Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.0 °C
Лучше лев во главе стада баранов, чем баран во главе стада львов.(Наполеон)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Мӗн тумалла? е Михаил Васильевич валли ҫӑлӑнӑҫ пур-и?

Аçтахар Плотников24.01.2020 20:372167 views

2020 ҫулталӑк Михаил Васильевичшӑн тем тесен те питӗ йывӑр пуҫланчӗ. Хура кушак ун ҫулӗ урлӑ иртнӗ шӑматкун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче чупса иртрӗ. «ПравдаПФО» кӑларӑм ун сӑмахӗсем ҫине тирӗннӗ хыҫҫӑн пирӗн Элтепӗре кам кӑна хурламарӗ пуль? ОБСЕ, ООН, «Репортеры без границ» таранах унӑн «мочить» сӑмахӗ ҫитрӗ.

Хӑшӗ-пӗри ыйтать те пулӗ? Пурте кун пирки хыпарларӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ вара шӑп тӑрать? Вӑл влаҫран хӑрать-им? Мӗншӗн ҫивӗч ыйтӑва ҫӗклемест? Сӑлтавӗ вара чӑвашӑн ваттисен сӑмахӗнче: аслисем уксах-чӑлахран кулма хушман. Михаил Васильевича пурте кӗтӳпе тапӑннӑ чухне ман ун тӗлӗшпе шеллев туйӑмӗ кӑна ҫуралчӗ. Унӑн айванлӑхӗнчен кулма пулать, вӑл тарӑн авӑра кӗрсе ӳкнишӗн савӑнма пулать. Анчах та ҫавах та унӑн ҫӗклемӗ пирӗнтен чылайӑшӗсенчен йывӑртарах пулнине шута илесех пулать.

Чи пысӑк йывӑрлӑхӗ Михаил Васильевичӑн вара — ун тавра ӑслӑ ҫынсем сахал пулни. Паянхи кун пуҫлӑхра ларса ӑслӑ пулни кирлех те мар вӗт (ман шухӑшпа Мускаврисем шӑп ҫакна тӗпе хурса эксперимент пекки ирттерме шутланӑ) — хӑвӑн ӑсу ҫителӗксӗртерех пулсан канашҫӑсене пух та вӗсен ӑсӗпе ӗҫе пурнӑҫла. Шел те, пирӗн Элтепер таврашӗнче унашкаллисем ҫукрах ҫав. Пулнӑ пулсан ҫав сӑмахсене пӗтӗм халӑх умӗнче каласран хӑтарӗччӗҫ ӗнтӗ. Чи айван ӑслӑ ҫын та ӑнланмаллах: «мочить» тесе вӗскӗртессине пӗтӗм халӑх умӗнче мӗнле калама пулать? Ку уяв тем тесен те влаҫа юрама тӑрӑшакан МИХсен уявӗ ҫеҫ мар-ҫке. Оппозициллисен те. Питех те вӗсене мӗнле ӗҫлемеллине вӗрентес килет пулсан — ил те пух хӑвӑн пата, юттисем ҫук чухне «мочить» тума вӗрент. Унсӑр пуҫне юнашар ӑслӑ ҫын пулсан Элтепере журналистсене тӗкӗнмелле маррине ӑнлантарса парӗччех ӗнтӗ. Голуновпа пулса иртнӗ пӑтӑрмахранпа вӑхӑт самаях иртмерӗ-ҫке — журналистсем вӗсем тем тесен те хысна укҫипе тӑранса пурӑнакан вӗрентевҫӗсемпе культура ӗҫченӗсем мар. Ҫакна Михаил Васильевича ӑнлантарса памаллах ӗнтӗ. Шел, ӑс паракан ҫук пулас.

Пӑтӑрмахран та ман шутпа пирӗн Пуҫлӑх ӑнӑҫлах тухмарӗ. Йӑнӑшасси вӑл пурин те пулать — таса чунлисем ҫавах та пирӗн хушӑра ҫуккипе пӗрех. Ил те йышӑн хӑвӑн йӑнӑшна. Тӗрӗс мар турӑм тесе кала. Ҫук вӗт, паянхи тӳре-шарасем яланхи пекех тӳрре тухма тӑрӑшаҫҫӗ. Каҫару ыйтрӗ ӗнтӗ, анчах та ҫавах хӑйӗн сӑмахӗнче йӑнӑш каланине тунмарӗ. Йӑнӑша йышӑнсан халӑх ҫавах кӑшт та пулин каҫарӗччӗ. Ку пӑтӑрмахшӑн ҫеҫ мар, ҫав шутра ыттисемшӗн те. Шел, хӑнӑхнӑ ҫулпа кайрӗ. Ман шутпа тата тепӗр ҫул та пурччӗ: вырсарникун е тунтикун хӑйӗн отставки пирки пӗлтересси. Кун пек туни халӑха чиновниксем чӑн та хӑйсене ыттисенчен ҫӳл шайра тытмаҫҫӗ, йӑнӑшӗсене йышӑнма пултараҫҫӗ тесе каланӑ пулӗччӗ...

Тепӗр енчен, ӑнланма та пулать пуль — Михаил Васильевич хӑйӗн пуканне пушатма пултарайман. Ман шутпа Мускавра кунашкал лару-тӑрӑва хатӗр пулман. Кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче «Коммерсантъ» ӑна отставкӑна кайма пултаракансен йышне кӗртнӗ пулин те ун чухне ӑна ылмаштарма пултаракан ҫынна тупайман пулнӑ. Республикӑн юбилейне ирттернӗ вӑхӑтра регион тӑрӑхне ылмаштарасси йӗркеллӗ япала мар-ҫке. Мускав хатӗр пулнӑ пулсан тунтикунах Михаил Васильевичран ӗҫ вырӑнне хӑй ирӗкӗпе пушатма ыйтакан хут ҫырӑнса тухатчӗ.

Анчах Чӑваш Республикин Элтеперӗн ҫулӗ урлӑ чупса каҫакан кушак питӗ мӑнӑ пулнӑ пулас. Пӗрре йӑнӑшни ҫитмен — каллех тепӗр пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Шӳтлесе те илес килет: Шуршӑлти Евгений аттен кӗлли чӑн та хӑватлӑ пулнӑ пулас, хӑй каярах ӑна улталаса чӗнсе илнӗ тесе пӗлтерет пулин те, усал-тӗсӗлтен Правительство ҫурчӗ тасалма пуҫланӑ теме пулатех. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пӑтӑрмаха ҫакланнин сӑлтавне урӑхла ӑнлантарса пама йывӑртарах: Михаил Васильевич унччен те ӑсӗпе палӑрманччӗ, йӑнӑшсем сахал мар тӑватчӗ, анчах ку таранччен Турри ӑна упратчӗ, пӑтӑрмахсенчен типӗ тухма пулӑшатчӗ.

Халь ак вара, вӑхӑтсӑр пукан пушатас ыйту та ҫивӗчленсе тӑчӗ. Енчен те журналистсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирисем каҫару кӑна ыйтма сӗнетчӗҫ пулсан, паян вара партирен кӑларасшӑн. Ку вара ӑшӑ пукана ҫухатнипе пӗрех (кӑларас темен пулсан кун пирки ҫӑвар та уҫмӗччӗҫ).

Влаҫ машини мӑран ӗҫлет. Ак паян шухӑш ҫуралчӗ те ыранах ӑна пурнӑҫлама пулмасть ҫав. Уйрӑмах хатӗр мар пулсан. Анчах эрне хушшинче Михаил Васильевич тавра ыйту татӑлнӑ пулас — Мускав кӑмӑл улшӑннине кӑтартать: тунтикун ӑна партирен кӑларассипе кӑлармассине пӑхса тухӗҫ. Апла-тӑк Игнатьева кампа улӑштармаллине палӑртнӑ, ку ӗҫе вӑраха тӑсса тӑмӗҫ, хальхинче республика хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне палӑртнине те шута илмӗҫ.

Отставкӑна Элтепер тунтикунах каймӗ пуль тетӗп — ытларикун унӑн ҫавах та хӑйӗн Ҫырӑвӗпе Патшалӑх Канашӗ умӗнче тухса калаҫмалла. Тем тесен те вӑл Ҫырупа тухса калаҫма самай вӑхӑт хушши хатӗрленнӗ, нумай-нумай чиновник ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр ӑна ҫырма хутшӑннӑ. Тен, шӑп ҫав кун вӑл каҫару ыйтса хӑйӗн полномочисене пушатӗ те. Меллӗ кун-ҫке: хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетме те май пур, ӑшӑ пукана пушатни ҫинчен пӗлтерме те аван.

Эпӗ Патшалӑх ҫуртӗнче ҫӳреместӗп, унти ҫынсемпе ҫыхӑну тытмастӑп, ҫавӑнпа та ку пур шухӑш та, паллах, эпӗ шутлани ҫеҫ. Ку ӗҫ чӑннипе мӗнпе вӗҫленнине малашлӑх ҫеҫ татса парӗ. Ҫав шутра — Элтепер отставкӑна каймасӑр та пултарать. Тем тесен те ҫӑлӑнӑҫ тупма тунтикунччен вӑхӑт пур. Ыранхи шӑматкун та уншӑн ӗҫ кунӗ, кану кунӗ мар.

Статья ятне «Мӗн тумалла?» тенипе пуҫларӑм. Шухӑшӗ вара питӗ ансат. Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ҫынна кура савӑнма питӗ ансат. Пулӑшма, инкекрен ҫӑлӑнса тухма, канаш пама — йывӑртарах. Ҫӳлӗрех эпӗ Элтепер тавра ӑслӑ ҫынсем сахалрах пулнине асӑнтӑм. Ҫавна май шухӑш ҫуралчӗ — тен, ӑна пулӑшмалла? Нивушлӗ эпир, пӗтӗм халӑх ӑсне пухса Михаил Васильевич валли ҫак йывӑр самантра та пулин ӑшӑ пукана сыхласа хӑварма май паракан сӗнӳ тупаймӑпӑр? Пирӗн шухӑшсене-сӗнӳсене, паллах, никам та итлесе тӑмӗ (мӑнкӑмӑллӑх чарӗ), анчах та эпир унашкал сӗнӳ-канаш тупма пултарсан ку вӑл халӑх вӑйне кӑтартса парӗ.

Эсир Михаил Васильевича мӗн сӗннӗ пулӑттӑр? Ҫак темиҫе кун хушшинче мӗн тусан инкекрен ҫӑлӑнса тухма пулать?

 

Comments:

Микула // 9259.3.8429
2020-01-27 20:54
Ан пӑрӑнӑр ҫултан,сирӗнтен ыйтнӑ вӗт "МӖН ТУМАЛЛА" тесе. Елӗкрех пулсан ,ҫилленипе, Турцине тухса кайма пултарнӑ. Мочарсем пек Европӑна та пултаратӑр куҫма,кравул хӗстереҫҫӗ тесе ,статус беженца парӗҫ. Финляндине Прибалтикӑна Германине эпир почти тӑвансем тесе. Мансах кайнӑ тата Болгарине. Ку вариант республикӑсем аркатма пуҫласан пулма пулатаратех. Ӗлӗкрех ,тахҫантарах пирӗн асаттесен пӗр пайне "расселили по городам русским".Кун пек те пулнӑ.
Тепӗр вариант "эсир хӑвӑр,тиркекенсем, пирӗнтен нихӑш енчен те лайӑхрах мар " тесе митингсем йӗркелес пулать. Руки прочь ,не вы выбирали ,не вам снимать тес пулать. Если драки не избежать бей первым тесе каланӑччӗ пире пӗр ҫын. Ун меслетне мала хкрас пулать.
Те шӳт те чӑн ,вӑхӑчӗ кӑтартӗ.Куратӑр мӗнле пӑтранатпӑр.
Agabazar // 3295.04.1353
2020-01-28 00:22
Agabazar
Кунта каллех Микула хăйĕн "шурă вăкăр" юмаххине тăсать иккен.
Вот и // 2515.45.3048
2020-01-28 17:50
The comment was deleted.: комментари ҫырас йӗркене пӑсни
Африкан // 3175.45.7327
2020-01-29 23:30
М.В. Игнатьев тавра пулса иртни перре те килӗшмест. Чӑвашри "культураллӑ ӑсла ҫынсем" йытта шӑмӑ пӑрахса панӑ пек сӑлтав туса пачӗҫ мускавсене, РФ шайне хӑпартрӗҫ! Ҫапла майпа выранти "элита" мускавсемпе вылять.
Гена // 3175.45.7327
2020-01-29 23:34
Кроме как инстинктом волчьей стаи эту кампанию не назовешь. Из безобидной сцены с ключом раздули событие вселенского масштаба. Работа журналистов и элиты.
Африкан // 3175.45.7327
2020-01-30 10:09
Чӑвашсем хӑйсем мӗнле пулнине пите аван кӑтартрӗҫ. Намас! Чӑваш тутар тата грузин пулаймасть.
Agabazar // 3259.39.3100
2020-01-30 13:01
Agabazar
Чăвашсем хăйсене кунта нихăш енчен те кăтартман.

Шăв-шавĕ пĕтĕмпех Мускавра пулнă.

Пирĕн патра, кунта, нимĕнле шăв-шав та пулман.
Микула // 9259.3.8429
2020-01-30 18:50
Акапасар каллех пӗлмесӗрех ларан. Курасчӗ сан ,илтесчӗ сан мӗнле шӑв-шав унта,ҫӳлте, паян. Нимӗнле ӗҫ те тума ҫук,йӑлт чарӑнса ларнӑ " какуй там,не до вас " теҫҫӗ кӑна кабинетсенчен. Унччен анчах,"халӑх", "патшалӑх","патриотизим" текеннисем тухӑҫлӑ вырӗнӗсенче мӗнле майпа сыхланса юласси ҫинчен кӑна шутлаҫҫӗ пулмалла ?
Agabazar // 1489.33.3999
2020-01-31 02:09
Agabazar
Çÿре кабинетсем тăрăх тĕрĕслесе. Енчен те сана унта кĕртеççĕ пулсан тата вăхăту çителĕклĕ-тĕк çакăн валли.

Пирĕн пек ахаль-махальсене, спецхĕсметсене тара кĕрĕшменнисене, унта питех кĕртмеççĕ. Тÿрех хăваласа яраççĕ.

Чăвашăн кунашкал шăхăра-шăхăра ташша çапакансем патне пырса çыпçăнмалла мар. Ырă çынсем çук унта.
Аптраманкин // 3175.45.7327
2020-01-31 14:53
https://atner-n4k.livejournal.com/16069.html?fbclid=IwAR3nsmSNZMU6OtMuWWvzFVSmsy2KumtWSiRLpuGpcYckrwp_8Gdjqa17AYY

Pages: 1, 2, 3, 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>


Orphus

Banners

Counters

 
About us | Statistic
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Questions about the site: p-code.ru