕ пире санпа тавлашма, тусăм?
Аптрман таваш // 1012.26.1695
2019.11.28 01:29
Питӗ тимлӗн вуласа, тишкерсе ырӑ сӗнӳсем парать Станьял пичче. Ӑсла ҫын ӑслах ҫав.Туркай ӑмсаннипе хӑй йӳтенӗ вӑл.
Валери Туркай // 3618.72.3428
2019.11.28 05:45
"Алипасова"!
Станъял - ман Вӗрентекенӗм тата чи ҫывӑх юлташсенчен пӗри!
Кирлех пулсан, эп уншӑн пурнӑҫӑма та пама хатӗр. Виталий Петрович, ҫакна питӗ лайӑх пӗлет, ҫакӑншӑн питӗ савӑнать (аре, ыйтсамӑр хӑйӗнчен - тав Турра, пурнать-ха ман юратнӑ Вӗрентекенӗм, ӗҫлет!)
Анчах та КУ мана Станъялпа тавлашма чӑрмантармасть.
Эпир унпа пӗр кунра 3 "ҫапӑҫса", 4 мирлешме пуларатпӑр (аре, ыйтӑр унтан хӑйӗнчен!)
Виталий Петрович! Эп сана юрататӑп!
Вӗренекенӳ, шӑллу Валери Туркай. 8-927-855-54-80
Атнер // 1726.84.3785
2019.11.28 09:11
Минкульт кӗнекене закупать туни пит аван,савӑнмалла кӑна.Министр маттур.
Валери Туркай // 4096.98.1205
2019.11.28 11:49
Павӑл Михедерне!
Ман адрес: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 31-мӗш ҫурт, 31-мӗш офис, Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ.
Таваш Абдрманне!
КАМА ӑмсанмалла МАН?!
Тин кӑна СЕРБИРЕ, Белградра, ман сербла куҫарнӑ сӑввӑмсен кӗнеки пичетлесе тухрӗ. Умсӑмахне Баларуҫ Республикин Информаци министрӗ А.Н.Карлюкевич ҫырнӑ.
Казахстанри икӗ журналта ман сӑввӑмсем КАЗАХЛА пичетленчӗҫ.
КАМА ӑмсанмалла ман? СИРЕ-и, аноним-"паттӑрсем"?..
Нишашто! Валери Туркай, 8-927-855-54-80.
Ялтан // 2547.79.6585
2019.11.28 14:00
"Атнер" тесе ал пусаканни Соркин хăй мар-ши? "Закупать туни"... Ку шăпах ун стилĕ!
Agabazar // 2628.98.8301
2019.11.29 02:09
Agabazar
Атнер тесе кунта кирек кам та никнейм кăларса тăратма пултарать.
Хăшĕсем пĕлеççĕ ĕнтĕ, ман регистрациленнĕ никнеймпа тухакансем те пулчĕç кунта. Малашне те пулма пултарĕç.

Унашкал япаласенчен ку сайт никама та сыхлаймасть.
Михетер Павăлĕ // 4119.74.0851
2019.11.29 08:28
Туркай, ентешĕм Н.М. Сорокин ''Вечная Волга'' хăватлă роман çырса кăларнă. Санăн вара, тăванăм, пĕр паха япала пур-и? Кунта йеркипе асăнса тух-ха.
Алибасов // 2547.79.6585
2019.11.29 08:46
"Тăлăх арăмпа" юриех Наци библиотекине кайса паллашрăм. Как-кай-кай! Мĕнле пуçпа çапса кăларма йышăннă ку мунчалана. Купи-купипе йăнăш, айванла танлаштарусем тата ытти те. Вăт сана Шолохов! Информаци продукцийĕн паллине те лартман. Çакă кĕнеке каларас йĕркене пăсни пулать терĕç пĕлекен хĕрсем. Прокуратура çакна сисссен кĕнекене библиотекăсенчен пуçтарса илтерет.

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters