Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Неожиданное случается в жизни чаще, чем ожидаемое.(Плавт)
 

Ad

Аркадий Русаков: Малашлӑха пӑхса...

Аркадий Русаков29.11.2019 11:4512024 views

Куҫа курӑнакан историлле вӑрах мар перспективӑра тӗнчери тата пирӗн ҫӗршыври чӗлхесем епле енне улшӑнассине мӗнле куратпӑр-ха? Епле пӑтӑрмахсем кӗтеҫҫӗ хальхи халӑхсен чӗлхисене?

Раҫҫее илсен, шкулсенче ачасене ППЭ-пе экзамен тыттарсах акӑлчан чӗлхине вӗрентме пуҫланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ҫакна пула кӑшт вӑхӑтран, пӗр вунӑ-вунпилӗк ҫултан Раҫҫейри кашни шкул пӗтерекен ача акӑлчанла калаҫма пӗле пуҫласси каламасӑрах паллӑ. Пирӗн тӑван чӗлхене тиркекен чылай чӑвашсем паян хӑйсен ачисене вырӑс чӗлхине ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшнӑ пекех, паянхи нумай вырӑс та ачисене пурнӑҫра акӑлчанла калаҫма вӗрентме тӑрӑшнине куратпӑр. Ҫакна пула, ҫывӑх перспективӑрах пирӗн ҫӗршыври вырӑссем, нумай пуҫтах чӑваш хӑйӗн чӗлхине тиркенипе вырӑсла ҫеҫ калаҫма тӑрӑшнӑ пекех, вырӑс чӗлхине тиркесе акӑлчанла ҫеҫ калаҫма пуҫламӗҫ, тесе калаятпӑр-и-ха? Калама пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен пурнӑҫ Раҫҫейре акӑлчан чӗлхин позицийӗпе витӗмӗ ҫултан-ҫул вӑйлӑланса пынине кӑтартать.

Вырӑс чӗлхине юлашки ҫулсенче нумай акӑлчан сӑмахӗ кӗрсе тулчӗ. Пирӗн хисеплӗ депутатсен Патшалӑх Думинче тухса калаҫнинче те кун пеккине час-часах асӑрхатпӑр: вӗсем, хӑйсене «чӑнкӑ» ҫынсем пек кӑтартас шутпа пулас, питӗ нумай акӑлчан сӑмахӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Юрӑҫ-артистсем те телекурӑмра тӑтӑшах акӑлчанла юрлаҫҫӗ. Ку пулӑм, пирӗн нумай каппайчӑк чӑваш хамӑрӑн чӑваш чӗлхине хисеплемен пекех, депутатсемпе артистсем те вырӑс чӗлхине хисеплеменнине кӑтартать. Малашне те ҫапла кайсан, паянхи кун «тӗнче чӗлхи» пулса тӑракан акӑлчан чӗлхи вырӑс чӗлхине майӗпен пурнӑҫран хӗссе кӑларасси патне илсе ҫитерме пултараймасть, тесе калаймӑн.

Тепӗр енчен, халичченхи этемлӗх историйӗнчи пӗрин хыҫҫӑн теприне улӑштарнӑ тапхӑрсенче темиҫе тӗрлӗ «тӗнче чӗлхи» пулнине те пӗлетпӗр. Философсем: «Пурте юхать, пурте улшӑнать», — тенӗ пекех, ӗлӗкхи «тӗнче чӗлхисем» пӗрин хыҫҫӑн тепри улшӑнса пынӑ, хӑйсен позицийӗпе статусне ҫухатнӑ. Авалхи шумер, латин, грек, рим чӗлхисем нумай халӑхсене ҫыхӑнтаракан, вӗсен чӗлхисене хӑйсен чӗлхисенчи сӑмахсене кӗртсе аталантаракан чӗлхесем пулни ҫинчен те кашниех вуланӑ пуль. Сӑмахран, Н.Я.Марр академик сӑмахӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхин тымарӗ пулса тӑнӑ авалхи анлӑ сарӑлнӑ шумер чӗлхи те нумай-нумай чӗлхене пуянлатнӑ-ҫке, ҫавна пула чӑвашла сӑмахсем паянхи чылай Европа чӗлхинче палӑраҫҫӗ. Ӗлӗкхи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесем вырӑнне паян акӑлчан чӗлхи «тӗнче чӗлхи» пулса тӑрать, ун сӑмахӗсем ытти чӗлхесене вӑйлӑн кӗреҫҫӗ, ҫав шутра вырӑс чӗлхине те.

Анчах малашлӑхра акӑлчан чӗлхи те «тӗнче чӗлхи» пулма пӑрахмӗ-ши? Пӑрахать! Мӗншӗн тесен, ҫакӑн ҫинчен паянхи Европӑри халӑхсем, ҫав шутра акӑлчансем те, сахал ача ҫуратни калать. Европӑна юлашки ҫулсенче Азипе Африкӑран нумайӑн куҫса е тарса килнӗ арап ҫемьисем темиҫешер ача ҫуратнӑ вӑхӑтрах, нимӗҫ, акӑлчан, грек, француз... ҫемьисем пӗр-икшер ҫеҫ ача ҫуратаҫҫӗ-ҫке. Пӗр-пӗр халӑхӑн популяцийӗ ан пӗттӗр тесен, ҫемье иккӗрен нумайрах ача ҫуратмалла, тесе калаҫҫӗ ӑсчахсем. Ҫакна пула, темиҫе вунӑҫуллӑхран Европӑна Африкӑпа Азирен килнӗ халӑхсем вырӑнри халӑхсенчен шутпа нумайрах пулса тӑрасси патне илсе ҫитеретех. Урӑхла каласан, Европӑри акӑлчан тата ытти халӑхсен шучӗ ҫултан-ҫул сахалланса пыни, кунта куҫса килнӗ халӑхсен шучӗ ҫултан-ҫул ӳсни вырӑнри Европа халӑхӗсен чӗлхисем те пуласлӑхра ҫухалма пултарасси ҫинчен калаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен, кунта куҫса килнӗ мӑсӑльман-арапсем хӑйсен чӗлхисемпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ, акӑлчан, француз е нимӗҫ чӗлхисене пӗлмеҫҫӗ. Пӗлесшӗн те мар.

Чӗлхесен ҫакӑн пек лӑпкӑ мар перспективине шута илсе, пирӗн, чӑвашсен мӗн тумалла-ха? Инерципе «вырӑсланса» пымалла-и? Кайран «акӑлчанланмалла-и»? «Вырӑспа акӑлчан» сӑмахсене юриех кавычкӑна илтӗм, Мӗншӗн тесен, чӑваш, вӑл епле лайӑх вырӑсла е акӑлчанла калаҫсан та, пурпӗрех нихӑҫан та вырӑса е акӑлчана ҫаврӑнаймасть: унӑн чӑвашла сӑн-сӑпачӗ вӑл вырӑс е акӑлчан маррине инҫетренех кӑтартать. Генсем вӑл чӑваш иккенне тахҫанах унӑн ҫамки ҫине ҫырса хунӑ. Эрмене вӑл эрмен иккенне кӑтартнӑ пекех. Ҫакна шута илсе, эпир малашлӑхра «вырӑсланмалла» та мар, «акӑлчанланмалла» та мар: чӑвашсемех пулса юлмалла, тесе шутлатӑп эпӗ. Чӑваш пулса юлас тесен, хамӑрӑн чӑваш чӗлхине пӑрахмалла мар. Ма тесен, хӑйсен позицийӗсене майӗпен ҫухатакан акӑлчанпа вырӑс чӗлхисен пуласлӑхӗ те пысӑк ыйтуллӑ тесе каларӑм ӗнтӗ. Сӑлтавне те уҫса патӑм. Хамӑрӑн чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварни ҫеҫ пире малашне пӗтме памӗ, чӑваш халӑхӗ пулса юлса малашлӑха хӑюллӑн пӑхма шанчӑк парӗ. Статьяна вулаканӗсене ҫакӑн пирки ытти ҫынсене каласа ӑнлантарма ыйтатӑп. Пӗрле пулар!

 

Аркадий Русаков, ҫыравҫӑ, Пушкӑртстан

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (24)]

Comments:

Agabazar // 1045.6.3746
2019.11.29 14:35
Agabazar
Малашнехине пăхасси вăл — паянхи çинен шутлассин пĕр меслечĕ çеç.

Паянхишĕн шутласан, паянхи кунпа пурăнсан — малаш та пулать.

Кăмака çине хăпарса выртса малашлăх çинчен шутлам пекки тунипе вара ним те пулмасть.
vasilij.rozov.1944 // 1054.01.2241
2019.11.30 10:47
Алексей Петрович кăмака çине хăпарман, тĕпсак айне аннă
Евразиец // 3356.83.6705
2019.11.30 14:37
"Секрет здорового ума и тела заключается в том, чтобы не сокрушаться над прошлым, не слишком беспокоиться о будущем и осознанно жить настоящим моментом", - говорил Буддта. "...Живи сегодня. А Вчера и Завтра не так нужны в земном календаре"( Омар Хайам).
Agabazar // 9330-2994
2019.12.01 10:10
Agabazar
Омар Хайям вырăсла пĕлмен, эппин вырăсла ним те калама пултарайман. Будда та вырăсла пĕлмен. Вопшĕм, суятăн, евраçийццă!

Pages: 1, 2, [3]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters